Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çул çитменнисемпе çамрăксен ушкăнĕсен усаллăхĕ мĕн патне илсе çитерни пирки тутарстансене ăнлантарма кирлĕ мар, 80-90-мĕш çулсенчи группировкăсен вăхăчĕ асра аван юлнă. Ун чух юнпа пĕвенсе çапăçакан группировкăсем обществăшăн мĕнле хăрушлăх кăларса тăратни каламасăрах паллăччĕ. Телее, хальхи вăхăтра урăхларах лару-тăру, çамрăксен ачалла мар вăрçи хыçра юлчĕ тесен те юрать. Анчах та усал шухăшлă çамрăксен ушкăнĕсем республикăра çук тенине пĕлтермест.
– 80-90-мĕш çулсенчи группировкăсем пекех республикăри оперативлă лару-тăру çине витĕм кӳреймеççĕ вĕсем, çавах та усал шухăшлă çамрăксен ушкăнĕсен ыйтăвĕ çук теейместпĕр, – терĕ нумаях пулмасть иртнĕ брифингра ТР ШĔМĕн экстремизмпа кĕрешекен центрĕн ертӳçи М.Галямов.
Кун пек калама унăн сăлтав пурах çав, Тутарстанра хальхи вăхăтра çамрăксен экстремистла икĕ юхăмĕ палăрать. Пĕрремĕшĕ – «Скинхедсем» (славян сăнлă мар халăха кураймасть. Ушкăнра ытларах 16-26 çултисем. Вĕсенчен çурри шкул ачисем, пĕрре виççĕмĕш пайĕ студентсем, тепĕр пайĕ ĕçсĕр çамрăксем), иккĕмĕшĕ – «Антифашистсем» (фашизма хирĕç шухăшлă çамрăксен законлă мар пĕрлешĕвĕ. «Скинхедсене» хирĕç преступленисем тăвать. Ушкăнра 16-31 çултисем, студентсемпе шкул ачисен шучĕ пĕр пек, пысăках мар пайĕ çеç ĕçсĕр çамрăксем). Çак пĕрлешӳсенче çĕр-çĕр çамрăк тăрать. Хальлĕхе вĕсем обществăшăн пысăк хăрушлăх кăларман пулин те (ТР ШĔМĕн 6-мĕш номерлĕ оперативлă шырав чаçĕн ертӳçи П.Серов пĕлтернĕ тăрăх, хирĕçтăрусем хăйсен хушшинче кăна) самай шухăшлаттарать. Халăхсем ĕмĕрĕ-ĕмĕрĕпе туслă пурăннă тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вучĕ çитмен Тутарстанра фашизмпа нацизм калчи мĕнле шăтма пултарнă-ха? Кам анратать пирĕн ачасене? Тутарстанри «Скинхедсем» Мускавпа Санкт-Петербургри пекех асса кайман пулин те, пĕлтĕр Çырчаллинче КамПИ студентне (Таджикистан çыннине) хĕненĕ пĕр тĕслĕх пулнах. Хăйсен хушшинчи хирĕçтăрусенче хĕç-пăшалпа усă курасси те кĕтменлĕх мар. 2009 çулта çак ушкăнсен енĕпе 7 уголовнăй ĕç пуçарнă. Футбол вăййисем вăхăтĕнче командăсен фаначĕсен хушшинче хирĕçӳсем кăларакансем те вĕсемех-мĕн.
Йĕрке хуралçисен пуç ыратăвĕ «Скинхедсемпе» «Антифашистсем» кăна мар. Çул çитменнисен общественноçа хирĕçле ушкăнĕсем те çителĕклех. 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Тутарстанра 90 ушкăна шута илнĕ. Вĕсем ытларах республикăн пысăк хулисенче – Хусанта, Çырчаллинче, Элметре, Анат Камăра йĕркеленнĕ, çаплах Пăва, Кукмор, Пĕтреç, Çӳлту районĕсенче те çук мар. Мĕнпе илĕртет çамрăка çакăн пек ушкăн? Хуравĕ ансат: пушă вăхăта усăллă ирттерме пĕлменни. 2009 çулта кун пек ушкăнсенчи 1613 ачана – административлă, 34-шне уголовнăй явап тыттарма, 25-шне ятарлă учрежденисене яма тивнĕ.
Милици ĕçченĕсем ĕнентернĕ тăрăх, çул çитменнисен общественноçа хирĕçле ушкăнĕсене 90-мĕш çулсенчи группировкăсемпе танлаштарма çук, хирĕçĕвĕсен сăлтавĕ те унчченхи пек мар, ытларах кулленхи пурнăçпа çыхăннă: кам-тăр кама-тăр кӳрентернĕ е пĕри теприн хĕрне куç хывнă тата ытти те. Çак ушкăнсем юлашки çулсенче массăлла преступлени туниех палăрман пулин те милици сотрудникĕсем вĕсене пĕр кун та куçран вĕçертмеççĕ. Урăхла май çук, çамрăксенчен темĕн те кĕтме пулать тата преступниксен ушкăнĕсем шăпах çамрăксен ушкăнĕсенчи чи хастаррисене, чи усаллисене хăйсем патне явăçтарса «юна çĕнетме» тăрăшаççĕ-çке.
Вăхăтĕнче районти прокуратурăсен çумĕнче ĕçлĕ ушкăнсем йĕркелени, çул çитменнисемпе çамрăксен хушшинче профилактика ирттерессине йăлана кĕртни группировкăсене çăварлăхлама май панă та. Вĕсен шучĕ çулсерен чакнине те çакăнпах çыхăнтармалла. 2009 çулта, тĕслĕхрен, çамрăксен законлă мар 8 ушкăнĕ саланнă. Çул çитменнисемпе çамрăксен ушкăнĕсем яланах çирĕп контрольте, енчен те вĕсем преступлени турĕç-тĕк, куншăн чи малтан вырăнти милици начальникĕ явап тытать, эппин, вăл тивĕçлĕ ĕçлемен.
Шкулта, вĕрентӳ учрежденийĕсенче вĕренекен çамрăксен хушшинче кӳрентернĕ, укçа ыйтнă фактсем паян çук тесен тĕрĕс мар пулĕччĕ. Кунпа кĕрешес тĕллевпе кăçалтан шкулсенче, вĕрентӳ учрежденийĕсенче ятарлă ещĕксем çакма йышăннă. Енчен те укçа ыйтса тарăхтараççĕ е кӳрентереççĕ пулсан кун çинчен кирек кам та хăйĕн ятне палăртмасăрах йĕрке хуралçисенчен пулăшу ыйтса çырма пултарать.
 
: 1031, Хаçат: 8 (842)

Комментарисем:

Atner (2010-02-25 08:44:38):
Паллах пантахна сершывра темле киревсер япала кетме пулать самраксенчен.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: