Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнере ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерствин коллегийĕ иртрĕ. Унта ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов, РФ Çамрăксен политикин, cпорт тата туризм министерствин Cпорт тата физкультура енĕпе патшалăх политикин департаменчĕн ертӳçи Светлана Томилина, Раççей Студентсен союзĕн ертӳçи Олег Матыцин, министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем, районсенчи çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм уйрăмĕн ертӳçисем хутшăнчĕç. Тĕп докладпа ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕ Марат Бариев тухса калаçрĕ. Унта вăл спортри çитĕнӳсемпе, пурнăçа кĕнĕ проектсемпе, отрасльти финанс лару-тăрăвĕпе, малашнехи плансемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Министр сăмахĕсемпе, иртнĕ çул пур енĕпе те питĕ тухăçлă пулнă. Çитĕнӳсем нумай. Çулталăк хушшинче 590 спорт мероприятийĕ ирттерни сахал мар, вĕсенчен 52-шĕ Раççей, 10-шĕ халăхсен хушшинчи шайра иртнĕ. «Ку çулти тĕп задача – Универсиадăччен Хусанта тĕрĕслев ăмăртăвĕсене йĕркелесси. Çавăнпа пирĕн çине тăрсах халăхсен хушшинчи федерацисемпе ĕçлеме пуçламалла, ăмăртусен вырăнне палăртмалла, судьясене, волонтерсене кашни спорт тĕсĕпе хатĕрлеме пуçламалла», – терĕ Марат Бариев.
2009 çулхи пысăк çитĕнӳсен шутне «Универсиада – 2013» проектпа ĕçленине, унăн дирекцине туса хунине кĕртмелле. Тутарстан спортсменĕсенчен 38-шĕ Универсиада вăййисенче медальсем илнĕ, вĕсенчен 14-шĕ ылтăн, ку тепĕр хутчен республикăра спорт отраслĕ лайăх аталаннине çирĕплетсе парать. 2010 çулта та Хусанти Универсиадăна хатĕрленесси тĕп ĕç пулса тăрать. Кăçал 15 спорт объектне туса пĕтерсе хута яма, киввисене тĕпрен юсама планланă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче «Универсиада ялĕн» икĕ кластерне туса пĕтерсе унта студентсене вырнаçтарма шутласа хунă. Чи çывăх вăхăтра Универсиада объекчĕсен никĕсĕ çинче Раççей сборнăйĕсене хатĕрлеме федераллă центр йĕркелесшĕн.
ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов кăçал Универсиада объекчĕсене, «Универсиада ялĕпе» 45 пин вырăнлă футбол стадионĕсĕр тата Спортăн шыв тĕсĕсен керменĕсĕр пуçне пурне те туса пĕтермелли пирки каларĕ. «Транспорт инфраструктуринче питĕ нумай ĕç, анчах та ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев тăрăшнипе «пăр тапранчĕ». Чылай проект кăçалах пурнăçланмалла», – терĕ Рустам Нургалиевич.
Правительство пуçлăхĕ Универсиада вăхăтĕнче Хусана хăнасем йышлă килесси пирки те асăнса хăварчĕ. Ун шучĕпе хăна çурчĕсем ют çĕршыв гражданĕсене кĕтсе илме хатĕр мар, сервис кирлĕ шайра аталанман. Премьер шучĕпе стандартсем тĕнче шайĕнче йĕркеленмелле. Çавăнпа Рустам Нургалиевич республикăра пулăшу сферин кадрĕсене хатĕрлессине çĕнетме тата «Алгарыш» программăпа ытти çĕршывсенчи ятарлă вĕрентӳ центрĕсене вĕренме яма сĕнчĕ. «Кашни ĕçе тĕплĕн шутласа тумалла, пĕр ăнман официант е администратор хăнасен шухăшне пирĕн пирки йăлт пăсса хума пултарать, ку вара пирĕн ята та ӳкерет», – терĕ ТР Премьер-министрĕ.
Коллеги спорт отраслĕнче лайăх ĕçленисене патшалăх тата республика наградисене панипе вĕçленчĕ.
 
: 1202, Хаçат: 8 (842), Категори: Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: