Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕрремĕш вĕрентекен... Кашни çынах ăна пурнăç тăршшĕпех асра тытса пурăнать. Шăпах вăл каланисем, вăл вĕрентнисем пирĕн пуçа çирĕп кĕрсе вырнаçнă-çке. Эпĕ те, çак йĕркесен авторĕ, шкул пĕтерни вун ултă çул çитет пулсан та, хамăн пĕрремĕш вĕрентекенĕм Елизавета Николаевна Портнова (йывăр тăпри çăмăл пултăр) пире мĕн-мĕн каласа ăс панине ĕнер каланă пек ас тăватăп. Хăш чухне эпир, тин шкула пĕрремĕш класа килнĕскерсем, ăна ячĕпе тата ашшĕ ячĕпе чĕнес вырăнне: «Учитель, учитель, калăр-ха тархасшăн...» – теттĕмĕр. Çилленместчĕ куншăн вăл. Эпир çыракан сас паллисем кукăр пулсан та вăрçмастчĕ, мĕнлерех тĕрĕс çырмаллине кăтартатчĕ. Çĕр çинчи пин-пин кĕçĕн классене вĕрентекен çапла ырă кăмăллă, чăтăмлă пулни пирки пĕрре те иккĕленместĕп. Миçе ачана вулама-çырма, шутлама, пĕлӳ илме вĕрентмеççĕ-ши вĕсем? Шăпах вĕсем пурнăçăн аслă та ăслă çулĕпе утма хăнăхтараççĕ-çке кашни çынна. Малтанхи вĕрентекенсем шкула тин кайма пуçланисемшĕн иккĕмĕш анне пекех. Чыс та мухтав сире, пĕрремĕш вĕрентекенсем!
Аксу районĕнчи Савгачевăри гимназире 2-мĕш классене вĕрентекен Валентина Васильевна Тимофеева та ĕçлеме пуçланăранпа миçе ачана пуçламăш классенчен вĕрентсе кăларман-ши? Вăтăр пилĕк çул шкулта ĕçлекенскер кăна хăй те татса калаймасть. Валентина Васильевна ялан пĕчĕккисене пĕлӳ парать, вăл вĕрентнисем вара ӳссе çитĕнсе пурнăçăн аслă çулĕ çине тăраççĕ, хăйсене килĕшекен профессие алла илсе халăхшăн кирлĕ ĕçсенче тăрăшаççĕ. Хăйсен пирвайхи вĕрентекенне вара нихăçан та манмаççĕ, яланах унпа тĕл пулса калаçма васкаççĕ. Вĕрентекеншĕн хăй пĕлӳ панă ачасем хисепленинчен, тав тунинчен хаклăраххи мĕн пултăр? В.В.Тимофеева та чун-чĕререн савăнать «хăйĕн ачисем» пурнăç çулĕпе ăнăçлă утнишĕн.
Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар хĕрĕ ялти сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтерсен Чăваш Республикинчи Канашри педучилищĕне вĕренме кĕнĕ, 1975 çулта алла диплом илсен çамрăк педагога Аксу районĕнчи Савгачево ялне ĕçлеме янă. Çакăншăн питĕ хĕпĕртенĕ пике: ара, Савгачево унăн тăван ялĕнчен 15 километрта кăна-çке, килне çӳреме те инçе мар. Нумаях çӳремен вăл тăван ялне, кĕçех хăй ĕçлекен ялти пĕр маттур каччăна качча тухнă.
– Эпĕ çамрăк чух Иваново хулинчи пир-авăр комбинатне кайса ĕçлесси çав тери модăраччĕ. Шкулта пĕрле вĕреннĕ тантăшсем нумайăшĕ çавăнта кайрĕç. Çур çул ĕçлесен яла отпуска килсе кайрĕç. Пурте капăр тумланнă, кăмăлĕсем тулли. Эпĕ аннене: «Манăн та вĕренме пăрахса Иваново хулине каяс килет», – терĕм. Анне мана: «Хĕрĕм, халĕ хитре тумланса килнĕ пулсан та вĕсен ĕмĕрĕпех хура ĕçре ĕçлемелле пулать. Эсĕ вĕренсе тухсан ĕмĕр таса ĕçре ĕçлĕн, сан çийĕнте ялан илемлĕ тум пулĕ», – терĕ. Аннен сăмахĕсем мана шухăша ячĕç, вĕренсе пĕтерме те пулăшрĕç, – çамрăклăхне аса илет педагог.
Валентина Васильевнăн класĕсенче хăй вăхăтĕнче 18-20 ача вĕреннĕ. Халĕ, ытти çĕрти пекех ачасем сахал, 2-мĕш класра пурĕ тăватă ача вĕренет. «Тулли класпа ĕçлеме çăмăлрах, ачасем сахал пулсан тата та йывăртарах», – тет вĕрентекен.
В.В.Тимофеева хăй вăй хуракан вĕрентӳ учрежденийĕнче кăна мар, районта та ятлă вĕрентекен. Унран канаш ыйтакансем яланах нумай. Пурне те тимлĕн итлет педагог, кирлĕ сĕнӳ-канашпа пулăшма тăрăшать. Ахальтен мар чылай çул кустри методика пĕрлешĕвне ертсе пынă пултаруллă вĕрентекен. Валентина Васильевнăн тĕп тĕллевĕ яланах ачасене вулама, шутлама, çырма вĕрентнипе пĕрлех тăван халăхăн йăли-йĕркине хаклама, чăвашла юрлама-ташлама хăнăхтарасси пулнă. Хăй ачасене юратнă пекех, пĕчĕккисем те чунтан юратаççĕ ăна. I категориллĕ вĕрентекене пилĕк çул каялла «ТР вĕрентӳри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă.
Валентина Васильевна мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Володя та, Денис та, Дима та ашшĕпе амăшĕ пекех сăпайлă, ĕçе юратакан, çынсене хисеплекен çынсем. Тимофеевсем асаннепе асатте те пулнă ĕнтĕ.
Черетлĕ вĕренӳ çулĕ вĕçленекен уйăхра Валентина Васильевна 55 çул тултарать. Çывхарса килекен юбилей тата Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламлатпăр сире, хисеплĕ вĕрентекен! Юратнă ĕçĕр яланах сирте хавхалану çураттăр, эсир вĕрентекен ачасем пархатарлă пулччăр!
 
: 1164, Хаçат: 10 (844), Категори: 2010 – Вĕрентекен çулĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: