Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хисеплĕ «Сувар» ĕçченĕсем!
Сирĕн пата Теччĕ районĕнчи Хупкĕпер ялĕн тарăхса çитнĕ çыннисем çыраççĕ. Мĕнле айăпа, çылăха кĕнĕ-ши пирĕн ял? Пĕчĕкçĕ чух манăçа юлнă ялсем çинчен вулаттăмăр. Çав пирĕн ума та çитрĕ. Таврари ялсене асфальтлă çулсем туса пачĕç. Пире тата пирĕн ачасене ним вырăнне те хумаççĕ. Хуласене тухса кайнă ачасене яла килме питĕ пысăк нуша. Çурлă-кĕрлĕ, йĕпе-сапара машинăсем яла кĕреймеççĕ, кӳршĕ ялта лартса хăвараççĕ. Шанчă, Аслă Ăнă тата ытти кӳршĕ ялсем пурте ку нушаран тухнă. Анчах та вĕсен хушшинчи Хупкĕпер мĕншĕн айăплă? Мĕншĕн тесен вĕсен ял хутлăхĕн пуçлăхĕсем тăван ял çыннисем. Вĕсем ялшăн, халăхшăн, ачасемшĕн тăрăшаççĕ. Пирĕн ялăн вара хамăр ял çынни мар, ăна пирĕн нуша ним те мар.
Эпир, тарăхнă çынсем, çул тума хамăр пенси укçине пама хатĕр.
Шкул ачисем 5-мĕш класран пуçласа ют яла вĕренме çӳреççĕ. Çуркуннепе кĕркунне вĕсем мĕнлерех çӳрени никама та интереслентермест. Ялта пĕр юпа çинче те çутă çук.
Камран пулăшу ыйтмалла-ши, кам пирĕн хута кĕрсе пулăшу парĕ-ши? Çамрăксене шел. Çавăнпах вĕсем тӳсеймесĕр ялтан тухса каяççĕ те.
Хаклă суварçăсем, сиртен пулăшу кĕтетпĕр.
Хупкĕпер ялĕнчи нушана çакланнă ватăсем, вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем.
Редакцирен: Хупкĕпер ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ватăсем, вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем! Эсир ыйтса çырнă çыру çине хуравламашкăн Льяшево ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе Ринат Ибрагимович Хакимовпа çыхăнма тӳр килчĕ. Вăл каланă тăрăх, сирĕн ялăрта кăçалтан асфальтлă çул пулатех. Ăна май уйăхĕнче сармашкăн хатĕрлеме тытăнмалла имĕш. Питĕ шанас килет.
Çутăсем пирки сăмах хускатсан, хуçа кулсах ячĕ. «Эпир вĕсене яланах пăхса тăратпăр, çуннисене улăштарса пыратпăр», – терĕ. Шанмасан пырса курма сĕнчĕ. Тен, вăл хăвăр ял çынни пулманнипе тĕттĕмленсен ялсем тăрăх çӳремест? Çавăнпа пĕлмест те пуль? Малашне Хупкĕперĕн юписем çинче те çутă çутатĕ?
Эпир вара çăва тухсан каллех Ринат Ибрагимович патне шăнкăравласа çул пирки интересленĕпĕр. Е хăвăрах çырса яма кăмăл тăвăр-ха?
 
: 1733, Хаçат: 8 (842), Категори: Çырусен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: