Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кивĕ Саврăш кивĕ мар!
Ах, епле хитре-çке каçĕ,
Сарă уйăх ялтăрать,
Лашасем шыва анаççĕ,
Таçта кĕвĕ янăрать.
«Асатте, ларсам çума эс,
Калаçар-ха шăплăхра.
Ыйхă темме вĕçсе кайрĕ –
Пит аван-çке улăхра!
Тахçанах санран ыйтасшăн
Мĕншĕн ялăм «киввине»,
Каласам мана, тархасшăн,
Пĕр эс çеç тĕрĕссине».
«Чунăм, пĕчĕк сар хĕвелĕм,
Ан хурлан, ял кивĕ мар.
Ларт-ха эс мана, телейĕм,
Сăмах пулĕ кĕске мар.
Сĕм вăрман кăна кашланă
Çакăнти вырăнсенче,
Çил-тăман хĕрсе ташланă
Йывăçсен хушшисенче.
Чĕр чунсем нумай пит пулнă,
Юр юрланă кайăксем.
Çырмара тăрă шыв юхнă,
Ишнĕ тĕрлĕ пулăсем.
Сăварсем çĕре хакланă,
Килнĕ кунта пурăнма.
Пысăк ял çĕкле пуçланă
Çак илемлĕ вырăнта.
Çавăнтан пуçланнă Саврăш,
«Сăвар» тенĕ сăмахран,
Илĕртӳллĕ йĕри-тавраш
Тухнă-ӳкнĕ юмахран.
Ĕçчен те сăпайлă халăх
Пулнă пирĕн несĕлсем.
Пурăнĕччĕç питĕ лайăх –
Тапăнаççĕ монголсем».
«Асатте, каçар тархасшăн,
Вăрçă пуçланать пулсан,
Кам çапăçмасăр юласшăн,
Анчах пуçлăх çук пулсан?»
«Пулнă, чунăм, пулнă пирĕн,
Саврăш-паттăр теç ăна.
Вăйлă пулнă, ăслă, çирĕп –
Хирĕç тăрса пăх кăна!»
«Сывлама памасть хăрушлăх –
Хăтарар саврăшсене –
Юлтăр çакăнта пур пурлăх
Часрах кӳлер утсене».
Халăха ăсатнă паттăр
Çурçĕре, шыв леш енне.
«Унта çĕн пурнăç хăпартăр –
Ан манăр сăмахсене!»
Саврăш пĕтмĕ, вăл çĕкленĕ
Вăй пулсассăн алăра.
Яла Пысăк Саврăш тенĕ –
(Савнă ял ялан асра).
Малалла шăвать вăхăчĕ,
Вутлă тĕтĕм сирĕлет.
Халăх инçетре хуйхăрчĕ –
Кивĕ вырăн илĕртет.
Утас, чупас, çитес, тупас,
Салам, юратнă ялăм!
Кунта халь пулĕ çĕнĕ кас,
Ĕçле, юрла та савăн!
Кивĕ Саврăш – кивĕ мар вăл.
Пулнă пирвайхи çăлкуçĕ...
Çывратăн пуль ĕнтĕ, ыльăм,
Каçĕ вĕт чăнах та уçă...»
Ах, епле асамлă каçĕ!
Сарă уйăх ялтăрать,
Лашасем канма выртаççĕ.
Кивĕ Саврăш çывăрать...
Лилия ВАСИКОВА.
Аксу районĕ,
Кивĕ Саврăш.
 
ĂШĂ СĂМАХ
Талпăнать пулсан чĕрем те,
Кăмăлăм та сан патна,
«Юратап» тесе пĕрре те
Калаймарăм эп сана.
Чун-чĕре чирне сиплесшĕн
Пĕр-пĕччен текех пуплеп.
Çак пĕр сăмаха илтесшĕн
Сан та канăç çук пуль теп.
Ман юлташăм, тусăм тетĕп,
Çывăх çыннăм теп хăш чух.
Хам малтан санран кĕтетĕп
Ăшăрах сăмах ку чух.
Йăл кулса иртен умран ху,
Калаçасшăн пек манпа.
Чĕмсĕрсен ретне хуть ан хур, –
Ман чĕре пуплет санпа.
Хăш чух эп салху пулсан та
Туй-ха чунăм ăшшине.
Сăмаха калаймасан та
Чĕрене илт-ха манне.
Ан çиллен эс калайманшăн
Çак чи ăшă сăмаха.
Ман чĕре çунать-çке саншăн,
Куç калать çакна: пăх-ха...
Григорий АКТАШ.
 
ЯТУ ТУТА ÇИНЧЕ
Сан сăну яланах асăмра –
Куçсенчи илĕртӳлĕх чунра.
Юрататăп сана ĕмĕрех,
Сан яту ман тута çийĕнчех.
Пултăрах пархатарлă шăпа,
Пĕрлештертĕр сана манпала.
Уйрăласчĕ пачах хуйхăпа,
Телейне çеç пайлас çурмалла.
 
ЧИККЕ ЭС ШАНЧĂКЛĂ СЫХЛА
Хĕрӳ ман туйăмсем çинчен
Çыру тĕрлетĕп сан пата.
Таса пĕрремĕш юр çинчен,
Çĕн хыпарсем пирки тата.
Çыратăп: тунсăх пусмăрлать,
Мана ытла та ан ятла.
Чĕр туйăм санпала пурнать,
Чикке эс шанчăклă сыхла.
Нина ТИХОНОВА.
Пăва районĕ,
Элшелĕнчи вăтам шкул,
9-мĕш класс.
 
: 1123, Хаçат: 9 (843), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: