Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇĔНĔ КĔНЕКЕ
«Çуралса эп ӳснĕ аслă
Тутарстан çĕршывĕнче.
Яшлăх иртнĕ пит хаваслă
Сĕнчел чăваш ялĕнче.
Утăçийĕ пуçлансассăн
Пулăшнă ваттисене.
Шăрăх питĕ анратсассăн
Шыва кĕртнĕ утсене».
Çак йĕркесене Иван Павловăн нумаях пулмасть Шупашкарта пичетленсе тухнă «Пĕрре курсах саврăм-ши?» кĕнекинчи «Аса илӳсем» сăввинчен илнĕ. Малтанхи йĕркесенченех автор ку хайлава чунĕ ыйтнипе, чĕререн çырни курăнать. Ача чухнехи асилӳсене, хăйĕн вăл вăхăтри туйăмĕсене çынсем патне çитерес тесе нумай вăй хунă вăл. Тĕпрен илсен çӳлерех асăннă йĕркесенче автор сăвă техникине аван тытса пыма тăрăшнă. 8 тата 7 сыпăклă йĕркесем тĕрĕс ылмашăнаççĕ. Самаях кăсăклă, асра юлмалла ӳкерчĕксем ăсталать автор кунта. Ытарлă каланисем сахалрах пулсан та вулакана тыткăна илет хайлав. Ĕненмелле сăмахсемпе вăл 50 çул каяллахи чăваш ялне, ун чухнехи пурнăçа, йăла-йĕркесене, 10 çулхи ача шухăшлавне сăнласа парать. Çанталăка сăнласси унăн уйрăмах ĕненмелле пулса тухнă. Поэт пĕр хайлавĕнче сивĕ хĕле чĕрĕ япала пекех кăтартать. «Пăрлă, сивĕ туйипе» вăл «так! таккать юр çине». Алхасать, шăхăрать, кантăкран шаккаса çӳрет:
«Тулхăратчĕ çĕрĕпе
Кутсăр-пуçсăр чĕмере.
Ши шăхăрса мăрьерен,
Шаккатчĕ чӳречерен», – тет автор çакăн пирки. Мĕнпур усал япала пекех ыррине, лайăххине кураймасть иккен хĕл. Çурхи хĕвел ăшшине чăтаймасăр çырмана кайса пытанать:
«Хаяр хĕл те чăтаймасть,
Çурхи хĕвел ăшшине.
Ылханса вăл çухалать,
Çырма-çатра хушшине».
Сăвăсемсĕр пуçне кĕнекере кĕске калавсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çак пилĕк хайлавра та автор пире хăйĕн ачалăхĕ патне илсе çитерет, хăйĕнпе пулса иртнĕ мыскарасемпе, путишсемпе, ытларах çамрăк ача чунĕнче тарăн йĕр хăварнă самантсемпе паллаштарать. «Атте парни» калав ача хăйĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне тупни çинчен. Килти ĕçсене хавхаланса пурнăçланăшăн, каникулта колхозра тăрăшнăшăн ашшĕ ывăлне пасара илсе кайса купăс илсе парать, чикĕсĕр савăнăç парнелет. «Çил-тăманлă каç» калавра куç умне ял çыннин йывăр асаплă кулленхи пурнăçĕ тухса тăрать. Телевизор та пулман ун чухне, электричество та, ачасен уроксене тĕксĕм лампа çутипе хатĕрленмелле пулнă. Автобуссем те çӳремен хальхи пек. Ытларах лашапа çӳренĕ ял çынни. Çуран та пайтах тĕрлĕ çĕре çитмелле пулнă. Уйрăмах хĕлле, çил-тăманлă çанталăкра йывăр килнĕ ăна. Калавра автор хĕлле çурçĕр иртни иккĕмĕш сехетре канашлу хыççăн 12 çухрăмри тăван ялне лашапа кайма тухать. Çул çинче кашкăрсене тĕл пулать... Ытти пăтăрмахсем пирки те каласа парать автор хайлавра. «Пĕрре курсах саврăм-ши?» калав юрату çинчен. «Пурах-ши вăл?» калавра та икĕ чĕре, икĕ чун нумай çул иртсен пĕрне пĕри тĕл пулнипе паллаштарать. «Айруш» калав колхоз ĕçченĕн хĕрӳ ĕçсем вăхăтĕнчи пĕр кунпа паллаштарать.
Çавăнпа пĕрлех кĕнекере кăлтăксем те тĕл пулаççĕ. Хăш-пĕр калавсенче сăнарсем шупкарах, тепĕр чухне тĕп шухăша пĕтĕмпех уçса памасăрах автор пачах урăх шухăш çине куçать. Сăвăсенче те çитменлĕхсем çук мар. Хăш-пĕрисене редактор алли пачах та пырса перĕнмен ахăр. Хăш-пĕр сăвăсем вуланманнине палăртмалла. Классиксен хайлавĕсем пек пĕр такăнмасăр вуласа тухаймастăн вĕсене. Классикăлла сăвăра сыпăксен шучĕ ылмашăнса пымалла. Кунта çакна курмастăн. Хăш-пĕр сăвăсенче рифма пачах çук. Пусăмсене тĕрĕс мар лартнине пула сăмахсем чăвашлăхне çухатаççĕ, ăнланмалла мар пулса тăраççĕ. Чылай çĕрте пĕр сăмахсемпех пĕр сăвăра, тепĕр чухне пĕр куплетрах темиçе хут усă курни тĕл пулать. Пĕр сăвăрах кашни куплетăн хăйĕн сăвă йĕрки. Сăвă йĕркине сăлтавсăрах ылмаштарни те пур. Тата ытти кăлтăксем те тĕл пулаççĕ. Йĕркеллĕ редактор ку кăлтăксене пĕтерме нумай вăхăт ирттермĕччĕ. Çапла вара сăвăсен пахалăхĕ чылай ӳсĕччĕ. Малашнехи кĕнекисенче автор çакна шута илессе шанас килет.
Тĕпрен илсен кĕнеке вăхăтлă, интереслĕ, вырăнлă тесе калас килет. Хăйĕн вулаканĕсене тупатех вăл. Автор пире малашне тата та лайăхрах хайлавсемпе савăнтарасса шанатпăр.
 
: 1300, Хаçат: 8 (842), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: