Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Ир-ирех ăçта кайма тухрăн тата? – арăмĕ стена çумĕнче çакăнса тăракан пальтине илсе тăхăнма пикеннине курса ыйтрĕ тин çеç вăраннă Сергей.
– Паян тухтăр патне çырăннине мантăн-им? – хуравларĕ çакăншăн кăмăлсăрланнă Лиза.
– Тем ыратать сан ялан. Хĕрарăм çакăн пек чирлеме пултарнине пуçна касатăп тесен те ĕненместĕп. Шеллеттересшĕн эсĕ хăвна, – кăнттаммăн каласа хучĕ Сергей, сăмси айĕнче темĕн мăкăртата-мăкăртата арăмĕ енне çурăмпа çаврăнса выртрĕ. – Чипер кай, – сиввĕн ăсатрĕ арăмне.
Лиза нимĕн тавăрса калама пĕлмерĕ. Пӳрт алăкне тул енчен ерипен хупрĕ те автобус чарăнăвне çул тытрĕ.
Сережăпа пĕрлешнĕренпе кăçал ултă çул çитрĕ. Çак тапхăрта мăшăрĕ Лизăна мĕн чухлĕ кӳрентернине пĕр Аслă Турă кăна пĕлет. Мĕншĕн вăл пĕрне телей, теприне хурлăх парнелет-ши?
Пĕр ялта çуралса ӳснĕ Лисукпа Сергей мĕн ачаран пĕр-пĕринпе туслă çитĕнчĕç. Хĕр шкул саккипе сывпуллашса экономист дипломне алла илнĕ çĕре пулас мăшăрĕ хĕсметрен таврăнчĕ. Часах туй кĕрлеттерчĕç – хутшăнăвĕсене алă пусса çирĕплетрĕç. Çулталăкран туслă йыша пĕчĕкки хутшăнчĕ, Лиза упăшкине ывăл парнелерĕ. Ванечка çемьене тата та çирĕплетнĕ пек туйăнчĕ ăна ун чухне… Çак савăнăçлă самантсене аса илмессерен хĕрарăмăн тинĕс евĕр кăвак куçĕ шывланать, чĕри тунсăхпа тулать. Ак паян та Лизăн шухăшĕнче иртнĕ савăк кунсем катрам-катрам шурă пĕлĕт пек шуса иртрĕç.
– Эх, ăçта-ши эсир? – кӳтсе килнĕ чунĕ чăтайманнипе сасăпах ыйтрĕ вăл. Камран?.. Аллинчи шур тутрипе пит çăмарти тăрăх юхса аннă тăварлă куççульне шăлса илчĕ.
Тухтăр çырса панă диагноза вуласан хĕрарăм шалкăм çапнăн хытса ларчĕ. Рак тени çеç хăлхинче чиркӳ чанĕ пек тахçанччен янрарĕ. Кĕсйинчи телефон сасси çеç ăна хăрушă ыйхăран вăратайрĕ тейĕн.
– Анне, салам. Мĕн тăватăн? – пилĕк çулхи Ванечкăн уçă сасси чун кĕртрĕ Лизăна.
– Салам, ывăлăм… – çук, урăх нимĕн те калаймарĕ амăшĕ, чарăнма пĕлмен куççулĕ кăна телефон çине патлата-патлата ӳкрĕ.
Тепĕр кунах Лизăна больницăна вырттарчĕç. Хĕрарăмăн чиканăнни пек хура çӳçĕ пĕр каçра шуралчĕ. Усал хыпар, усал хыпар паллайми улăштарчĕ Лизăна. Пуçĕнче шыçă тупнă тухтăрсем: «Рака пуçламăш тапхăрĕнчех асăрхарăмăр, сыватма шанăç пур», – тесе хавхалантарчĕç.
Лиза сипленме выртнăранпа эрне иртрĕ, операци кунне кĕтекеншĕн вара вăхăт питĕ ерипен, мăраннăн шăвать пек туйăнчĕ. «Ывăлăм, манăн саншăн çеç, сана çитĕнтерессишĕн пурăнасчĕ», – кашни каç Турăран пулăшу ыйтса çак шухăшсемпе çывăрса кайрĕ хĕрарăм. Ирпе вăранса куçне уçсан пуçĕнче каллех çак шухăшсемччĕ.
Арăмĕн хуйхи çинчен пĕлсен те Сергейĕн чĕринче хĕрхенӳ туйăмĕ çуралмарĕ. Больницăна пырса арăмне йăпатма мар, телефонпа шăнкăравласа сывлăхĕпе интересленесси те пуçĕнче пулмарĕ унăн. Юрать Лизăн ашшĕ-амăшĕ тăван хĕрне йывăр вăхăтра пăрахмарĕ, Ванька шăнкăравласа амăшне пурăнма хăват парса тăчĕ.
Çак вăхăтра Сергей хăйĕн валли хĕрарăм тупма ĕлкĕрчĕ те, чирлĕ арăм кирлĕ мар терĕ пулас. Çапах та пĕррехинче вăл Лиза патне больницăна пычĕ, сывпуллашма…
– Каçарайсан каçар. Тен, чăнах та упраймарăм пуль сана. Сывал, Ванькăшăн пурăн, эс ăна кирлĕ. Ак сана хваттер уççи. Телейлĕ пул, – çак сăмахсемпе арçын палатăран тухрĕ.
Лизăна пĕр витре пăрлă шывпа сапрĕç тейĕн, чунĕ хăрушла ыратса пăчăртанчĕ, чĕрине наркăмăшлă çĕмрен тирнĕн туйрĕ. Хăçанччен асапланĕччĕ-ши вăл? Паллă мар. Операци тума палăртнă кун çитрĕ…
Ăнăçлă иртрĕ операци.
– Хăрушши хыçа юлчĕ, сывлăху çирĕпленсех пырать. Ан пăшăрхан, сыхла хăвна, – лăплантарчĕ тухтăр.
* * *
Палата алăкне уçса хупнă сасăпа вăранчĕ Лиза, анчах куçне уçма васкамарĕ. Такам хăюсăррăн, шăппăн утса кĕчĕ те вăратасран шикленнĕн ерипен кравать хĕррине ларчĕ. Пĕчĕк, кăпăшка аллисемпе Лиза аллине сĕртĕнчĕ:
– Анне…
Хĕрарăм куçне уçрĕ:
– Ванечка… – кравать çинчен кăшт çĕкленсе ывăлне хăй çумне пăчăртарĕ амăшĕ. – Телейĕм, каçар мана, тархасшăн. Текех никам та, нихăçан та уйăраймĕ пире. Эпĕ саншăн пурăнатăп, – куççульпе чыхăна-чыхăна пĕчĕк алăсене чуп турĕ хĕрарăм.
– Анне, анне, атя киле… – йăлăнчĕ тунсăхласа çитнĕ ывăлĕ.
 
: 1044, Хаçат: 9 (843), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: