Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак вырсарникун пĕтĕм тĕнче Тăван чĕлхе кунне уявлать. Манман-и çакна? Пурте пулмасан та астăвакансем пур, ку савăнтарать. Февралĕн 21-мĕшĕнче кашни çулах Халăхсен хушшинчи Тăван чĕлхе кунне паллă тума пуçланăранпа 10 çул çитрĕ пулин те çак уява анлăн, чаплăн уявлама вĕренсе çитеймерĕмĕр-ха, «çӳлтен» тепле тăрăшсан та. Мĕнре-ши сăлтавĕсем? Шырасан сăлтавĕсене тупма пулатех ĕнтĕ: кулленхи хутшăнусенче тăван чĕлхепе сахал усă курма тивни, тăван чĕлхен хăйхаклăхĕ ытла пĕчĕкки, уйрăм этеме хăйĕн тăван чĕлхине вĕрентме сахал тимлĕх уйăрни тата ытти те, тата ытти те. Тăван чĕлхепе çыхăннă проблемăсем сахал мар, ЮНЕСКО ирттерекен тĕпчевсен пĕтĕмлетĕвĕнче чĕлхесем вилни пирки калакан хăрушă хыпарсем те пире çак шухăшсем патнех тавăраççĕ. Ахальтен мар Бангладеш халăх республикинче (халĕ Пакистан) тăван бенгали чĕлхине хӳтĕлесе вилнĕ пилĕк студента асăнса 37 çул иртсен ЮНЕСКО Генеральнăй конференцийĕ 2000 çултан Халăхсен хушшинчи Тăван чĕлхе кунне палăртма йышăннă.
Тăван чĕлхе кунĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явма чиновниксем, учительсем журналистсемпе тĕлпулу ирттерчĕç. Паянхи кун Тутарстанра 115 тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Хастартарах нацисем пĕрлешсе культура обществисем йĕркеленĕ, вĕсем вара Халăхсен ассамблейине пуçтарăннă. «Сувара» пĕрмай вулакансем çакна пĕлеççĕ – ассамблея ĕçне те, унта тăракан наци обществисенчен пĕрин – ТР ЧНКА – ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те çырсах тăратпăр.
Республикăри халăхсене тăван чĕлхине вĕренме май туса парас тĕллевпе ассамблея çумĕнче вырсарни шкулĕсем ĕçлеççĕ. Республикипе илсен вĕсем 40 ытла та. Вырсарни шкулĕсене шкул çулĕнчи ачасем кăна мар, студентсем, çитĕннисем, çулланнисем те çӳреççĕ. Мĕншĕн тесен кунта вĕсен тăван чĕлхине, тăван халăхĕн йăли-йĕркине вĕреннисĕр пуçне пĕр-пĕринпе хутшăнма май пур – пĕр сăмахпа – вырсарни шкулĕ хăйне май клуб пулса тăрать. Хусанта вырсарни шкулĕ уçăлнăранпа кăçал 15 çул çитет, паянхи куна ун никĕсĕ çинче 20 ытла шкул ĕçлет. Унăн директорĕ Майя Хухунашвили журналистсемпе тĕл пулчĕ, паянхи куна 425 çын шкула çӳренине (вĕсенчен 300 ача), шел пулин те, вьетнам, узбек, таджик уйрăмĕсем тĕрлĕ сăлтавсене пула ĕçлеменни çинчен каларĕ. Тăван чĕлхене вĕренекен ачасене пĕр-пĕринпе хутшăннисĕр пуçне вырсарни шкулĕсене çӳрекен тĕрлĕ халăх ачисем пĕр-пĕринпе хутшăнса туслашма май туса панă – çуллахи лагерьте кантарнă. Паллах, çулталăк тăршшĕпе те тăван чĕлхене, йăла-йĕркесене упрас тĕлĕшпе сахал мар мероприятисем ирттереççĕ.
Патшалăх чиновникĕсен ятĕнчен пресс-конференцире Гулирам Абдрахманова, ТР Министрсен Кабинечĕн аппарачĕн ТР халăхĕсен чĕлхе аталанăвĕн секторĕн заведующийĕ пулчĕ. Вăл ТР Министрсен Кабинечĕ чĕлхе ыйтăвĕсене çителĕклĕ тимлĕх уйăрма тăрăшнине палăртрĕ. Республикăра вырăс, тутар мар халăхсен чĕлхисене аталантарма условисем туса панă май этнокомпонентлă шкулсем хута янине те аса илтерчĕ. Аслă шкулсенче тăван чĕлхене мĕнлерех хакланипе интересленсе тĕпчевсем ирттернĕ (2007 – 2008 çулсенчи ыйтăмăн пĕтĕмлетĕвне хальлĕхе пичетлеме те ĕлкĕреймен-ха). Малалла та çак ĕçе тивĕçлĕ шайра илсе пырасшăн. Республикăра пурăнакансене тăван чĕлхене вĕренме хавхалантармалла. Ачан пĕчĕкрен амăшĕн тăван чĕлхине вĕренме интерес пулмалла.
 
: 1153, Хаçат: 8 (842)

Комментарисем:

Атнер Юмансем (2010-02-20 23:00:16):
Усси сук.Мутанта саварна чавашсене.мутантсем хайсене хайсем петерессе.

Хăна (2010-02-23 12:23:44):
Эс те мутант-и, Юман?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: