Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПĔТЕТЕХ ИККЕН...
Чăваш чĕлхи вилнĕ тесе палăк лартар! «Эп чăваш чĕлхишĕн» тесе кăкăра çапса кăшкăракан карма çăварсемшĕн пухăнма тепĕр вырăн пултăр.
ЮНЕСКО пĕрлешӳ чăваш чĕлхине вилекен чĕлхесен шутне кĕртни çулталăк çитрĕ пулин те тăван чĕлхемĕре упрас тесе нимĕн йышăннине те туймарăмăр. Хăть ялта, хăть хулара. Ăçтан туяс-ха? Трибуна çинчен сурчăк сирпĕтсе чăвашлăхшăн «тăрăшакан» çынсем халăх умĕнчен пăрăнсанах вырăс чĕлхипе кăна усă кураççĕ. Пирĕн, чăвашсен тĕлĕнмелли енĕ – виçĕ чăваш пухăнсан вырăсла пуплешни. Те пĕр-пĕрне ăнланмасран хăраççĕ? Чăвашлăхшăн «тăрăшакан» журналистсем те вырăсла çырма меллĕрех, шухăша тарăнрах уçса пама, паянхи куна тивĕçлĕрех çырма май пур тесе хăйсен тавракурăмĕ вăйсăррине, пĕчĕккине пытарма тăрăшаççĕ. Пирĕн кăна пĕтĕм пуху та, пĕтĕм конференци те вырăсла иртет! Халĕ мана хăшĕ-пĕри эпĕ чăваш чĕлхишĕн мĕн кăна тумарăм тесе пӳлме пултарĕ. Чăнласах та мĕн те пулин тăвакансене пӳрне çинче шутласа кăларма пулать. Пĕри – ниме пăхмасăр чăваш халăх сайтне тытса тăракан Н.Плотников, тепри вара чăваш халăхне хăйне хăй кăшт та пулин хисеплеме вĕрентес тесе тăрăшакан Елена Енькка. Тен, татах та пур, анчах вĕсен ĕçне курма питĕ йывăр. Çакăн пек çынсем питĕ сахал-çке. Калăр-ха, ЮНЕСКО пĕтĕмлетĕвĕсем хыççăн миçе лару, миçе статья пичетлерĕç, мĕн чухлĕ шавларĕç, мĕн чухлĕ вăрçăнчĕç, мĕн чухлĕ йышăну турĕç?.. Ĕçĕ вара КУРĂНМАСТЬ!!! Чăнласах чĕлхене упраса хăварас тесе мĕн турăр?!..
Уйăх каялла йăмăк шкултан çиллес кăмăлпа таврăнчĕ. 10-мĕш класра вĕренекен ачасем чăваш литература урокĕнче вĕрентекене чăваш литератури кирлĕ мар, ку вăл ытлашши предмет тесе макăртма пултарнă иккен. Çак ачасемех, 9-мĕш класс пĕтерес умĕн экзамен тытма хатĕрленнĕ чух, пĕри те кун пек каламан иккен, пурте çăвар карса вĕрентекене тимлĕн итленĕ. Халĕ вара… Йăмăк та, пĕлтĕр чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренме каясшăн тăрăшаканскер, кăçал урăхларах шухăшлама пуçларĕ: чăваш чĕлхипе те, литературипе те пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕ тытма май çук-çке. Вăл килĕштернĕ, юратнă предметсемпе экзамен тытма пултараймасть. Ирĕксĕрех урăх предмет суйласа илме тивет, урăх предмета мала хурса пĕтĕм вăя ун çине яма тивет. Пирĕн мĕн чухлĕ аслă пĕлӳ паракан шкулсем, мĕн чухлĕ профессорсемпе наука кандидачĕсем – мĕне шанатăр? Мĕншĕн ППЭ материалĕсене хатĕрлеместĕр, мĕншĕн тăван чĕлхерен çамрăксене пистеретĕр? Вырăссемпе тан утма пултараймастăр-и? Е сирĕн, пуçлăхсемпе ăслăлăх çыннисен, тăван чĕлхене упрама вăй-хăват, ăс-тăн çитеймест? Мĕнле сăлтава пула пирĕн ачасем тăван чĕлхене мансах вырăс чĕлхипе экзамен тытма хатĕрленеççĕ? Ку пĕтĕмĕшле чăваш интеллигенцийĕн айăпĕ (хăть хулари, хăть ялти интеллигенцин ачи-пăчи вырăс чĕлхине мала хурать).
Чăваш чĕлхи учебникĕсем пирки каламастăп та. Ку учебниксене (уйрăмах 6–9-мĕш классенче вĕренмеллисене) тăван чĕлхене юратман çын çырнă пулĕ. МĔН ЧУХЛĔ ТЕОРИ!!! Хăнăхтарусен калăпăшĕ тата… пĕлтĕр йăмăк ăнланманнине пăхас тесе учебника уçрăм та… нимĕн те ăнланмарăм! Юлашкинчен мачча çинчен хамăр вĕреннĕ кĕнекесене антарма тиврĕ. Кĕскен те, ăнланмалла та çырма пулать иккен. Чĕлхен хăш-пĕр уйрăмлăхĕсене аслă шкулсенче парăр. Ачан, ман шутпа, тĕрĕс те илемлĕ калаçма, çырма вĕренмелле. Эсир вара, пур «ăслăскерсем», ку теори материалĕсемпе тăван чĕлхене урăх ан вĕренччĕр, пирĕн урăх кĕнекесем кăларса асапланмалла ан пултăр тесе тăрăшатăр пулмалла.
Чăваш телевиденийĕпе радионе те пĕр-ик сăмах калас килет. Сире куракансен тата итлекенсен шучĕ çултан çул нумайлансах пырать пулас? Çамрăк ăру сире ытларах пăхтăр, итлетĕр тесе нимĕн те тумастăр! Пирĕн вĕрентекен уроксенче хăй видеокассета çине çырнă передачăсене кăтартатчĕ. Халĕ уроксенче кун пек кăтарту материалĕсемпе çамрăк вĕрентекенсем усă кураймаççĕ иккен. Вĕсен тĕрлĕ передачăсен, спектакльсемпе фильмсен дискĕсем çук! Вĕрентекен те хăй укçипе 100 тенкĕ парса шкул ачисем валли радиоспектакль илетĕп тет. Учитель кашни ниме тăман дискшăн (600–700 Мб) 100 тенкĕ тӳлесен ăçтан укçа çитĕ??? Сирĕн мĕн пек пуян фоно-видеотека! Çак пуян материалпа шкул ачисене паллаштарма май пулсан сире тепĕр çĕр çултан та итлекен, пăхакан пулĕччĕ.
Пĕтетех иккен тăван чĕлхе… Пирĕн укçасăр пĕр утăм та тăвасшăн мар, чапа тухмасăр çӳппе те вырăнтан куçарасшăн мар вĕреннĕ халăх пуçлăхра. Манăн ачасем чăвашсемех пулĕç, манăн мăнуксем чăвашсемех юлччăр тесе Турра тархаслатăп. Аслă пĕлӳ илмен ялти халăх тăван чĕлхене тепĕр 50 çул хушши упрама пултарĕ-ха, кайран вара… Кайранхине Аслă Турă пĕлет.
 
Шанчăка çухатнă
 
: 1190, Хаçат: 8 (842)

Комментарисем:

Атнер Юмансем (2010-02-20 22:49:26):
Петемпех терес сырать.Эпир Чавашсем хамар историйе пелместпер.Пире емерепех вырассем мескенлетне.Сак мескенлех пирте пуринче те пур.Халаха хайен историне пытарса пуранассе.Эпир хунсем тахамне пелсен халах кун пек мескенленмечче.Манк амаллах пулечче халахра.Чаваш челхине есре,пурнасра уса курмассе.Кама мен тума кирле вал?Кирле мар япала паллах петет.

архипыч (2011-02-27 22:10:58):
Чăвашлăхшăн чи йывăр вăхăт пуль тетĕт хальхи самант. Брежнев вăхăтĕнчи çавăрса янă арман чулĕсем пирĕн чăвашлăха ватаççĕ, çав япалана карма çăварсем, хайсем чăвашне маннисем пыракансем вăй парса тăраççĕ. Çитменне тăта хамăрăн шанчăк хулинчен- Шупашкартан пире вырăса хăвалаççĕ, пулăшас вырăнне.

архипыч (2011-02-27 22:12:03):
Чăвашлăхшăн чи йывăр вăхăт пуль тетĕт хальхи самант. Брежнев вăхăтĕнчи çавăрса янă арман чулĕсем пирĕн чăвашлăха ватаççĕ, çав япалана карма çăварсем, хайсем чăвашне маннисем вăй парса тăраççĕ. Çитменне тăта хамăрăн шанчăк хулинчен- Шупашкартан пире вырăса хăвалаççĕ, пулăшас вырăнне.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: