Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

УЛЬЯНОВСК облаçĕнче çывăх вăхăтра «Православи хĕрарăмĕсен союзĕ» коммерцилле мар обществăлла организаци йĕркеленмелле. Пуçаруçăсен ушкăнĕпе Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов хăй тĕл пулнă. Тĕлпулăва çавăн пекех Чĕмпĕр тата Мелекесс архиепископĕ Прокл та хутшăннă. Пулас организацин тĕп тĕллевĕ – çемьесенче православи тĕнне чĕртесси тата çамрăксене православи йăли-йĕркипе воспитани парасси. Тĕлпулура пулас организацин уставне сӳтсе явнă, тĕп задачăсене палăртнă. План тăрăх, организацие кăçалхи çуркуннех регистрацилемелле.
Ульяновск облаçĕнче пуçласа Вĕрентекенсен династийĕсен форумĕ иртнĕ. Ăна, паллах ĕнтĕ, Вĕрентекен çулне халалланă. Форумăн хисеплĕ хăнисен шутĕнче муниципаллă йĕркеленӳсенчи паллă педагогсем, çамрăк специалистсем пулнă. Ульяновскри патшалăх педагогика университетĕнче педагогсен 30 ытла династийĕн представителĕсем пĕрле пуçтарăннă.
ПУШКĂРТСТАНРА «Харпăр кил-çурт хуçалăхĕ» программа шайĕнче ял хуçалăх техникине сутма пуçланă. Халь пушкăрт фермерĕсен «Беларус» трактор туянас тесен малтанлăха 90 пин тенкĕ тӳлесен те çителĕклĕ. Юлнă суммăна вара 10 çулта тӳлесе татмалла. Лизинг схеминчен пăрăнни тăкаксене чакарма май парать. Тĕслĕхрен, трактора тӳлеве 10 çулта татмалли меслетпе туянсан уйăхсерен тӳлемелли сумма 5,5-6 пин тенкĕпе танлашать, вăл тата кашнинчех пĕчĕкленсе пырать-ха. Пĕтĕмĕшле вара техника çулталăка 2 процент кăна хаклăланать. Çĕнĕ схемăна «Башсельхозтехника» патшалăх предприятийĕ урлă пурнăçа кĕртеççĕ. Тракторсăр пуçне ял çыннисем пресс-подборщик, косилка, копновоз, прицеп, кĕрепле, сухапуç, дробилка, ĕне сумалли установкăсем тата ытти те туянма пултараççĕ.
ЧĂВАШ ЕНРЕ яллă вырăнти çурт-йĕрĕн пĕр тăваткал метрĕн хакне çирĕплетнĕ. Çакă ялта пурăнса çурт-йĕр тăвас текен çамрăк çемьесемпе специалистсем валли социаллă тӳлевсене хисеплемешкĕн кирлĕ. Çапла вара çурт-йĕрĕн пĕр тăваткал метрĕ 2010 çулта 17400 тенкĕпе танлашать.
ОРЕНБУРГРА Аслă типĕ тытăннă кун «Ырă ту» акци пуçланнă. Вăл апрелĕн 4-мĕшĕчченех пырĕ. Оренбург тата Бузулук митрополичĕ Валентин пехилленипе чукун çул вокзалĕн тӳремĕнче «ыр кăмăллăх троллейбусĕ» ĕçлеме пуçланă. Унта пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене вĕри апат çитереççĕ. Кунсăр пуçне çынсем «чун апатне» те илме пултараççĕ: кашни кунах троллейбусра пĕр священник пулать. Çавăн пекех кунта социаллă, юридици, медицина пулăшăвĕ те параççĕ. Типĕ вăхăчĕ пулин те, апата аш-какайпа хатĕрлеме те пехил панă, мĕншĕн тесен кунашкал çынсем ытти кун та «типĕ тытаççĕ». Лицейре вĕренекенсем апат валеçнĕ çĕрте пулăшаççĕ, «Единая Россия» волонтерĕсем килекенсене ӳт çине çакмалли хĕрессем валеçсе параççĕ. Социаллă хӳтлĕх ĕçченĕсем тата тухтăрсем кама мĕнле пулăшу – эмел, тумтир – кирлине çырса илеççĕ. Çăвăнма та илсе каяççĕ килсĕррисене. Акцие йĕркелекен Александр Азаренков иерей типĕ вăхăчĕ иртсен те çак ырă йăла манăçмасса шанать.
 
: 1138, Хаçат: 8 (842), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: