Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çырчаллинчи Камски патшалăх физкультурăпа спорт тата туризм академийĕнчен республика пуçлăхĕсен йышăнăвĕпе Физкультурăпа спорт тата туризмăн тутар академийĕ туса хураççĕ. Паллах, вăл Хусана куçать. Кун пирки ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕ Марат Бариев министерствăн пĕтĕмлетӳ коллегийĕнче пĕлтерчĕ. Министр сăмахĕсемпе, çĕнĕ аслă шкула «Универсиада ялĕ» çумĕнче тума, вĕрентӳпе лаборатори корпусĕсене чи çĕнĕ техникăпа тивĕçтерме палăртнă. Студентсене кăçалах вĕренме илме пуçласшăн, пурăнма «Универсиада ялне» вырнаçтараççĕ. Çырчаллинчи аслă шкул çĕннин филиалĕ пулса юлать. Марат Бариев шучĕпе, Хусанти вуз Раççейĕпе те чи лайăх спорт шкулĕ пулать. «Халĕ эпир çине тăрсах чи вăйлă педагогсене пуçтаратпăр, вĕсем Раççейрен те, çавăн пекех ют çĕршывран та пулаççĕ», – терĕ министр журналистсемпе тĕл пулсан.
Ванкуверти Олимп вăййисенчен ылтăн медальпе таврăнакан спортсмена Тутарстан 100 пин доллар (3300000 тенкĕ), «кĕмĕл» хуçине 2 миллион тенкĕ, «бронза» медале тивĕçнине 1 миллион та 300 пин тенкĕ пама палăртнă. Вĕсен тренерĕсем çак суммăсен 50 проценчĕ чухлĕ премие тивĕçеççĕ. Унсăр пуçне çĕнтерӳçĕ спортсменсем çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен 50-90 пин тенкĕ таран стипенди илсе тăраççĕ.
Малашне Тутарстан хĕллехи Универсиадăсене те йышăнма пултарать. Марат Бариев сăмахĕсемпе Хусанта спортăн пăр тĕсĕсемпе – хоккей, конькипе эрешлесе ярăнасси, шорт-трек – ăмăртусем ирттерме условисем лайăх. Спортсменсене хатĕрлессипе, кадрсемпе проблемăсем пур, уйрăмах йĕлтĕрпе ăмăртассипе, биатлонпа, ту йĕлтĕрĕсен дисциплинипе, двоеборьепе. Ку енĕпе инфраструктурăна аталантарас пулать.
Çав вăхăтрах Тутарстан Сочири Олимпиадăна хутшăнма Раççей сборнăйĕсем валли трамплинран сикессипе, шорт-трекпа, сноубордпа, ту йĕлтĕрĕпе, конькипе эрешлесе ярăнассипе, хоккейпа хатĕрлеме пултарассине пĕлтернĕ.
 
: 1090, Хаçат: 8 (842), Категори: Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: