Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне 4,2 миллиона яхăн ветерансемпе тыл ĕçченĕсем пĕрре парăнакан тӳлев илмелле. Çак тĕллевпе федераллă бюджетран 10 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Кун пирки РФ сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министрĕ Татьяна Голикова пĕлтернĕ. Унччен маларах РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев регионсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттерсе вăрçă ветеранĕсене, вăрçăра вилнисен çемйисене, фашистсен концлагерĕсенче пулнисене Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне пĕрре парăнакан тӳлев пама йышăнни, ăна апрель уйăхĕнче парса татмалли пирки пĕлтерчĕ. Тӳлев 1-5 пин тенкĕпе танлашать.
Ку эрнере РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев Мускаври Александровски садĕнче Паллă мар салтакăн вилтăприйĕ умĕнче Ĕмĕрхи вута чĕртрĕ. Ăна вăхăтлăха куçарнă Поклоннăй ту çинчен çарăн пур йăлисемпе илсе килчĕç. Чаплă церемоние Раççей Премьер-министрĕ Владимир Путин, ветерансен организацийĕсен представителĕсем, маршалсем, генералсемпе адмиралсем, парламент палатисен пуçлăхĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Дмитрий Медведев указĕпе Александровски садра çар хисепĕн наци мемориалне туса хума йышăннă.
Раççей Федерацийĕн Премьер-министрĕ Владимир Путин атом электростанцийĕсен строительстви валли 53 миллиард тенкĕ уйăрма хушса алă пуснă. Кун пирки вăл Хакасие ĕçпе кайсан, электроэнергетиксен инвестици программипе çыхăннă канашлăвĕнче пĕлтернĕ. Ун хыççăн вăл Хакаси Правительствин председателĕпе Виктор Зиминпа курса калаçнă.
Февралĕн 24-мĕшĕнче Владимир Путин ирех Абакана çитрĕ, çавăнтан тӳрех Премьер Саяно-Шушенски ГЭСне çул тытрĕ. Кунта «РусГидро» ултă гидроагрегата хута ячĕ. «Энергосистема çине тивекен нагрузка чакать, апла пулсан тарифсем чакасса та шанас килет», – терĕ Владимир Путин гидроагрегатсене хута яракан хĕрлĕ кнопка çине пусса.
Хальхи вăхăтра ГЭСра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Иртнĕ çул çак тĕллевпе 6,5 миллиард тенкĕ уйăрнă, кăçал 16,1 миллиард тенкĕ пама палăртнă.
Виçĕмкун ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов ертсе пыракан Тутарстан делегацийĕ Индие тухса кайрĕ. Çул çӳрев тĕллевĕ «КАМАЗ» автомобильсене пуçтармалли производство хута кайнипе çыхăннă. Церемони февралĕн 25-мĕшĕнче Бангалор хулинчи Бангалорски керменĕнче иртрĕ. Индире «КАМАЗсене» Британипе Индин «Вектра» пĕрлештернĕ компанийĕ пуçтарма тытăнать, 2010 çулта вĕсем 1000-1200 автомобиль хатĕрлесе кăларасшăн. Компанин производство хăвачĕ çулталăкне 5000 автомобильпе танлашать.
Раççейпе АПШ хушшинче хĕç-пăшалсемпе çыхăннă килĕшӳпе чылай ыйтусене татса парайман-ха. Кун пирки Вашингтона ĕçпе кайнă Патшалăх Думин халăхсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев пĕлтернĕ. Стратегилле хĕç-пăшалпа çыхăннă килĕшĕвĕн вăхăчĕ иртнĕ çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче тухнă. Çĕнĕ килĕшĕве çирĕплетме Раççей ядерлă хĕç-пăшала 500 таран чакарма ыйтни чăрмантарать, Америка вара икĕ çĕршывра та 1100 чухлĕ хăварма сĕнет. Хальхи вăхăтра ядерлă хĕç-пăшала 700-800 таран хăварасси пирки сăмах пырать.
 
: 1084, Хаçат: 9 (843), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: