Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çулталăк пуçлансан малтанхи 2-3 уйăхра республикăри министерствăсем иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе çĕнĕ çула плансем туса коллегисем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. 2010 çул та çаплах пуçланчĕ министерствăсемшĕн. «Сувар» хăйĕн вулаканĕсене коллегисенче сӳтсе явакан ыйтусемпе паллаштарсах тăчĕ. ТР Сывлăх сыхлав министерстви коллеги ирттерни пирки те кĕскен асăннăччĕ хаçатăмăрта. Паян вара ун çинчен анлăрах çырса кăтартасшăн, мĕншĕн тесен çак коллегире хускатнă ыйтусем тӳррĕнех пирĕн сывлăха пырса тивеççĕ.
2009 çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ чух чи савăнмалли самант – республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăх енне улшăнма пуçлани пулчĕ-тĕр: юлашки 20 çул хушшинче ача çуратасси 5 процент ӳснĕ (1000 çын пуçне 12,3). Çав вăхăтрах тата тепĕр фактор – вилекенсем сахалланни: 2,3 процента чакнă. Пĕтĕмĕшле илсен 2008 çулта Тутарстанра пурнăç тăршшĕ 67,9 çул пулнă-тăк, пĕлтĕр 71 çула çитиччен ӳснĕ.
Хальхи вăхăтра республикăра медицина умĕнчи тĕп проблемăсем – чĕрепе юн тымар чирĕсем тата онкологи пулса тăраççĕ. Юн тымарĕ, чĕре чирĕсемпе паянхи куна 850 пин çын учетра тăрать. Çакна кура 2008-2009 çулсенче республика 8 юн тымар центрĕ уçнă. Кăçал вара федерацин юн тымар программине кĕнĕ. Паллах, çакă федераци бюджетĕнчен укçа уйăрассипе те çыхăннă, сумма 236 миллион тенкĕпе танлашать. Çак программа кивелнĕ оборудование çĕннипе улăштарма май парать. ТР Сывлăх сыхлав министерстви кăçалах Ешĕлварта 10-мĕш юн тымар центрне уçма хатĕрленет, 2011 çулта – Пĕкĕлмепе Елабугăра.
Юн тымар центрĕсем ĕçлеме пуçлани нумай та вăхăт иртмерĕ, вĕсенче вара пуç миминчи юн çаврăмĕ пăсăлнă 8 пин çын сипленме ĕлкĕрнĕ те. Инсультран вилекенсен шучĕ сисĕнмеллех чакнă – 17 процента.
2009 çул вĕçленнĕ çĕре Тутарстанра онкологсем патĕнче учетра тăракансен шучĕ 61598 çынна çитнĕ. 2008 çултипе танлаштарсан 7,4 процент ӳснĕ. Анчах çакă чирлисен шучĕ ӳснинчен ытла ракпа чирлисене пуçламăш стадинчех палăртма майсем ӳснипе çыхăнтармалла. «Сывлăх» наци проектне пула кирлĕ оборудовани туяннă, пысăк хуласене кăна мар, район центрĕсене те. Республикăн клиника онкологи диспансерĕн ĕçченĕсем ĕçтешĕсем патне тухса çӳреççĕ, ĕç опычĕпе паллаштараççĕ. Онколог-тухтăрсем халăх çине тухса тĕрĕслевсем ирттерни те хăйĕн «çимĕçне» панах. 2010 çулта РФ онкологипе чирлисене лайăхрах медицина пулăшăвĕ парассипе йĕркеленĕ программăна Тутарстан та кĕнĕ. «Сывлăх» наци проекчĕпе онкочирлисене сыватнă çĕре республикăна тата 450 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Çак программăна пурнăçлама регион бюджетĕнчен те укçа уйăрĕç: икĕ каньон туса лартма (чирлисене пайăрка меслечĕсемпе сиплеме), çакă ракпа чирлисене пĕтĕмпех сиплеме май парĕ.
Пĕлтĕр Спорт тата сывă пурнăç йĕркин çулĕ пулчĕ Тутарстанра. Çакă чăнах та чылайăшне сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарчĕ. Кунсăр пуçне Тутарстанăн çичĕ хулинче çулталăк вĕçленес умĕн 14 сывлăх центрĕ уçрĕç. Çак тĕллеве пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 10478,3 пин тенкĕ, Тутарстан бюджетĕнчен 3143,5 пин тенкĕ уйăрнă. «АК БАРС СОЗИДАНИЕ» ыр кăмăллăх фончĕн шучĕ çине пухăннă укçапа центрсем валли портативлă эхоэнцефалографсем туяннă.
Юлашки çулсенче министерство юн службисен ĕçне лайăхлатассипе нумай тăрăшрĕ. Сăмах май каласан, çакă федерацин çак службăсемпе çыхăннă программипе пĕр килчĕ. Çакă юн пухма, упрама май паракан 66 тĕрлĕ оборудовани туянма май пачĕ. Çавăнпах халь куçса çӳрекен станцисемпе те юн пухма май пур, донорсен банкне туса хунă.
Коллеги ĕçне ТР Премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Равиль Муратов хутшăннă. 2009 çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетсе республика тухтăрĕсене вăл мухтарĕ: «Хăвăр ума лартнă задачăсене пурнăçланисĕр пуçне эсир хăвăрăн ĕçе малалла лайăхлатрăр. Тутарстан Республикин Правительствин ятĕнчен пысăк тав».
Çавăн пекех коллегинче РФ тĕп санитари врачĕ Геннадий Онищенко пулчĕ. Вăл Тутарстан медикĕсем пĕтĕм çĕршывĕпе вăйлă сарăлнă йывăр грипп вăхăтĕнче хăйсене питĕ тавçăруллă, ăста тытнине палăртрĕ, респуликăра грипран вилекенсен шучĕ ытти вырăнтисемпе танлаштарсан самай сахал.
Паллах, иртнĕ çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май ĕçре палăрнисене тав туса ырă сăмах каламасăр пулмасть. Кăçал та çак ырă йăларан иртмерĕç тухтăрсен ертӳçисем. РФ тава тивĕçлĕ тухтăрĕ ята илекен те, Сывлăх сыхлав отличникĕ те тата ытти наградăсене тивĕçнисем те пулчĕç коллегире. Вĕсене сцена çине, халăх умне чĕнсе чысларĕç.
 
: 1014, Хаçат: 9 (843)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: