Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Пурăнмалли 3,5 пин вырăна кăçал çуркунне шыв илме пултарать», – тесе пĕлтернĕ нумай пулмасть ейĕве халалланă селекторлă ларура РФ чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ С.Шойгу. Кунсăр пуçне 15 регионти, çав шутра Тутарстанра та, 500 яхăн автомобильпе чукун çул кĕперне ейӳ сиенлетес хăрушлăх пур.
Кăçалхи хĕл ытти çултисенчен самай уйрăлса тăчĕ. Хăйĕн кăралăхне вăл декабрь уйăхĕнчех кăтартма тытăнчĕ: малтанхи эрнесенче юр çумарĕ, унтан шартлама сивĕсем пуçланчĕç. Çĕр юрсăр ун чухнех нормăран 2-3 хут тарăнрах шăнчĕ. Кĕркуннехи çанталăк ăшă тăнипе республикăри юхан шывсем яланхи вăхăтран 20-30 кун каярах пăрпа витĕнчĕç (хальхи вăхăтра Атăлпа Казанка юхан шывĕсем çинчи юр тарăнăшĕ 20-52 сантиметр, пулă тытакан вырăнсенчи пăр хулăнăшĕ 35-50 сантиметр, пĕчĕк çырмари шывсем тĕпне çитичченех шăннă). Январь уйăхĕ те тĕлĕнтермерĕ мар, малтанхи кунсенчех республикăри хуласемпе ялсенче пĕр уйăхри норма чухлĕ юр çурĕ. Халĕ юр çӳллĕшĕ республикăра 51-64 сантиметр. Февраль уйăхĕнче тăнă шартлама сивĕсене пула вара çĕр ытти çулсенчен хытăрах шăнчĕ.
Хĕлĕн çакăн пек «хăйне евĕрлĕхне» пула çуркунне те кĕтменлĕх хатĕрлесси иккĕленӳллĕ мар. Чрезвычайлă лару-тăру министерствин специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ейӳ кăçал икĕ тапхăрпа пуласси куçкĕрет, çитменнине иккĕмĕшĕ пĕрремĕшĕнчен вăйлăрах та пулма пултарать-мĕн. Мĕншĕн тесен çĕр хытă шăннипе ейӳ вăйлă сарăлать. Кӳршĕллĕ регионсенче те юр нумай çунипе Сĕве, Вятка, Шуратăл, Ик, Иж, Шемша çырмисене шыв нумай юхса килессе кĕтмелле.
Вăрмансенче юр ирĕлме тытăнсан вара ейĕвĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланать. Ун чух Кама, Вятка, Казанка шывпа туласси куçкĕрет. Специалистсем каланă тăрăх, шыв тарăнăшĕ ытти çултисенчен икĕ хут нумайрах та пулма пултарать. Чăн та, ТР метеорологĕсем çанталăк тăрук ăшăтса ямасан, çумăр çумасан ейӳн пĕрремĕш тапхăрĕ Тутарстанра лăпкăн иртмелле тесе шантараççĕ. Вĕсен сăмахĕсем тăрăх, ейӳ ытти çулсенчен 3-5 кун маларах, урăхла каласан, март уйăхĕн 3-мĕш, апрелĕн 1-мĕш декадисенче пуçланать. Чи малтан Атăлпа Кама леш енчи çырмасенче пăр каять, унтан – республикăн хĕвел тухăçĕпе çурçĕр енчи çырмасенче.
Яланхи пекех кăçал та Анат Камăпа Елабуга районĕсене шыв илес хăрушлăх пур. Уйрăмах Кама юхан шывне çырантан тухма чаракан Красноключински дамби чăтаймасса пултарать. Мĕншĕн тесен вăл авариллĕ лару-тăрура.
– Республикăра гидротехника сооруженийĕсенчен юхăнни пĕр Красноключински дабми кăна мар, 1059-тан 160-шĕ çак лару-тăрура, – пĕлтернĕччĕ 2009 çул вĕçĕнче ТР экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ А.Садретдинов. Чăн та, хĕлĕпе юхăннă сооруженисен шучĕ чакнă, 62-шне юсама ĕлкĕрнĕ. Кунсăр пуçне 2010 çулхи çурхи ейĕве хатĕрленсе республикăн хулапа районĕсенчи çырмасен çыранĕсене çирĕплетме 90,8 миллион тенкĕ, шыв çулĕсене тарăнлатма тата тасатма 19,6 миллион тенкĕ, шыв пăрăхĕсене юсама 481,8 миллион тенкĕ тăкакланă.
Март уйăхĕн 10-мĕшĕччен республикăн районĕсенче çырма çыранĕсене, тасатмалли сооруженисемпе кĕперсене, выльăх масарĕсене, наркăмăшлă химикатсене упракан кĕлетсене ейӳччен çирĕплетес енĕпе тĕрĕслев вĕçленет. Республикăри комисси март уйăхĕн иккĕмĕш декадинче çак ыйтупа лару ирттерме планлать. Çавах та лăпланма хальлĕхе иртерех-ха, тĕп тĕллев – лайăх хатĕрленесси, мĕншĕн тесен ейӳрен темĕн те кĕтме пулать, кăçал пушшех те.
 
: 2077, Хаçат: 10 (844), Категори: Çивĕч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: