Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕтĕм тавралăх шап-шурă юрпа витĕнсе канлĕн çывăрнă вăхăтра, 1955 çулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче çуралнă хисеплĕ вĕрентекен Елена Федоровна Никитина. Вăл нумай çул хушши Хулаçырми вăтам шкулĕнче директор çумĕ тата математика вĕрентекенĕ пулса ĕçлет. Вĕрентекенĕмĕре пурнăç хăех икĕ «пиллĕк» лартса парать темелле. Ара, çак кунсенче унăн юбилей пулчĕ-çке.
Каялла çаврăнса пăхсан Елена Федоровнăн кун-çулĕ пыл та çу пулнă тееймĕн. Çапах та пуçа усман вăл, малаллах талпăннă. Шкулта «пиллĕксемпе» вĕренсе 8-мĕш класа çитнĕ. Малалла вĕренес пулсан пилĕк çухрăмра вырнаçнă кӳршĕ ялти шкула çӳремелле пулнă. Лайăх вĕреннĕ хĕр ачана хапăлласах Аслă Аксу шкулне йышăнаççĕ. Çав шкулта вĕренесси çăмăл пулман, мĕншĕн тесен унта «ала витĕр» тухнисем кăна ăс пухайнă. Хавасланса аса илет Елена Федоровна çав çулсене: «Ушкăнпа çӳреттĕмĕр унта. Хăш чухне велосипедпа, хĕлле – йĕлтĕрпе, пылчăк чухне интернатра çĕр каçма лекетчĕ…»
– Учитель профессине юратса суйларăр-и? – ыйтатăп унран.
– Çапла, – тет вăл манпа килĕшсе, – класс ертӳçине Мария Григорьевнăна яланах тетрадьсем тĕрĕслеме пулăшаттăм, тĕрлĕ ĕçсем тума та хаваспах килĕшеттĕм. Манăн çав тери Мария Григорьевна пек пулас, ун пек калаçас, вулас, юрлас килетчĕ. Эпĕ питĕ математикăна кăмăллаттăм. Çак кăткăс, анчах шутсăр интереслĕ наукăна алла илме Ульяновскри патшалăх педагогика институтне, математика факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм. Вăл вăхăтра ял шкулĕнче вĕрентекенсем çителĕксĕрччĕ, çапла эпĕ хама вĕрентнĕ учительсен хушшинче геометрипе математика урокĕсене илсе пыма пуçларăм. Хамăн вара институтра куçăмлă майпа вĕренес килетчĕ, анчах пурнăçра урăхла пулса тухрĕ. Мансăр пуçне Ульяновскра тетепе шăллăм та аслă пĕлӳ илес тесе вĕренетчĕç. Виçсĕмĕре харăс вĕренме çемьешĕн йывăра килчĕ. Пурнăç хĕсĕкрех пулнипе манăн вĕсене пулăшма тиврĕ. Çитменнине атте те фронтран аманса таврăннă, аннене пулăшмаллаччĕ. Çапла учитель пулса тăтăм. Ĕç коллективĕ мана, çамрăккине шута илсе, хушма тивĕç çирĕплетсе пачĕ, комсомолсен секретарьне суйласа хучĕç. Ачасемпе пĕрле тĕрлĕ мероприятисем ирттереттĕмĕр, устав вĕрентнĕ, реферат çыртарнă, аслă класра вĕренекенсене комсомол ретне илнĕ. Яланах малта пымаллаччĕ, ун хыççăн профком председателĕ пулса тăтăм. 24 çул хушши директорăн вĕрентӳ енĕпе çумĕ пулса ĕçлетĕп, – иртнине аса илсе каласа парать Елена Федоровна.
2009 çулта Çĕпрел муниципаллă район пуçлăхĕ Тимур Нагуманов Елена Никитинăна «Нумай çул хушши ачасене вĕрентсе ăс панăшăн» Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Чăнах, 38 çул хушшинче Елена Федоровна миçе пин ачана вĕрентсе кăларнă-ши? Шутласа пĕтерме те çук. Халĕ унăн вĕренекенĕсем унпа юнашарах хăй пекех математика учителĕсем пулса ĕçлеççĕ.
Мăшăрĕпе Виктор Ивановичпа виçĕ ача çуратса ӳстернĕ вĕсем. Хĕрĕсем Светланăпа Люба амăшĕн çулĕпе кайнă, иккĕшĕ те Хусанти педагогика университетĕнчи математикăпа физика тата информатика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, çемье çавăрнă. Ашшĕ-амăшне мăнуксем парнелесе савăнтарнă. Ывăлĕ Саша Ульяновскри ял хуçалăх академийĕнче вĕренет.
Кăçал Елена Федоровна 55 çул тултарчĕ. Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕре, ĕçтешĕмĕре пĕтĕм коллектив ятĕнчен юбилейпа ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунатпăр. Юратнă ĕç савăнăç кăна кӳтĕр.
 
: 1192, Хаçат: 8 (842)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: