Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АТАЛАНУ НИКĔСĔ
Паянхи кун йĕркеленекен федераллă тата наципе тĕпчев университечĕсен сечĕ Раççей аслă шкулĕсене аталанмалли никĕс пулса тăрĕ. Çакăн пирки нумай пулмасть «Вĕрентӳ» нацин приоритетлă проектне пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче РФ вĕрентӳ тата наука министрĕ Андрей Фурсенко пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, çĕршывра пурĕ 10 федераллă тата 30 наципе тĕпчев университечĕ йĕркеленмелле.
Аса илтеретпĕр, Тутарстанра кунашкал аслă шкулсем пур ĕнтĕ: Хусанти патшалăх университечĕн никĕсĕ çинче Атăлçи федераллă университечĕ йĕркелеме йышăннă, Туполев ячĕллĕ техника университечĕ наципе тĕпчев университечĕн статусне илчĕ. Пĕрремĕш федераллă аслă шкулсем 2007 çулта Федерацин Кăнтăр тата Çĕпĕр округĕсенче уçăлнă. 2009 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев «Федерацин Çурçĕр-Хĕвел анăç, Атăлçи, Урал тата Инçет Хĕвел тухăç округĕсенче федераллă университетсем йĕркелесси çинчен» Указ çине алă пуснă. «Наципе тĕпчев университечĕ» категорипе вара паянхи кун 14 вуз усă курать. Тата 12 аслă шкула 2009 çулхи заявкăсене пăхса тухсан суйласа илнĕ.
ПРЕЗИДЕНТ СТИПЕНДИЙĔСЕМ ӲСНĔ
РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев «Раççей Федерацийĕн Президенчĕн аслă профессилле пĕлӳ паракан вĕрентӳ учрежденийĕсенче вĕренекен студентсене, аспирантсене, адъюнктсене, итлекенсене тата курсантсене парăнакан стипендийĕсем çинчен» Указ çине алă пуснă. Унта 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен РФ Президенчĕн стипендийĕсем ӳсни пирки каланă: çапла вара халĕ студентсене, итлекенсене тата курсантсене 2200 тенкĕ, аспирантсемпе адъюнктсене 4500 тенкĕ тӳлеççĕ.
ПĔЛӲЛĔХ ÇӲЛЛĔ ШАЙРА
Иртнĕ эрнере Хусанти патшалăх университетĕнче ФЭПО форматпа федераллă контроль тестированийĕ иртнĕ. Асăннă тĕрĕслев витĕр ултă факультет – шутлав математики тата кибернетика, геологи, географипе экологи, юридици, экономика тата Хĕвел тухăç институчĕ – студенчĕсем тухнă, пурĕ 1045 çын.
Тестировани еплерех иртнине Рособрнадзорăн уполномоченнăй представителĕ сăнаса тăнă. ХПУн Вĕрентӳпе методика управленийĕнче каланă тăрăх, çак тестировани университетшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл патшалăх аккредитацийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ шутланать. Малтанхи пĕтĕмлетӳсем гуманитари тата çут çанталăк наукисемпе çыхăннă факультетсенче вĕренекен студентсен пĕлĕвĕ çӳллĕ шайра пулнине кăтартса панă.
«ПУЛАСЛĂХА ХИРĔÇ»
Февралĕн 16-мĕшĕнче Хусанта Çамрăк ăсчахсемпе специалистсен I «Пуласлăха хирĕç» форумĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – инновациллĕ, социаллă тата наукăпа вĕрентӳ сферинчи актуаллă ыйтусене татса парассинче çамрăк ăсчахсемпе специалистсен вăйне пĕрлештересси. ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕн çумĕ Андрей Кондратьев çакнашкал форума кашни çул ирттермелли пирки каларĕ, çамрăк ăсчахсем валли журнал кăларма сĕнчĕ.
 
: 1064, Хаçат: 9 (843), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: