Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (04.06.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 20 - 22 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Туррăн Ывăлĕ Хăй, Шыва Кĕрсе, ăна тасатнă. Апла-тăк Чиркӳ кĕлтуса шыва мĕншĕн час-часах тасатать-ши?
Иисус Христос Туррăмăр пире валли Хăйĕн чĕрĕлĕх кӳрсе тăракан сăмахне хăварнă, ĕненӳ хăвачĕпе тата кĕлĕ вăйĕпе Çӳлти Аттемĕрĕн пиллĕхне, ырлăхне илсе тăмалла тунă. Хăй патĕнчен Вăл çĕр çине лăплантаракан сывлăш янă. Çав Таса сывлăш Христос чиркĕвĕнче халь яланах тăрать. Этем чĕринчи çылăхпа ирсĕрлĕхĕн вăрлăхĕ иксĕлме пĕлмест пулсан та, чиркӳре тасалăхпа чĕрĕлĕхĕн иксĕлми çăлкуçĕ тата та хытăрах тапса тăрать.
Туррăн заповедьне çирĕп тытса, Таса чиркӳ Туррăн сăмахĕ урлă, Таинствăсемпе кĕлĕсем урлă çынна хăйне çеç мар, этем усă куракан япаласене те яланах çутăлтарса, тасатса тăрать.
Чиркӳ, çĕре кĕлтуса тасатнă май, çĕрĕн пулăхлăхне ӳстерме Турăран пил ыйтать. Чиркӳ эпир çиекен çăкăра та, ăш хыпнине ирттерсе яма ĕçекен шыва та кĕлтуса тасатать.
Соломонăн Ăслăлăх кĕнекинче: «Çынна тĕрлĕ çимĕç тăрантармасть, Сана ĕненекенсене Санăн сăмаху тутă усрать», – тенĕ.
Чиркӳ шыва мĕншĕн кĕлтуса тасатни çакăнтан аван курăнать те ĕнтĕ. Кĕлтуса çутăлтарса, Чиркӳ шыва авалхи пекех тасатса çитерет, кĕлĕ хăвачĕпе те Туррăн сăмахĕпе шыв çине Туррăн пиллĕхне, Чĕрĕлĕх кӳрекен Таса Сывлăшăн ырлăхне çитерет.
 
: 1848, Хаçат: 8 (842), Категори: Ĕненӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: