Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алексей Трофимов ӳнер тĕпчевĕнче доктор ятне илме тивĕç пулнă Атăл тăрăхĕнчи пĕрремĕш чăваш. Искусствоведени докторне ӳссе çитме хавхалантараканни пирĕн несĕлсен асамлă еткерлĕхĕ. Чăваш ӳнерне тĕпчесе доктор ятне илме май пурри хăех пирĕн халăхăмăрăн илемлĕх тĕнчипе туйăмĕ мĕн авалтан аталаннине, çав хушăрах тĕлĕнмелле пысăк та мал курăмлă пулнине çирĕплетмест-и-ха?
Паянхи культура малалла та лайăх аталантăр тесен, тăван халăхăн авалхи пурнăçне тĕпчесе тĕплĕн вĕренмелле. Авалхипе паянхи, паянхипе пуласлăх ялан таччăн çыхăннă. Тăван халăхăн нумай енлĕ аталаннă культурине, ӳнер тĕнчине, тĕнпе йăла-йĕркине тĕпчекенсенчен пĕри шăпах – Алексей Трофимов ӳнерçĕ. Алексей Александровичăн паллăрах ĕçĕсене аса илер-ха: «Орнамент чувашской народной вышивки», «Проблемы народного искусства Чувашии», «Чувашская народная культовая скульптура», «Изобразительное искусство Советской Чувашии», «Древнечувашская руническая письменность», «Искусство чувашской народной вышивки в музеях России», «Искусство (избранные труды)», «Зороастризм: суваро-болгарская и чувашская народная культура. Религия. Культовая архитектура, скульптура. Прикладное искусство. Священные Знания» тата ытти те. А.А.Трофимов профессор чăваш тĕррипе усă курса чи малтан пуçласа авалхи Руна («тĕрĕри») çырулăхĕн алфавитне йĕркелерĕ. Рунăсене вулас «вăрттăнлăхĕн» уççине тупса тата вĕсене вуласа парса тăван халăхăмăрăн çырулăхĕ пулнине çирĕплетрĕ. Ӳнер ăсчахĕ хăйĕн тĕпчев ĕçĕсемсĕр пуçне питĕ илемлĕ, чĕрере çепĕç туйăмсем çуратакан сăвăсем те шăрçалать. Унăн ачасем валли «Çыруллă кĕпе», «Сатук çăлĕ» кĕнекисем пичетленсе тухнă. Тĕпчевçе ăнланма ансат, çав хушăрах шкул ачисене тарăн пĕлӳ паракан тата кăсăклантаракан кĕнеке çырма пултарать.
Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Алексей Александрович 75 çул тултарчĕ. Пултаруллă та паллă ентешĕмпе тĕл пулса калаçма май тупрăм.
– Алексей Александрович, эсир тăван халăхăн культурипе ӳнер искусствинче тĕпченĕ ыйтусем тĕнче тулли. Хăвăрăн чи малтанхи тĕпчев ĕçне аса илеймĕр-ши?
– Унтанпа шыв-шур чылай юхса иртрĕ ĕнтĕ, анчах та пĕрремĕш тĕпчев ĕçĕ манăçмасть. Тĕпчев ĕçне эпĕ студент чухнех пуçăннă. Пĕрремĕш курс ĕçĕ истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.Д.Димитриев профессор пулăшнипе «Чăваш тĕрĕри кĕскĕ эреш композицийĕн тата ун илемлĕхĕн пĕлтерĕшĕ» ятпа «Ученăй çырса пынисем» тĕпчев институчĕн пуххинче 1967 çулта пичетленчĕ. Вăл ун чухне Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕччĕ. Мана çак института ĕçе вырнаçма сĕнчĕ... Паянхи кун та асамлă чăваш тĕрри илентерет те, ăрăмлать те. Вăл чăваш наци чăн мулĕ тата шедевр пулнипе хама пит телейлĕ туятăп.
– Сирĕн ачалăхăр ăçта иртнĕ? Ăçта çуралса ӳснĕ эсир?
– Тутарстанра, Аксу районĕнчи Чăваш Киреметпуçĕнче (ĕлĕк Чистай уесне кĕнĕ). Чăваш Республики уйрăм ăçта-тăр пулни, унта чăваш çыннисем чăвашла калаçаççĕ тени, Чăваш патшалăхĕ аслă Атăл çинче вырнаçни мана мĕн пĕчĕкрен тĕлĕнтернĕ. Ман мĕнле те пулсассăн çавăнта çитес килнĕ, курас килнĕ. Мĕнле вăл чăваш япали? Тен, эп урăх тăрăхра çуралнă пулсассăн, ман çав ăс-хал хальхи пек пулмастчĕ. Эп хам та çавна туятăп, шалти туйăм систерет.
Ачапча чухне Авалхи Пăлхар çĕршывне çӳрени, хальхи чăваш çĕршывĕнчен инçерех пурăнни – Полоруссов-Шелепи, Никифор Охотников, Сергей Тимрясов, Ефрем Еллиев пирĕн тăрăхран пулни, Петĕр Хусанкай та Пӳлертен инçе мар çурални – çавсем, паллах, вăй парса тăнă.
– Алексей Александрович, эсир пĕчĕкрен пур ĕçе те ĕçлеме хăнăхса ӳснĕ. Хăвăр кам пуласси çинчен ача чухнех шухăшланă-ши? Сирĕн чунра чăвашлăх туйăмĕ пысăк, çăлкуç пек тапса тăрать. Эсир вĕçĕмех чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, аваллăхне тĕпчетĕр. Сирĕн чăваш тĕнчинчи «чун туртăмĕ» мĕнле çуралса çирĕпленнĕ-ши?
– Атте 1942 çулта вăрçăра пуç хунă. Анне икĕ ачапа, манпа тата Лидия йăмăкпа тăрса юлчĕ. Пирĕн ялти хĕрарăмсем, анне те вĕсемпе пĕрлех, час-часах пĕрле пухăнса Пӳлере çӳретчĕç. Эпĕ пĕчĕкчĕ, тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă хĕрарăмсем хыççăн çарран чупса пыраттăм. Пӳлерти Валем Хуçа çăлкуçĕ ĕлĕк-авалтан чăвашсемшĕн асамлă та сăваплă вырăн. Çак çăлкуç патне çынсем пит аякран килсе çӳретчĕç. Аннесем унта кĕлĕ тума çӳретчĕç. Çав çăлкуç патĕнче ту пур. Ăна «Хĕр тăвĕ» теççĕ. Унта юман ӳсетчĕ. Тăвĕ çинче ĕлĕк-авал 41 хĕре пытарнă тетчĕç. Ытларах кукамайпа çӳренĕ, 27 çухрăм утаттăмăрччĕ Пӳлере.
Пĕлетĕр-и? Тата пĕр япала пур. Чăваш Республикинчен урăх çĕрте, урăх вырăнта, урăх çĕршывра çуралнă çыннăн темĕнле чун туртăмĕ пур: «Ман халăхăм пур, çав халăхăма курасчĕ, çавăн патне çитесчĕ, ун тĕп хулинче пуласчĕ, çыравçисемпе, ӳнер ăстисемпе, ăсчахĕсемпе, ăслайсемпе тата историкĕсемпе тĕл пуласчĕ...» Çак туйăм манра мĕн ачаранах шалта çав тери вăйлă çирĕп вырнаçса ларнă.
– Шкулта пĕрле вĕреннĕ тантăшăрсемпе çыхăну тытатăр-и?
– Паллах, çыхăнăва нихăçан та çухатман та, татман та. Ачалăх пирĕн вăрçă вăхăтĕнче иртрĕ. Ялта пуçламăш шкул пурччĕ. Унта эпĕ Гришкапа Ваççа, каярахпа Туля тантăшсемпе пĕрле вĕрентĕм. Эпир Гришкапа пирĕн кӳршĕре пурăнакан, хамăрпа пĕр çулхи Ваççа патне каяттăмăр та юман айĕнчен пуçтарнă йĕкелсене çатма çинче ăшаласа çиеттĕмĕр. Ваççан ашшĕ те вăрçăраччĕ, килĕнче амăшĕпе шăллĕ кăначчĕ. Эпир, пĕр çулхисем тата тăхăмрисем, ытларах вĕсем патне пуçтарăнаттăмăр, мĕн пуррине пĕрле ларса астиветтĕмĕр, шкултан киле парса янă ĕçсене те пĕрлех хатĕрлеттĕмĕр, пушăтран çăпата тăваттăмăр. Çĕр каçсан Аксăва, çичĕ çухрăмри шкула чупаттăмăр. Хĕлле кăна пĕр-икĕ уйăха хваттере кĕрсе пурăннă. Пурăннăшăн укçа тӳлеймен пирки аслисем вутă-шанкă леçсе паратчĕç. Ваççа вăл – Василий Петрович Кузьмин, тăван ялта çамрăк чухнех комбайнер пулса, кайран агрономра, колхоз ертӳçинче, ял Канаш ĕçтăвкомĕн председателĕнче ĕçлесе пенсие тухрĕ. Гришка тантăш вăл – Григорий Игнатьевич Тяманов-Акташ, хăйĕн ĕмĕрĕнче кам кăна пулса ĕçлемен-ши? Сĕнче тăрăхĕнчи паллă сăвăç-журналист, виçĕ кĕнеке авторĕ. Толя Парфенов тантăшăм, манран кĕçĕнрех пулсан та, Киреметпуç ялĕн (эпир çуралнă ял) хисеплĕ çынни, Раççей Федерацийĕн тата Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕ.
– Эсир салтак шăпине ăçта иртнĕ? Кĕскен аса илеймĕр-и?
– Эпĕ салтакра Германире пултăм. Виçĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн тепĕр виçĕ çулне гарнизонра ӳнерçĕ пулса ĕçлерĕм. Эльба шывĕ хĕрринче Майсен хули пур. Вăл Европа фарфорĕн тĕп хули. Унтан инçе мар Дрезден хули. Час-часах Дрезденри картинăсен галерейине, Берлинри музейсене экскурсие тата хуласене курма кайса çӳреттĕм. Ренессанс художникĕсен Леонардо да Винчи, Тицианăн, Микеланджелăн тата тĕнчипе паллă ытти ăстасен ĕçĕсене курса киленеттĕмччĕ.
Атте-анне панă ăс-кăмăл тата унти илемлĕх чуна вăй парса тăнă, витĕм кӳнĕ, ăса çирĕплетнĕ, хăйраса çивĕчлетнĕ пуль. Ун чухне эпĕ сăвă та çыраттăм, Хусанта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçата ярса параттăм.
– Эсир нумай ĕç çырнă. Сирĕн тăван халăх тĕрри çинчен пухса хатĕрленĕ тĕслĕ открыткăсен пуххисем, кĕнеке-альбомсем, 200 ытла наука ĕçĕ пичетленсе тухнă, вĕсен шутĕнче 6 монографи. Хăш-пĕр статйăрсемпе кĕнекĕрсем Германире, Болгарире, Венгрире те кун çути курнă. Сăмахран, «Шыв тата вут. Чăвашсен тĕнпе йăла-йĕрке скульптури» (Берлин), «Пăлхар тата чăваш халăх эрешĕсем» (София) тата ытти те. Анчах вĕсене хатĕрлес тесен тĕпчемелле.
– Çапла, малтан экспедицисене кайнă. Чĕмпĕр, Самар, Саратов, Оренбург облаçĕсене, Тутарстанпа Пушкăртстан Республикисене тата Çĕпĕр хутлăхĕсене сахал мар кайса çӳренĕ. Тĕне кĕмен чăвашсен культурине, пĕчĕк скульптурисене тĕпченĕ, масарсем çинче пин-пин юпа-палăка тытса пăхнă, чăваш хăй Туррине турăш пек мар, кĕлетке пек тăвать, килте, хирте, вăрманта упрать.
Самар облаçĕнчи Ухинкел ялĕ тĕне кĕмен чăвашсен тĕп хули пек шутланатчĕ. Унта икĕ мăчавар пурăнатчĕç, килĕсенче çав кĕлеткесене упратчĕç. Вĕсемпе тĕл пулса ĕçленĕ.
– Алексей Александрович, малашлăх çинчен мĕн шухăшлатăр эсир?
– Пулас пурнăç çынна яланах шухăшлаттарма тивĕç. Пуласлăх пирки тăрăшмасан, кил-йыш саланать, йĕрке пĕтет, ăс-тăн мăкалать, тĕнче алхасать. Малашлăх тирпейлĕ пултăр тесен, паянхи кун ăслă-тăнлă пурăнмалла.
Пысăк та мухтавлă ĕçсене çĕнĕ ăрусем тума пултарĕç тетĕп. Пур халăх та хăйсен еткер культурине çӳле çĕклейсен, Раççей хăвачĕ ӳсĕччĕ. Раççей тĕнчене, этемлĕх аталанăвне Ренессанс парнелеме тивĕç. Эпĕ, чăваш çынни, çак сăваплă хăватшăн ăсăмпа, чунăмпа тăрăшатăп, уншăн пурăнатăп.
 
: 1082, Хаçат: 8 (842)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: