Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ФЕВРАЛĔН 23-МĔШĔ – ÇĔРШЫВ ХӲТĔЛЕВÇИН КУНĔ
Хусанта пурăнакан хастар чăваш Владимир Ильич Яковлев, милицин отставкăри подполковникĕ, Çĕршыв хӳтĕлевçин кунне питĕ хисеплет, октябрĕн 5-мĕшĕпе – уголовнăй шырав сотрудникĕсен кунĕпе – пĕр шая лартать.
– Мана тӳрремĕнех пырса тивекен уяв-çке. 1976-1978 çулсенче эпĕ Совет Çарĕнче, Çарсен кăнтăр ушкăнĕнче çĕршыва сыхларăм. Разведбатра разведчик-радист-те леграфист пулса службăра тăнă. Командованирен алла çыхмалли сехет, грамотăсем, тĕрлĕрен знаксем илме тивĕç пулнă. Совет çарĕн отличникĕ. Çарти многоборье енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. 2000 çулта Чечняра, Гудермесри вăхăтлăх шалти ĕçсен пайĕн Комсомольски ялĕнчи ПОМ пуçлăхĕнче те йĕркелĕхе сыхларăм. Милици органĕсенче службăра тăнине те эпĕ çĕршыва сыхласси вырăннех хуратăп, – тет вăл.
1959 çулта Чăваш Енри Канаш районĕнчи Тăрăн ялĕнче çуралнăскер, В.Яковлев ĕмĕрĕпех милици органĕсенче службăра тăнă. Хăйĕн милицири ĕçĕ пирки каласа пама ыйтсан вăл ăшшăн кулса илчĕ: «Тĕрĕссипе каласан 3-4 томлă кĕнеке кăларма пулать хам обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе вăй хунă тапхăр пирки. Çĕршер тĕслĕхрен сире пĕрин пирки каласа парасшăн. Паттăрлăх-мĕн кăтартни çук унта паллах, милиционерсен ĕçĕнчи кулленхи пĕр эпизод çеç вăл. Тепĕр тесен эпĕ каласа парас тени ăнсăртран сиксе тухнă япала çеç – 1999 çулхи ноябрь вĕçĕнче е декабрь пуçламăшĕнче пулчĕ вăл. Ирхине эпĕ ĕçе (Тутарстан Республикин Шалти ĕçсен министерствин тĕп аппаратĕнче уйрăмах йывăр ĕçсен аслă оперуполномоченнăйĕ ччĕ ун чухне) кайма тухрăм. Ĕç пуçланиччен вăхăт чылай, çавăнпа Хусанти Хура кӳлĕ çывăхĕнче вырнаçнă учреждение çуранах çитес терĕм», – тесе пуçларĕ вăл хăйĕн калавне.
Артиллери университечĕ патне çитеспе Яковлева пĕр аван тăхăннă, çӳллĕ, сарă çӳçлĕ чипер хĕрарăм тĕл пулать.
– Каçарăр та, эсир милици сотрудникĕ мар-и? – тесе ыйтать вăл Яковлева чарса сăпайлăн.
– Эпĕ кам пулни ăçтан курăнать вара? – тĕлĕнсе кайнă Владимир Ильич.
– Ара, пăхатăп та, таса хул-çурăмлă çын, галстукпа, кĕске çӳçлĕ, çар çыннин хусканăвĕсем таçтанах сисĕнеççĕ. Çавăнпа ку çар çынни е милици офицерĕ тесе шутларăм, – тет хĕрарăм. Хăй çавăнтах ĕсĕклесе илет, куççульне ал тутрипе шăлать.
– Çапла, тĕрĕс пĕлтĕр, милици подполковникĕ эпĕ. Мĕнле ĕç пур вара сирĕн ман пата? – тесе Яковлев удостоверенине кăларса кăтартать.
Ĕсĕкле-ĕсĕкле хĕрарăм хăйĕн нуши пирки каласа панă. Лариса Киров облаçĕнчи Вятские Поляны хулинчен Вятка шывĕпе уйрăлакан Красная Поляна ялĕнчен иккен. Виçĕ кун каялла Анат Кама хулинче пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри аппăшне – Дарийăна кайса курас тесе çула тухнă вăл. Ялта автобус кĕтсе тăнă вăхăтра пĕр паллакана – 30 çул урлă тин каçнă Слава Журова тĕл пулнă. Лешĕ, Самар хулине çĕнĕ автомашина туянма кайма тухнăскер, паллакан хĕрарăма Анат Кама хулине илсе çитерме килĕшет. Ирхине çиччĕ çитеспе палăртнă вырăна çитеççĕ вĕсем, Лариса телефонпа шăнкăравласа пăхать, аппăшĕ килте çук иккен. Çавăнпа та Лариса Славăна хăйĕн авалхи хĕр-юлташĕ – Гузель патне илсе кĕрет. Гузель икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте 5-мĕш класра вĕренекен хĕрĕпе пурăннă, хулара ылтăн-кĕмĕлпе суту тунă, суту-илӳ точки тытнă. Гузель хăнасене чей ĕçме лартать, çав вăхăтра тантăшне хăй сутакан ылтăн эрешсене, хаклă йышши чулсене кăтартать, туянма сĕнет. Чей ĕçнĕ хыççăн хăнасем тухса каяççĕ. Дария çурчĕ патĕнче Слава Ларисăна антарса хăварать. «Каç пуличчен Самара çитесчĕ», – тесе машинине малалла хăвалать. Лариса аппăшĕ патне каять, лешĕ вăл вăхăта киле таврăннă та иккен. Тепĕр кунне ирхине аппăшĕ лавккана тухсан хăрушă хыпар пĕлсе килет: ĕнер ирхине Гузеле такам вĕлернĕ, ылтăнĕсене çаратса кайнă. Лариса çавăнтах Славăна шăнкăравлать. «Эсĕ ăçта?» – тесе ыйтать, Гузеле вĕлерни пирки каласа парать.
– Ăçта пултăр, Самарта. Сан умăнтах тухса кайрăм вĕт, эпĕ вĕлерме ниепле те пултарайман. Анчах эсĕ эпĕ Гузель патĕнче пулни пирки калаçса ан çӳре унта, ху пĕлетĕн, эпĕ кăра характерлине кура тем шутласа арестлеме те пултарĕç, – тесе хирĕç тавăрать Слава. Лариса Анат Камăра хăçанччен пулассипе, аппăшĕн хваттерĕн номерĕпе интересленет, каялла таврăннă чухне кĕрсе илме шантарать.
Теме сиссе Лариса аппăшĕн хваттерĕн номерне пĕлтермест, «эпĕ киле таврăнма тухрăм ĕнтĕ, халĕ автобуспа пыратăп» тесе суять. Хăй Гузель хваттерне каять, унăн хĕрĕпе тĕл пулать, лешĕ шкула кайма тухсан Слава каялла таврăнса вĕсен подъездне кĕрсе кайнине курни пирки каласа парать ăна.
– Çавăнпа тӳрех киле кайма тухрăм, Хусана çитичченех йывăр шухăшсем пуçран тухма пĕлмерĕç. Хăтарăр, çăлăр мана çын вĕлерекентен. Пĕлетĕп эпĕ, урăх никам та мар, Гузеле Журов вĕлернĕ. Халĕ мана шырать. Красная Полянăна тус-хĕр патне шăнкăравларăм, Слава унта, мана шырать, – йĕрсе калавне вĕçлет Лариса.
Яковлев хĕрарăма хăйĕн ĕçне илсе каять, заявлени çыртарать. Хăй çав вăхăтра Анат Камăри милици уйрăмне шăнкăравласа ĕç-пуç пирки ыйтса пĕлет. Факт çирĕпленнĕ, чăнах та такам Гузеле вĕлерсе ылтăн-кĕмĕлтен тата хаклă йышши чулсенчен тунă япаласене миллион ытла тенкĕлĕх çаратса кайнă иккен. Анчах вырăнти милиционерсем кам вĕлерме пултарнине тавçăрмаççĕ те, вĕлерекен хăй хыççăн мĕнпур йĕрсене сăтăрса хуратнă, алăкне питĕрсе хăварнă. Владимир Ильич çавăнтах Шалти ĕçсен министерствин уголовнăй шырав управленийĕн пуçлăхĕ Нурсалим Мавлютович Шайхутдинов патне кĕрет, лару-тăрупа паллаштарать.
– Ку ĕçе сана паратăп. Паянах пуçла, миçе çын кирлĕ пулать сана? – тесе ыйтать пуçлăх.
– Пĕр çын çитет пулĕ, Михаил Самигуллина çеç илĕттĕм пĕрле. Çавах ют регион вĕт. Нумай çынпа çӳреме майлă мар. Вырăнта пулăшĕç-ха, – тавăрать Яковлев. Çав кунах Самигуллинпа пĕрле поездпа Вятские Поляны хулине çул тытать. Кунта хулари шалти ĕçсен уйрăмĕн пуçлăхĕ Михаил Степанович Помыткин çийĕнчех криминаллă милиципе уголовнăй шырав пуçлăхĕсене чĕнтерсе пĕчĕк канашлу ирттерет. Журов кунта паллă çын иккен, вырăнти криминаллă ушкăнсен авторитечĕ. Ăна арестлеме питĕ кăткăс пуласса сиссе чи малтан пилĕкшер çынран ушкăнсем йĕркелесе Журов пулма пултаракан вырăнсене засадăсем тума яраççĕ. Красная Поляна поселокне каякан ушкăна Михаил Самигуллин ертсе пырать. Чи пысăк ушкăн Журов коттеджне çул тытать. Кунта виçĕ автомашина: икĕ УАЗик тата спецназ валли пысăк КамАЗ-вездеход. Яковлев криминальнăй милици пуçлăхĕпе Жуковпа пĕр УАЗика вырнаçнă, уголовнăй шырав пуçлăхĕ – тепринче.
Коттеджсен поселокне çитсе пынă вăхăтра хирĕç пысăк джип килни курăнать. Маячоксемпе çутатса пыракан автомашинăсен ушкăнне курсан вăл вăрман еннелле пăрăнса тарма тытăнать. КамАЗ-вездеход тарăн çула пăхмасăрах унăн çулне пӳлет. Джип унта-кунта пăркаланма пуçлать, путса ларать.
Джипра пулнă Журовпа унăн арăмне вĕсен коттеджне илсе пыраççĕ. Картишĕнче, çурт патне иртнĕ чухне Яковлев Журов пысăк будкăран кăкарнă сăнчăрти овчарка çине питĕ тимлĕн пăхса илнине асăрхать. Милиционерсен пĕр ушкăнĕ Журовăн арăмĕпе пĕрле килне ухтарма кĕрет, ыттисем урамра ухтараççĕ. Яковлев йытă патнелле темиçе утăм тăвать, куç хӳрипе Журов канăçсăрланнине асăрхать.
– Йыттуна илсе кай кунтан, – тет вăл хуçа еннелле çаврăнса.
– Кавказ йытти вĕт вăл, мана итлемест, – тесе тавăрать Журов. Темиçе хут сĕннĕ хыççăн спецназовецсем йытта персе пăрахаççĕ. Унăн будкин айĕнче пысăках мар шăтăк пур иккен. Шăпах çавăнта пытарнă вăрланă япаласене. Журова шалти ĕçсен уйрăмне илсе пынă çĕре хулари ШĔУ умне 70 автомашинăран кая мар çитсе ларнă. Криминаллă ушкăнсен членĕсем хăйсен авторитетне хăтарма ыйтнă. Аран лăплантарнă бандитсене. Вĕсен пысăк пайĕ салансан çĕрле урăх алăкран вăрттăн илсе тухнă Яковлевпа Самигуллин преступника. Поездпа Хусана чиперех илсе çитернĕ. Çапла урамра ăнсăртран пулнă тĕлпулу хăрушă преступление çийĕнчех тăрă шыв çине кăларма пулăшнă.
 
: 1127, Хаçат: 8 (842)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: