Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Февралĕн 7-мĕшĕнче Аксу районĕн Культура çуртĕнче иртнĕ чăваш юррисен смотр-конкурсĕ чăннипех чаплă уява çаврăнчĕ. Унта 41 хутшăнакан (пĕччен юрлакансем, вокал ушкăнĕсем, ансамбльсем – пурĕ 70 яхăн çын) хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.
Смотра район, зона, республика шайĕнче иртнĕ конкурссен лауреачĕсем Владимир Егоровпа Эдуард Ильин хаваслă юрăпа уçрĕç. ТР ЧНКА Председателĕ Константин Яковлев тата райĕçтăвком ертӳçин çумĕ Сергей Александров смотра хутшăнакансене, курма пынисене саламласа ăнăçу сунчĕç.
Конкурсăн положенийĕпе килĕшӳллĕн, сцена çине тухакан кашни юрăçăн пĕр эстрада юрри тата халăх юррин пĕр çаврăмне юрламалла. Анчах хăйĕн пултарулăхне кăтартма килнисем нумайăн пулнипе эстрада юррисене те пĕрер куплет кăна юрлаттарма тиврĕ конкурса йĕркелекенсен.
Çав кун куракансем тахçантанпах пĕлекен, юратакан юрăçсем те пулчĕç, çĕнĕ çăлтăрсем те Аксу тӳпинче çуталчĕç. Кивĕ Илтрекьелĕнчи виçĕ арçын ача – Сергей Зайцев, Юрий Сулейманов, Алексей Зубарев – куракансене хăйсен илĕртӳлĕхĕпе килĕшрĕ. Кивĕ Тимушкелĕнчи çичĕ çулхи Светлана Козлова артист пултарулăхне пысăк ăсталăхпа кăтартрĕ, аслисенчен кая мар. Çĕмĕртлĕрен, Унтакшăран, Саврăшран çамрăк дебютантсем килнĕ, анчах вĕсем те пысăк сцена çинче çухалса каймарĕç. Аслă Сĕнчелĕнчи вăтам шкулта йĕркеленĕ «Мерчен» (ертӳçи Вера Уканеева) фольклор ансамбльне залра ларакансем киленсех пăхрĕç. «Мерчен» икĕ инсценировка кăтартрĕ: «Уяв» тата «Çăварни». Çак фольклор ушкăнĕнчи çамрăксене хавхалантарса (опыт пухма та пулĕ) чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕсене курма билетсем парнелерĕç. Çĕнĕ Аксури «Çăлкуç» (ертӳçи Валентина Макарова) тата «Шанчăк» (ертӳçи Елена Охотникова), Кӳшӳ ялĕнчи «Кисиночка» (ертӳçи Ирина Семенова) вокал ушкăнĕсем вара смотра концерт программисемпех пынă. Анчах вĕсен программисене те кĕскетме тӳр килнĕ.
Калас пулать, конкурса йĕркелекенсене, куракансене çамрăк артистсем хăйсен костюмĕсемпе те тĕлĕнтерчĕç. Хăшĕ-тĕр хăй аллипе çĕлесе костюм тунă, кам-тăр аслăрах ăрурисенчен «еткерçĕ» пулса йышăннă, виççĕмĕшсем укçа тӳлесе ятарласа чăваш наци тумĕ çĕлеттернĕ. Кашни конкурсант жюри, куракансен умĕнче хăй евĕрлĕхне, пĕр хăйĕн кăна, никампа арпашăнми пултарулăхне кăтартрĕ.
Смотрта пултаруллисем питĕ нумайăн пулчĕç. Ольга Зубковăпа Саша Артемьева С.Александров укçан преми пачĕ. К.Яковлев Ирина Семеновăна, Аниса Алмазовăна, Антонина Артамоновăна асăнмалăх парнесем пачĕ. Кунсăр пуçне Полина Мулеевăна, Ивановсен çемйине, Анжела Мельниковăна тата Кивĕ Илтрекьелĕнчи виçĕ арçын ачана, Ольга Терентьевăна укçа парса хавхалантарчĕ. «Куракансен кăмăлне кайнăшăн» приз Аксури Александр Шуркина лекрĕ. Чăваш культурине тӳпе кĕртнĕшĕн Аксу районĕн культура уйрăмĕн пуçлăхне Ришат Срутдинова Тав çырăвĕсем пачĕç. Конкурсра çĕнтернисем: Чăваш Енрусьелĕнчи Анжелика Еремеева, Саврăшри Марина Васикова, Кивĕ Тимушкелĕнчи Светлана Козлова пулчĕç. Вĕсене 1,2,3 степеньлĕ дипломсем пачĕç. Кунсăр пуçне смотрта çĕнтернисем Республикăри чăваш юрăçисен «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсĕнче Хусанта Аксу районĕн чысне хӳтĕлĕç. Смотра вĕçленĕ май Ришат Рахимзянович конкурса хутшăннисене çапла лайăх юрланăшăн тав турĕ, Çăварнипе саламларĕ.
 
: 1146, Хаçат: 9 (843), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: