Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вĕренекен пысăк çитĕнӳсем тăвасси, паллах, чи малтан вĕрентекенрен килет. Ачана тĕрĕс çул çине тăратни, хăвăн предметупа интереслентерме пĕлни малашне пултаруллă специалистсем хатĕрлеме пулăшать те.
Аксу районĕнчи Савгачевăри гимназире вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Георгиевна Туктарова хăйĕн урокĕсенче нихçан та учебникра мĕн çырнипе кăна çырлахмасть, кашни темăпах хушма материал шырать. Унăн урокĕсене ачасем чăтăмсăррăн кĕтнинчен çавăнпа тĕлĕнме те кирлĕ мар. Светлана Георгиевнăна Турри вăл çураличченех вĕрентекен пулма çырнă-тăр: ара, унăн ашшĕпе Георгий Александровичпа амăшĕ Неонила Геннадьевна Полиевтовсем те, кукамăшĕ Раиса Петровна Никитина та, мăн кукашшĕ Петр Миронович Миронов та учительсем пулнă-çке.
С.Г.Туктарова хăйĕн ĕçне чунтан юратни, парăнни, ялан çĕннине шырани, çитĕнӳсем патне ăнтăлни пирки никам та иккĕленмест. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем тав сăмахĕ кăна калаççĕ ăна, ĕçтешĕсем те хăйсемпе çакăн пек пултаруллă педагог вăй хунăшăн савăнаççĕ.
Юлашки çулсенче Светлана Георгиевнăн вĕренекенĕсем районти олимпиадăсенче кăна мар, Раççей шайĕнчи конкурссенче çĕнтереççĕ. Пĕлтĕр 9-мĕш класра вĕренекен Ксения Иванова Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх çыру урокĕ» сочиненисен конкурсĕн «Вĕрентекен патне çырнă çыру» номинацире III вырăн йышăннă. 2008 çулта Кивĕ Саврăшри шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Наташа Васикова çак конкурсрах «Ветеран патне çырнă çыру» номинацире III вырăна тивĕçнĕ. Нумай пулмасть Савгачевăри гимназире 10-мĕш класра вĕренекен Марина Кондратьева Пĕтĕм Раççейри «Гагарин манăн çĕршывăн шăпинче» ача-пăча литература конкурсĕнче II вырăн йышăннă. Çак хĕр ачасене пурне те С.Г.Туктарова вĕрентет.
Светлана Георгиевна, сире Савгачевăри гимназире вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем «Сувар» хаçат урлă чĕререн тав тăваççĕ, юратнă ĕçĕрте çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тума сунаççĕ.
 
: 1182, Хаçат: 10 (844), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: