Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пирĕн автомобильсем тăвакан завод 1976 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче конвейертан пĕрремĕш машина кăларнă. Кашни çулах çак паллă куна завод уявлать. Кăçал та çаплах пулчĕ. Завод ĕçченĕсене саламлама пысăк ертӳçĕсем килчĕç, производствăра малта пыракансене хаклă парнесем парса чысларĕç. Малтисен ретĕнче пирĕн цехри наладчик Ю.Ф.Ульянов та пулчĕ. Юрий Федорович пирĕн коллектива 25 çул каялла килчĕ. Хастар чăваш ачи пĕрремĕш кунранпах тăрăшса ĕçлет, хуть мĕнле ыйтупа пырсан та тĕплĕн ăнлантарать. Юлашки вăхăтра пирĕн цех производствăна çĕнетессипе нумай ĕçлет. Юрий Федорович усăллă сĕнӳсемпе нумай пулăшать пире.
«Сувар» номерĕсенчен пĕринче Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче пурăнакансем çинчен вуласан эпĕ савăннипе ĕçтеше кăтартрăм: «Юрий, хаçатра санăн тăванусем çинчен çырнă», – терĕм.
Завод уявĕнче кăçал пирĕншĕн чи пысăк парне Венера Ганеева юрăçăн концерчĕ пулчĕ. Мĕнлерех кĕтсе илтĕмĕр ăна! Концерт завод корпусĕнчех пулчĕ. ТР тата РФ халăх артисткине, опера юрăçине сайра итлеме-курма май пур пирĕн. Венера Ганеева вара пире: «Эсир Тутарстан çинчен тĕнчипе ырă ят саратăр», – тесе савăнтарчĕ. Концерт хыççăн юрăçпа асăнмалăх сăн ӳкрĕмĕр.
Ĕç вырăнне таврăннă май кӳршĕ цеха кĕме тӳр килчĕ. Кунта мана татах чăвашсемпе – «Бур» автоматлă лини çинче ĕçлекен наладчиксем, пĕртăван Виталипе Валерий Матросовсем – тĕл пулчĕç. Пĕр-пĕрне уявпа саламларăмăр, юлашки хыпарсене сӳтсе явсан хамăр производство, КАМАЗ çине куçрăмăр. Валерий Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялне аса илчĕ. Малтанах КАМАЗа унăн Володя тетĕшĕ килсе вырнаçнă иккен. Çулталăкран, 1975 çулта Валерие те ертсе килнĕ, тепĕр çултан Виталий çулĕ те Çырчаллинех выртнă. Пĕртăвансем пĕр бригадăрах ĕçлеççĕ. Кирлĕ пулсан бригадира та, мастера та улăштарма пултараççĕ. Вĕсен мăшăрĕсем те автозаводрах, кӳршĕ цехра ĕçлеççĕ.
Кампа сăмах хускатса калаçсан та Матросовсем çинчен ăшă сăмахсем кăна илтетпĕр. Хальхинче эпĕ «Сувара» çырассине пĕлсен тăван яла, тăвансене, ял-йыша, 17 çул Кăнна Кушкинчи шкулта ачасене вĕрентнĕ амăшне Мария Константиновнăна салам çырма ыйтрĕç.
 
: 917, Хаçат: 9 (843)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: