Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Февралĕн 24-26-мĕшĕсенче Арск муниципаллă районĕнче ТР Ял хуçалăх тата апат-çимĕç министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев та хутшăннă. Коллегире 2009 çулта ял хуçалăхне аталантарма тунă патшалăх программи мĕнле пурнăçланнине пăхса тухнă. Çавăн пекех çур акине ăнăçлă ирттересси пирки те тĕплĕн калаçнă.
Çак мероприятире ТР Премьер-министрĕ Р.Н.Минниханов, ТР ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ М.Г.Ахметов пулнă.
Лару пуçланиччен Вăтам Корса ялĕнче йĕркеленĕ куравра Арск районĕнчи хуçалăхсен продукцийĕпе паллашрĕç пухăннисем. Паянхи куна районта 13864 харкам хушма хуçалăх. Пĕлтĕр çак хуçалăхсем 6531 тонна выльăх тата кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илнĕ, 21,5 пин тонна сĕт, 50 пин тонна çĕр улми, 260 пин тонна пыл илнĕ. Районта çăмăллăх майĕпе 2553 кредит (504 миллион тенкĕлĕх) илнĕ. Минтимер Шаймиев çавăн пекех Р.Камалеевăн хушма хуçалăхĕнче, «Ак Барс-Агро» тулли мар яваплăхлă хуçалăхра пулса курнă, энерги перекетлекен техникăпа материалсен куравĕпе кăсăкланнă.
«Пĕтĕмĕшле каласан, Тутарстанăн агропромышленность комплексĕ прогресс маршĕпе пырать», – терĕ Президент кăмăллăн коллегине уçнă чух. Ун сăмахĕсемпе, ТР АПКра юлашки çулсенче питĕ пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Хальхи вăхăтри технологисене пĕлсе усă курни, çĕр ĕçĕ патне, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине çĕнĕлле пăхни ял хуçалăхне те, ялта пурăнакансен менталитетне те лайăх енне улăштарнă. Çакна чăннипех юлашки çулсенчи пысăк çитĕнӳ теме пулать. «Çĕнтерӳ результачĕсем пире савăнтараççĕ, апла эпир тĕрĕс çул çинче – ТР Агропромышленность комплексĕ лайăх аталаннă çĕршывсен шайне тухрĕ», – терĕ çирĕппĕн Минтимер Шарипович.
Шаймиев сăмахĕсемпе, ТР бюджечĕн 5 проценчĕ ял хуçалăхне аталантарнă çĕре каять, Раççейре çак кăтарту 1,5 процентпа танлашать. Малашне те республика ял хуçалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрĕ.
2009 çулта Тутарстанăн нумай районĕсене типĕ çанталăк шар кăтартрĕ. Кăçал та пĕлтĕрхи пек ан пултăр тесен çурхи ĕçсене пурнăçланă чухнех çакна шута илмелле.
ТР ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов вара 2009 çулхи кăтартусемпе паллаштарчĕ: ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕ 119 миллиард тенкĕрен иртнĕ. 412,8 пин тонна выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илнĕ, 1910,9 тонна сĕт сунă, 4,4 миллион тонна тырă, 1,5 миллион тонна сахăр кăшманĕ, 1,9 миллион тонна çĕр улми, 304,9 пин тонна пахча çимĕç туса илнĕ. Юлашки çулсенче харкам хушма хуçалăхсенче выльăх йышлă тытма пуçланă. 2009 çулта кăна мăйракаллă шултра выльăх – 26,4 пин пуç, сысна – 14 пин, качакасемпе сурăхсем – 4 пин пуçа яхăн ӳснĕ.
Министр сăмахĕсемпе, 2009 çулта АПКна аталантарма инвестици хывакансем нумай пулман. Çак çитменлĕхе 2010 çулта пĕтермелли çинчен асăнчĕ вăл. Тĕслĕхрен, «Россельхозбанк» хăйĕн кредит портфельне кăçал 10-15 миллиард тенке çитиччен ӳстерĕ. Паллах, куллен аталанса пыракан хуçалăха укçа хывни кĕске вăхăтрах тупăш илме май парать. Ку таранччен çакна вĕренсе çитме май пулнă ĕнтĕ инвесторсен.
Марат Готович 2010 çулта АПК умĕнче тăракан задачăсем çинче самай чарăнса тăчĕ. Вăтамран пĕр ĕнерен 50 пин килограмм сĕт илсе пĕтĕмĕшле сĕт продукцине 2 миллион тоннăна çити ӳстермелле. Выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕкĕн аш-какайне 440 пин тоннăна çитермелле (калас пулать, паянхи куна Тутарстан çыннисем ытларах республикăна ытти çĕртен кӳрекен аш çиеççĕ).
Президент пекех М.Ахметов та çурхи ĕçсем çинчен каламасăр хăвармарĕ: «Синоптиксем типĕ çу пуласси пирки систернине шута илсе çурхи ĕçсене шутлă кунсенче вĕçлемелле, вунă кунра», – терĕ. Çакă тăпрари нӳрĕкпе усă курса юлма май парĕ. Çур акине хăвăртрах вĕçленин кашни кунĕ кашни пĕр гектартан илекен тупăша 1 центнер ӳстерме май парать.
Паллах, пысăк тупăш илесси ытти факторсенчен те килет – паха вăрлăх, минераллă удобренисемпе кирлĕ чухлĕ апатлантарни, ӳсен-тăрана чир-чĕртен, сиенлĕ кăпшанкăсенчен хӳтĕлени.
«Финанс йывăрлăхĕсене пăхмасăр 2010 çулта ăнăçлă тыр-пул туса илме 1 миллиард тенкĕ бюджет кредичĕ тупатпăрах», – тесе шантарчĕ Рустам Минниханов. Ял хуçалăхĕсене хальхи вăхăтри энергие перекетлекен техникăпа тивĕçтерме палăртнă. Çунтармалли-сĕрмелл и материалсем туянма субсидисем уйăрассине те плана кĕртнĕ. «Çурхи ĕçсене йĕркеллĕ ирттерме пĕтĕм услови пур», – каларĕ татăклăн ТР Премьер-министрĕ.
 
: 974, Хаçат: 9 (843)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: