Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерствин кăçалхи тĕп планĕсенчен пĕри – çамрăк специалистсемпе çемьесене хваттерпе тивĕçтересси. Черетре тăракансем 8430 танлашнă, анчах хваттерлĕ пулас текенсем самай йышлăрах. Ку çул çамрăксен строительствин аталану концепцине йышăнма тĕв тунă. Ку хăйне май тепĕр пысăк проблемăна – ĕçсĕрлĕх ыйтăвне – татса пама пултарать имĕш. Пĕлтĕр ĕçсĕррисем 34 процентпа танлашнă, ытти çулсенче палăрмаллах сахал пулнă. Çуллахи вăхăтра ĕçсĕрлĕх шайĕ пăртак чакнă, ку Республикăн студентсен стройотрячĕн центрĕн ĕçĕпе çыхăннă, вăл 800 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Пурĕ стройотрядсенче 9000 яхăн студент тăрать. «Тĕрĕссипе, манăн стройотрядсене çамрăксен отрячĕ тесе палăртас килет. Мĕншĕн тесен çак организацие кăçал вĕрентӳ учрежденийĕсен студенчĕсене кăна мар, ĕçсĕр юлнă, ниçта та вĕренмен çамрăксене те илнĕ», – терĕ ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕ Марат Бариев пĕтĕмлетӳ коллегийĕнче.
Уйрăммăн министр çамрăксемпе ачасен канăвĕпе сиплевĕ пирки каларĕ. Ун шучĕпе, вăл çуллахи каникул вăхăтĕнче кăна мар, çулталăкĕпех тăсăлмалла. Хальхи вăхăтра Федерацин «Раççей çамрăкĕсем» программипе килĕшӳллĕн çамрăксемпе çул çитменнисен сывлăха çирĕплетмелли центрĕсемпе клубĕсене çĕнетесси пирки сăмах пырать. Марат Бариев каланă тăрăх, халĕ ку ĕçпе Тутарстанра сведенисем пуçтарма тытăннă, лагерьсемпе центрсене юсаса çĕнетес тĕллевпе республика бюджетĕнчен 600 миллион тенкĕ ытла укçа куçарнă та ĕнтĕ. Çĕнĕ лагерьсем тума инвесторсене явăçтарнă.
Министерствăн коллегине хутшăннă ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов Универсиада тĕлне волонтерсене питĕ тĕплĕн хатĕрлесси çинче чарăнса тăчĕ. Правительство пуçлăхĕ шучĕпе пулăшу сферинче (сфера услуг) ĕçлекенсем ют чĕлхепе лайăх калаçма, этикет аван пĕлмелле.
«Тĕслĕхрен, ман пĕлĕшсен ачисем ют çĕршывра вĕреннипе пĕрле темле пысăк вырăнта мар, ахаль должноçсенчех ĕçлеççĕ. Кам ресторанта, кам хăна çурчĕн администрацийĕнче. Çавăнта вĕсем ĕç йĕркелеме пысăк опыт илеççĕ. Пирĕн çĕршывра, шел пулин те, пулăшу сфери кирлĕ шая çитеймен-ха. Ман шутпа, улшăнусене çамрăксенчен пуçламалла. Грант системине анлăлатмалла, пирĕн çамрăксен Европăна кайса вĕренме ытларах май пултăр. Енчен те Çамрăксен ĕçĕсен е Вĕрентӳ министерствисем çамрăксене вĕрентессипе мĕнле те пулин программа йышăнас пулсан, форум ирттерес тесен Правительство пулăшатех», – терĕ Рустам Нургалиевич. Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерствин тепĕр пысăк ĕçĕ шутне Премьер социаллă ипотека программипе çамрăк çемьесемпе специалистсене хваттерпе тивĕçтерессине кĕртрĕ. Рустам Минниханов çирĕплетнĕ тăрăх, программа пĕр чăрмавсăр пурнăçланса пымалла.
Ĕçсĕрлĕх ыйтăвне Премьер Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерствине Ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерствипе пĕрле татса пама хушрĕ. Ун шучĕпе, çамрăксене çĕнĕ специальноçа вĕрентни, стройотрядсене вырнаçтарни – чи эффективлă меслетсем.
Наукăра ĕçлекен талантлă çамрăксене Правительство кăçал та грантсем парса пулăшма йышăнни пирки те асăнса хăварчĕ Рустам Минниханов. Ун шучĕпе, çамрăк ученăйсем паянхи çĕнĕлĕхсене лайăхрах ăнланаççĕ, улшăнусене хăвăрт хăнăхаççĕ.
 
: 1056, Хаçат: 9 (843), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: