Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПАРИЖА — КУРАВА
Францин тĕп хулинче иртекен «СИА-2010» ял хуçалăх куравне Раççей делегацийĕн йышĕнче Тутарстан та хутшăнать. Парижри «Порт де Версаль» курав центрĕнче иртекен Европăн чи пысăк ял хуçалăх куравĕ кăçал шучĕпе 47-мĕш. Пирĕн çĕршыв делегацийĕн официаллă ертӳçи – РФ ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник.
Курава февралĕн 27-мĕшĕнче Франци Президенчĕ Николя Саркози уçать. Раççей ял хуçалăх предприятийĕсем тăваттăмĕш çул пĕр нацин экспозицийĕ пек хăйĕн продукцийĕпе паллаштараççĕ. Кăçал курава Раççейĕн 6 субъекчĕ (Тамбов, Ульяновск, Вологда, Кострома облаçĕсем, Тутарстан Республики, Ямало-Ненецки автономи округĕ) те хутшăннă. Раççей экспозицийĕ 300 тăваткал метр лаптăк йышăнать. Пирĕн ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен продукцийĕпе паллаштарнисĕр пуçне тата ют çĕршыври партнерсем валли инвестициллĕ сĕнӳсем те хатĕрленĕ.
ИКĔ МИЛЛИОН ТОННА
Раççейре сутакан мĕнпур сĕтĕн 9 проценчĕ – Тутарстанăн тӳпи. Çапла пĕлтернĕ ТР Президенчĕ М.Шаймиев нумаях пулмасть Хусанти Кремльте Арск районĕнчи ял хуçалăх управленийĕн производствăпа маркетинг уйрăмĕн консультантне Х.Хакимовăна «ТР тава тивĕçлĕ выльăх пăхаканĕ» ят панă май. Пĕтĕмĕшле сĕт суса илессипе республика 2009 çулта та малтисен ретĕнчен кайман çеç мар, çĕршывра сутакан мĕнпур сĕтĕн калăпăшĕнчен Тутарстана тивекен калăпăшне 2008 çултинчен 1 процента ӳстернĕ те. Республикăн кăçалхи тĕллевĕ – сĕт сăвассине икĕ миллион тоннăна çитересси.
УРНĂ ЧИРПЕ ЧИРЛЕНĔ 373 ТĔСЛĔХ
ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствинче нумаях пулмасть республикăн ветеринари служби 2009 çула пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи планĕсене палăртнă. Раççейре инфекциллĕ чирсем енĕпе лару-тăру çăмăл мар. Урнă чир, туберкулез, кайăк грипĕ, африка чуми пек чирсем сарăласран сыхланмалла. Ку тĕлĕшпе 2009 çулта Тутарстана федераци бюджечĕн шутĕнчен 64 миллион тенкĕлĕх препарат кӳнĕ. Пĕлтĕр республикăн 38 районĕнче урнă чирпе чирленĕ 373 тĕслĕхе шута илнĕ. Урнă чир выльăхшăн кăна мар, çын сывлăхĕшĕн те хăрушă. Çавăнпа ăна уйрăмах контрольте тытмалла, хуçалăхсемпе уйрăм хуçалăхсенчи 417 пин те 949 пуç выльăха çак чиртен прививка тунă. Хулапа районсенче хуçасăр 41789 йытăпа 8535 кушака тытнă, 3798 тилĕпе 13 пин кашкăра персе вĕлернĕ.
Туберкулез чирĕ республикăра питех сарăлман пулин те çулсерен чирленĕ пĕр-икĕ тĕслĕх пулатех. Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, çакă мăйракаллă шултра выльăха урăх регионсенчен тĕрĕслемесĕрех кӳнипе çыхăннă. «Красный Восток-Агро» УАОра вара лейкозпа чирленĕ выльăхсен шучĕ ӳсни палăрнă. Ветеринари служби кăçал мăйракаллă шултра выльăха лейкозран сыватас тĕллевпе 70 ытла ял хуçалăх пĕрлешĕвне пулăшу пама тĕллев лартнă.
ВЕТЕРИНАРСЕМ ÇИТМЕÇÇĔ
Республикăн хуçалăхĕсене аслă пĕлӳллĕ 600 выльăх тухтăрĕ çитмест-мĕн. 184 хуçалăхра ветеринари специалисчĕ вуçех çук. Пĕлтĕр Хусанти ветеринари медицинин академийĕнчен 252 специалист вĕренсе тухнă пулин те вĕсенчен 99-шĕ çеç республикăн хуçалăхĕсене ĕçе вырнаçнă. ТР Министрсен Кабинечĕн ветеринари тĕп управленийĕн ертӳçи Б.Камалов выльăх тухтăрĕн пĕлтерĕшĕ хуçалăхсенче мĕнле пулнине хуçалăх ертӳçисен лайăх пĕлмеллине, районсенчи ветеринари пĕрлешĕвĕсенче 500 çынна ветсанитар хăнăхăвĕсене вĕрентнипе кăна çырлахмалла маррине каланă.
 
: 1087, Хаçат: 9 (843), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: