Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççей сборнăйне пĕрремĕш ылтăн тата кĕмĕл медальсем парнеленĕ Никита Крюковпа Александр Панжинские пысăк тавтапуç. Вĕсем арçынсен йĕлтĕр спринтĕнче тăватă хутчен тĕнче чемпионĕ пулнă Норвеги йĕлтĕрçине Петер Нортуга хăйсенчен 9 çеккунта кая хăварса пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Тинех эпир Ванкуверта Раççей гимнĕ янранине, патшалăх ялавĕ вĕлкĕшнине курма пултартăмăр. Вĕсем хыççăнах керлингпа Раççейĕн хĕрарăмсен сборнăйĕ 2010 çулхи Олимпиадăра пĕрремĕш çĕнтерӳ тума пултарчĕ. Конькипе эрешлесе ярăнассинче спортра пур титулсене те çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ Евгений Плющенко Олимпиада чемпионĕ пуласса шанас килет, уйрăмах кĕске программăра пĕрремĕш вырăн йышăннă хыççăн. Хоккейпа Раççей сборнăйĕ Латви сборнăйне 8:2 шутпа çĕмĕрсе тăкни те спортăн ку тĕсĕпе шанăç кӳрет.
Ку эрнери кĕçнерникун тĕлне пĕтĕмлетӳ таблицинче Раççей 19-мĕш вырăнтан 11-мĕшне хăпарчĕ, пирĕн хальлĕхе 2 ылтăн, 1 кĕмĕл, 1 бронза медаль.
Кашни ир вăрансанах Олимпиада хыпарĕсене пĕлме телевизора хускататăн. «Раççейĕн çĕнтерӳ пур-ши е каллех выляса ячĕç-ши?» – текен шухăш пуçа пăралать. Малтан çак шухăш хăратать, кайран ун патне хăнăхса пыратăн, мĕншĕн тесен çитĕнӳсем çав тери пĕчĕк. Юратнă биатлонра лайăх кăтарту çукки хурлантарать. Асрах-ха Туринри Олимпиада, ун чухне хыпарсене пачах урăх кăмăлпа кĕтеттĕмĕр, кашни кун мĕнле те пулин медаль çĕнсе илетчĕç пирĕннисем. Тăватă çул хушшинче Раççей спорчĕ самаях хавшани сисĕнет, кун пек те кайсан Сочири Олимпиадăра вăйлисен шутне кĕме йывăр пулать. Чи хăрушши – спортсменсен кăмăлĕ йăшни сисĕнет. Мĕншĕн-тĕр вĕсене чи вăйлă вунă спортсменсен шутне кĕни те çырлахтарать. Ĕлĕкрех вара кĕмĕл медаль те хурлантарнă, мĕншĕн тесен спортăн нумай тĕсĕпе пирĕн спортсменсем ылтăнран кая илмен. Конькипе эрешлесе ярăнассипе Раççейпе никам та танлашайман, пурте пиртен вĕреннĕ. Çапла пулса тухать вăл пултаруллă та чаплă тренерсене тивĕçлипе хакламасан. «Çветтуй вырăн пушă пулмасть» принциппа пурăнма пăрахмалла пирĕн. Çапла, вырăнĕ пушă пулмĕ, анчах тивĕçли-ши ларать унта?
Ырă сăмахсем хоккеистсене калас килет. Маттур! Малалла та хăват пултăр! Шăлт вĕсенче куратăн Раççей характерне, вăйне.
Ман шутпа, спортри пăтăрмахсем федерацисем, ертӳçĕсем япăх ĕçленипе çыхăннă. Спорта аталанма укçа уйăрмаççĕ теме çук. Паян чемпион ятне илеймен спортсмен та Совет спортсменĕнчен самай лайăхрах пурăнать. Раççейри спорт менеджменчĕ меслет системисĕр ĕçлет, унăн ĕç-хĕлне шăтăк-çурăка сапланипе кăна танлаштарма пулать. Анлă та ресурссемпе пуян çĕршывра тернировкăсем ирттерме ятарлă условисем çукки, инфраструктура айван аталанни тĕлĕнтерет. Чи начарри – шанса панă тивĕçе чиновниксем япăх пурнăçлани. Мĕн пулса тухрĕ-ха Тутарстан спортсменĕпе Нияз Набеевпа? Эпир пурте паллакан министр Набеев валли юн паспортне хатĕрлеттерме маннă та кайнă. Паллах, Олимпиада вĕçленнĕ хыççăн «пуç касма» пуçласси куçкĕрет, анчах пысăкрах вырăнта ларакансем яланхи пек сывах юлĕç, тренерсене вара шел.
«Раççей – спорт çĕршывĕ» форумра интервью панă чух РФ спорт министрĕ Виталий Мутко Ванкуверта эпир 12 дисциплинăпа çăмăллăнах медальсем илме пултаратпăр тенĕччĕ хăпартланса. Ун сăмахĕсем пурнăçланасса питĕ шанас килет. Февралĕн 28-мĕшĕччен вăхăт пур-ха. Пĕрремĕш ылтăн медальсем хыççăн спортсменсен кĕрешӳ туйăмĕ хăватланасса ĕненес килет.
 
: 1229, Хаçат: 8 (842), Категори: Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: