Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хисеплĕ суварçăсем!
Сире çывхарса килекен праçниксемпе чун-чĕререн саламлатăп.
Эсир пĕтĕм вăйăр-халăрпа тăрăшса пирĕншĕн чăвашла хаçат кăларни пире питĕ савăнтарать.
Анчах та юлашки çулсенче «Сувар» хаçатăн тиражĕ чакса пыни хурлантарать, шухăша ярать... Мĕнле намăс мар-ши Тутарстан Республикинче пурăнакан ентешсене пирĕншĕн тăван чĕлхепе тухса тăракан хаçата çырăнмасăр юлма?
Çак кунсенче пĕр пĕлĕшпе курса калаçрăмăр. Вăл ялти лавккаран пĕр аллине – «çуттине», теприне сăра тытса тухатчĕ. Пурнăç, сывлăх çинчен калаçнă май:
– «Сувар» хаçат вулатăн-и? – терĕм.
– Ачасем вулакалаççĕ, – тет.
– Хаçата çырăнтăн-и?
– Манăн укçа çук...
– «Сувар» хаклă мар вĕт, ăна çырăнма аллунти таварсен укçи те çитет.
– Э-э-э...
– Чунсăр чăваш эсĕ, хăвна та, ачусене те хисеплеме пĕлместĕн. Пирĕншĕн тăрăшса кăлараççĕ вĕт вăл хаçата.
«Сувар» хаçат çулсерен тенĕ пек çырăнакансен хушшинче квитанцисем тăрăх парнесем выляттарса салатать. Ман шутпа телевизор тата ытти хаклă парнесем парса тăкакланма кирлĕ мар. Вĕсен вырăнне чăвашла кĕнекесем, словарьсем, кассетăсем тата ытти чăвашла япаласем выляттармалла. Ман пек пĕлĕшсемшĕн пăравуспа вертолет выляттарсан та пурпĕрех.
Эпĕ те, яланхи пекех, вылява хутшăнтăм. Парнешĕн мар, паллах, хутшăнмасăр юлни редакци ĕçченĕсене хисеплеменни пулать вĕт.
Иван ХЛЕБНИКОВ.
Çӳлту районĕ,Чернышевка ялĕ.
 
Редакцирен: Хисеплĕ Иван Петрович! Сирĕн çырăвăра вуласан хамăра хăвăрпа курса калаçнă пекех туйрăмăр. Хаçат ĕçченĕсемшĕн пăшăрханни пире питĕ кăмăллă. Уйрăмах хаçат тиражĕ чакни çине пăхса сăнани те, пулăшма тăрăшни те савăнтарать. Апла хаçатăн малашлăхĕ çутă пулĕ. Тавтапуç сире!
 
: 1812, Хаçат: 8 (842), Категори: Çырусен страници

Комментарисем:

Галина (2011-02-23 21:08:28):
Эпĕ хаçат страници çине ăнсăртран лекрĕм.Ухсай çинчен материал шыраса лараттăмччĕ те,урăх лекме пултарăп-ши, пĕлме пултараймастăп.Хаçа т питĕ килĕшрĕ. Çакăн пек вăйлă содержаниллĕ хаçатăн тиражĕ чакма кирлĕ мар.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: