Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 4-7№№.)
II
Çын хуйхи – çын хуйхи ĕнтĕ вăл. Калаçаççĕ-калаçаççĕ те – манса каяççĕ. Тата темиçе çул улшăнчĕ. Иван çаплипех-ха, чăпар куккук пек, ăçта ăшă – çавăнта пурăнчĕ. Çук, хăйĕн тĕп кил-йышĕ, хуçалăхĕ çинчен манмарĕ вăл, ачисене те питĕ хытă юратрĕ, амăшне те пăрахмарĕ.
Варук, Иван пурнăçĕнчи виççĕмĕш хĕрарăм, Карачăм ялĕнче ферма заведующийĕ пулса ĕçлет. Мăшăрĕ вунă çул каяллах чирлесе вилнĕ унăн. Икĕ ача, ватă амăшĕ пур. Хуçалăхĕ те Варукăн Иванăннинчен пĕртте кая мар.
Пĕррехинче Иван Варука Хурăнлăха куçма ыйтрĕ:
– Çук, Иван, манăн хамăн пурнăç – санăн хăвăн. Пурăнар-ха, куç курĕ унта. Манăн тарçăра ĕçлесе пурăнма пĕрре те кăмăлăм çук. Ачасене ура çине тăратмалла. Пире капла та начар мар, пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕмĕр, юрататпăр та…
Çапла каланă хыççăн Иван Хурăнлăхра пĕрле пурăнасси пирки урăх калаçу тапратмарĕ. Варук çилленме пултарать. Çилленме пултарать тенĕрен, Варукран пĕтĕм Карачăм ялĕ хăраса тăрать. Ун чунĕнче хура çĕлен пурăнать тейĕн: юратма та пĕлет, пичĕ-куçĕпе ытла ĕлккен пулмасан та, тахăш арçынна та пĕрре пăхса анратма пултарать. Кăмăлĕпе – кĕрхи çанталăк: çавăнтах ыталаса илсе антăхиччен чуп тăвать, çавăнтах, кăмăлне юраймасан, сăтăрса яма та именмест… Варука ăнланма питĕ йывăр, çавăнпа Иван сĕре асăрхануллă пулса пурăнчĕ унпа.
Хуçалăхсенчи çурхи-кĕрхи ушкăнпа тумалли ĕçсене пĕрле турĕç: малтан Варуксенне, пĕтерсен – Ивансенне.
Иван кăмăлĕ улшăнса пыни сисĕнчĕ: амăшне хирĕç те калаçкаларĕ, кăштах мухмăрласан – намăссăр сăмахсемпе те хăртма пултарчĕ. Хĕрĕпе ывăлне кăна вăл пуринчен те ытларах юратрĕ, вĕсемшĕн пурăнчĕ. Варук пекех, çын çине кăларасшăн, ура çине тăратасшăн.
Марье аппа Варука темиçе хутчен те курнă ĕнтĕ, çĕр улми акма-кăларма килсен е тепĕр чухне. Унăн кăмăлне те ăнланса илчĕ. Халиччен хире-хирĕç калаçу пулман-ха, питĕ асăрхануллă тытать хăйне Марье аппа Варукпа курнăçнă вăхăтра. Хуçалăхра карчăка йывăр пулсан та Иван пĕр-пĕр кун Варука хăйсем патне пурăнма илсе пырасран чĕтресе пурăнчĕ Марье аппа.
Пĕлместпĕр çав ыранхи пурнăçа – темĕн пулать? Телей кĕтетпĕр пулас малашлăхран. Варук икĕ ачине те салтака ăсатрĕ, ватă амăшĕ чирлесе çĕре кĕчĕ. Килти хуçалăха та, колхоз фермине те тытса пыма питĕ йывăр ăна. Унăн кăмăлĕ хуçăлчех, Хурăнлăха куçса кайма килĕшрĕ.
Çук, нимĕнле туй та тумарĕç вĕсем, хăнасем те пуçтармарĕç. Килти япаласене, выльăх-чĕрлĕхĕпе кайăк-кĕшĕкне пурне те Ивансем патне куçарчĕç. Вырăнĕ нумай Хурăнлăхра, пĕтĕм кас выльăх-чĕрлĕхне вырнаçтарма пулать вĕсен картишĕнче. Иванпа Варук малти пӳртре, Наталипе Мишша вăтамминче, Марье аппа кайри пӳртре пурăнма тытăнчĕç. Апат-çимĕç картиш варринчи пӳртре пĕçереççĕ, выльăх-чĕрлĕх апачĕ те çавăнта пиçет. Варук валли ĕç тупăнчĕ Хурăнлăхра, сысна ферми заведующийĕ пулса ĕçлеме тытăнчĕ.
Наталипе Мишша лайăхах йышăнчĕç Варука хăйсен кил-йышне – аппа тесе чĕнеççĕ. Çĕнĕ çемье хăйĕн пурнăçĕпе пурăнма пуçларĕ.
Çуркунне, çĕр улми анисене сухаланă вăхăтра, пулса иртрĕ ку ĕç. Ял халăхĕ акана хатĕрленет: вăрлăх касать, удобрени сапать, кӳршĕ-аршăсем тин сухаланă анасен чиккисене палăртса тухнă. Варукпа кӳршĕ арăмĕ тăрăшсах йĕр туртаççĕ: пĕри ана леш пуçĕнче тăрать, тепри ун çинелле пăхса вĕтĕ-вĕтĕ утăмсемпе йĕр тăвать. Паллах, çип çапнă пек тӳп-тӳрĕ йĕр тăваймастăн ĕнтĕ, кукăрăлчăкĕсем те пулаççĕ-тĕр.
Кăнтăрлахи апата кĕрсен Варук чӳречерен пăхать те – курах каять. Пăянамăшĕ çĕр улми ани çинче темĕн аппаланать: чĕркуçленсе ларнă та саппун арки çине тăпра тултарать, тепĕр çĕре кайса тăкать, татах чĕркуçленсе ларать… Нимĕн те ăнланмарĕ-ха Варук, пăянамăшĕ пӳрте кĕрессе кĕтрĕ.
– Пăянам, мĕн чăхă пек чакаланатăн эсĕ ана çинче, ылтăн тупмарăн-тăр? – тесе ыйтрĕ лешĕ апата кĕрсен.
Марье аппа куçĕсене тавăрса пăрахрĕ.
– Сана нимĕн те кирлĕ мар, янтă çĕре пырса кĕтĕн те… Анасем хушшинчи чикĕ тӳрĕ мар пулнă вĕт, кукăрĕсем ытларах кӳршĕсен еннелле тухнă. Çавсене тӳрлетсе çӳрерĕм, тăприне хамăр ана çинелле куçартăм.
Варук чăтаймарĕ, ахăлтатса кулса ячĕ. Çак куна çитсе вĕсем кӳршĕсемпе çĕр уйăрса курман.
– Пăянам, çынна култарар мар-ха тăпрана пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарса. Пурне те çитет çĕр, кайран, çĕр улми лартса пĕтернĕ хыççăн, икĕ ана хушшинче хăйпе хăй пулса юлать вăл чикĕ, – терĕ кинĕ Марье аппана.
– Санăн ĕç çук унта. Пирĕн хуçалăхра хуçа пулма иртерех-ха. Эсĕ пирĕншĕн никам та мар, – шăл витĕр сăрхăнтарчĕ карчăк.
– Тархасшăн, эпĕ хуçа пулма шутламан та, шутламастăп та. Хăвна шеллесе çеç каларăм, çавă кăна. Кӳрентертĕм пулсан, каçар, тархасшăн, – терĕ кинĕ.
Калама каларĕ те Варук ку сăмахсене, çапах та, Марье аппа калани унăн чĕрине вырнаçмаллипех вырнаçрĕ, йĕппе чикнĕн туйăнчĕ.
Тепĕр кун, кăнтăрлахи апата таврăнсан, Варукпа Марье аппа хушшинче пĕрремĕш пысăк тавлашу пулса иртрĕ. Кинĕ хапха алăкне уçнă-уçманах:
– Эсĕ выльăх-чĕрлĕхсене шывсăр типĕтсе вĕлересшĕн-и? Килте пĕр тумлам шыв çук. Ĕçе кайиччен пушă савăт-сапана тултарса хăвар малашне, – терĕ вăл тулхăрса.
Ĕçри пăтăрмахсемпе кăмăлне пăсма ĕлкĕрнĕ Варук çапла каланине илтсен хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕ, аллине икĕ витре тытрĕ те пӳрт умĕнчи пусăран шыв йăтма тытăнчĕ: картишĕнчи, пӳртри савăт-сапана шыв тултарчĕ. Апат çимелли чашăк-тирĕксем, стакансем, черккесем таранччен шывпа тулса ларчĕç. Юлашкинчен, Варук, икĕ витре сивĕ шыва Марье аппа тăрăх ячĕ. Витрисене ывăтса ячĕ те фермăна тухса кайрĕ. Марье аппа çăварне карса пăрахрĕ те чул палăк пекех хытса кайрĕ. Кăштах тăнă хыççăн:
– Кăравул! Пулăшăр!.. – теме çеç пĕлчĕ.
Çак мыскара хыççăн Марье аппапа Варук уйăх пĕр-пĕрне чĕнмесĕр пурăнчĕç. Иван вĕсен хушшине кĕмерĕ. Нимĕн пулман пекех, пурнăç малалла шурĕ.
Раштавра Иванпа Варука леш касра пурăнакан кумĕсем хăнана чĕнчĕç. Каяс терĕ мăшăр, мĕн тунсăхласа ларас килте. Хĕллехи каçсем ахаль те вăрăм, çывăра-çывăра ывăнма пулать. Пӳрт алăкĕсене тул енчен питĕрчĕç. Марье аппана, ачисене çĕр варринче вăратас мар терĕç. Самаях пулчĕç вĕсем хăнара, хĕрĕнкĕленчĕç те.
(Малалли пулать.)
 
: 1015, Хаçат: 8 (842), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: