Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2010 çулăн I çур çулне «Сувара» çырăннă квитанцисемпе шăпа ярса парне тухнисен ячĕсене хаçатăн 7№ çырнăччĕ эпир. Çапла телейлĕ квитанциллисем куллен редакцие килеççĕ, хăшĕсем аякра пурăннипе тăванĕ-пĕлĕшĕсене кĕрсе илме ыйтаççĕ. Ытларикун пирĕн пата Хусанта пурăнакан Н.М.Верхунов килчĕ. Николай Михайлович 80 çултан та иртнĕ ĕнтĕ, анчах çулĕсемпе çамрăк курăнать. Калаçăвĕ те, хăйне тыткалани те тăн-тăн. Чăваш телепередачисене Хусанта мĕнле пăхма пулать-ши тесе килнĕ ветеран, квитанципе чăвашла кĕнеке выляса илни çинчен пĕлмен те иккен. Эпир ăна кун пирки пĕлтерсен савăнчĕ. Ара, Хусанта пурăнакан ырă ватăшăн чăвашла кĕнеке тупса илесси çăмăлах мар-çке, тăван чĕлхепе вара вулас килет.
Ырă ватă терĕм те, хитре сăмахшăн кăна каламарăм çапла. Николай Михайлович çирĕм çул каялла (çав çул темиçе дата пĕр-пĕринпе тĕл лекнĕ: Раççей Православи тĕнне йышăннăранпа 1000 çул çитни те, хăйĕн юбилейĕ те) чиркӳ тунă. Тури Услон районĕнчи Ектер ялĕнче 1916 çулта туса лартнă «Всех скорбящих радость» Турă Амăш турăшĕн храмне советсен вăхăтĕнче юхăнтарнă, унăн кăшкарне кăна хăварнă. Николай Верхунов вара ăна юсаса çĕнетнĕ, халь храм ĕçлет.
«Сувара» Николай Михайлович нумай çул килĕштерсе вулать, уйрăмах ăна тăван халăх çинчен, унăн историйĕ çинчен çырнисем кăсăклантараççĕ… тата «Верук тĕпелĕ».
 
: 1661, Хаçат: 8 (842), Категори: Çырусен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: