Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇЫРЧАЛЛИ. Студентсен хулари канашĕ Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен кунне халалласа февралĕн 16-мĕшĕнчен тытăнса 20-мĕшĕччен «Мегафон» сотовый компанипе пĕрле «Привет с гражданки» акци ирттерет. Унăн тĕллевĕ – хальхи вăхăтра хĕсметре тăракан Çырчалли йĕкĕчĕсене телефонпа тӳлевсĕр саламласси. Студентсенчен чылай пайĕ призыв çулĕнче пулнăран акцие шăпах аслă шкулсенче тата техникум-колледжсем пе училище территорийĕсенче ирттереççĕ. Студентсен хулари канашĕн хастарĕсемпе ертӳçисем çав кунсенче çар чаçĕсемпе тӳлевсĕр çыхăну йĕркелеççĕ.
ЕЛАБУГА патшалăх музей-заповедникĕпе Смоленскри çемçе тетте çĕлекен фабрика Елабуга сувенирне (улатаккана) кăларма килĕшӳ тунă. Çемçе теттен пĕрремĕш экземплярне хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Улатакка – Елабугăн символики, ăна хулан гербĕ çине те ӳкернĕ, вăхăтĕнче ку тăрăхра çак вĕçен кайăк чăнах та нумай пулнă.
Дятьково кĕленче заводĕнче вара кĕçех тепĕр сувенир – «Елабужские мухи» – 15 грамм кĕрекен черккесем кăларма тытăнаççĕ. Руçри трактирсенче ĕлĕк кашни çынна шăпах çакăн чухлĕ эрех тӳлевсĕр ярса панă-мĕн. Ĕçме юратакансем тӳлевсĕр 15 грама ĕçес тесех трактиртан трактира çӳреме ӳркенмен. Çакăнтан пуçланса кайнă та вырăссен «ходить под мухой» сăмах çаврăнăшĕ.
Елабугăри музей-заповедник паян 250 сувенирлă продукци, çав шутра Елабуга символикипе те сутать. Вĕсенчен паллисем: Елабуга купси, Елабуга хулашĕн башни, пĕремĕк, хупкăçсем...
ПĔКĔЛМЕ хулипе районĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейĕ çывхарнă ятпа обществăлла ĕçсен шутне инвалидсемпе вăрçă ветеранĕсене, ватă çынсене килĕсенче социаллă пулăшу парассине кĕртнĕ. Çак тĕллевпе 2010 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче социаллă хӳтлĕх учрежденийĕсенче 80 ĕç вырăнĕ йĕркелеççĕ. Кăçал вăхăтлăх ĕçе пĕтĕмпе 2400 çынна явăçтарма шутлаççĕ.
* * *
Техника çурчĕ умĕнче çак кунсенче 14 ял хутлăхĕнчи харпăр хуçалăхпа пурăнакансене ĕне сумалли 110 аппарат (кашни 14,5 пиншер тенкĕ тăрать) парнеленĕ. Аппарата килте иккĕ тата ытларах ĕне тытакансем тивĕçнĕ. Районта кун пеккисем пурĕ 295 çын. Ыр кăмăллăх акцине ирттерме район пурĕ 4 миллион тенкĕ тăкакланă.
ЧИСТАЙ районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕсем çулталăка хĕрӳ ĕçпе пуçланă. Килĕшӳ туса обществăлла ĕçсене 3 пин ытла çынна явăçтарнă. Вĕсенчен 1800-шне ял хуçалăх ĕçĕсене, ялсене тирпей кĕртме, хулара пурăнакансене ÇКХ подразделенийĕсене, строительство, юсав организацийĕсене вырнаçтарнă. ÇКХ услугисемшĕн парăма кĕнĕ 200 çынна парăма ĕçлесе татма ÇКХ подразделенийĕсенче вăхăтлăх ĕç тупса панă. Кунсăр пуçне «Самозанятость» программа та вăй илсе пырать. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тата ыттине туянма паракан патшалăх пулăшăвĕпе кăçал хулапа районти 510 çын усă курĕ.
 
: 1049, Хаçат: 8 (842), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: