Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумай пулмасть «Ак Барс» çамрăксен культурăпа спорт центрĕнче ТР Экономика министерствин коллегийĕ иртрĕ. Унта ТР Правительство пуçлăхĕ Рустам Минниханов, Патшалăх Думин депутатсен корпусĕн Тутарстанран суйланнă представителĕсем, ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ТР Президент Аппарачĕн, Министрсен Кабинечĕн, муниципаллă йĕркеленӳсен представителĕсем, предприяти ертӳçисемпе наука ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
«Экономика министерствин коллегине килсе эпир питĕ тĕрĕс турăмăр. Шăпах вăл çул кăтартса пымаллине пирĕн ăнланмалла. Халăх пиртен лайăх пурнăç туса парасса кĕтет. Ку Правительствăшăн та, муниципаллă йĕркеленӳсемшĕн те тĕп ĕç. Енчен те тĕнчери стандартсемпе танлашма туртăнмасан пирĕн ĕç пĕлтерĕшĕ питĕ пĕчĕк пулать. Министерство вĕрентӳ ĕçне лайăх йĕркеленипе палăрчĕ. Кадрсем хатĕрлесси те тĕп вырăнта пулмалла. Грантсен системи лайăх ĕçленине палăртса хăвармалла. Экономика министерстви час-часах хăйĕн специалисчĕсене ют çĕршывсене вĕренме яни вĕсене çĕнĕ шая кăларать. Министерствăн 2009 çулхи ĕçне, пĕтĕмлетӳсене хаклас пулсан, вăл хисепе тивĕç. Суту-илӳпе патшалăх заказĕсен системинче ăнăçусем пысăк», – терĕ Рустам Минниханов Экономика министерствине хак парса.
Тĕп докладпа коллегире ТР экономика министрĕ Марат Сафиуллин тухса калаçрĕ. Унта вăл социаллă политикăн эффективлăхне ӳстерессипе, малашнехи ĕçсемпе, задачăсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, уйрăммăн планлассипе прогноз хатĕрлес облаçри тĕп ĕçсем, кадрсен, инфраструктурăпа инноваци политики çинче чарăнса тăчĕ.
«2009 çул йывăр пулсан та лару-тăрăва çирĕплетме пултартăмăр. Кризиса хирĕçле йышăннă программăсем çулталăк умĕнче лартнă тĕллевсене пурнăçлама пачĕç, маларах вĕсене татса пама çук пек туйăнсан та. Раççейри вăтам кăтартусемпе танлаштарсан, Тутарстан экономики ăнăçлăрах çулпа аталанчĕ. Кризис хыççăн çĕршывра, халăхсен хушшинчи рынокра лару-тăру хăвăрт улшăнса пырать, пирĕн çак çĕнĕлĕхсене хатĕр пулмалла», – терĕ Марат Сафиуллин.
Иртнĕ çул Раççейре инфляци 8,8 процентпа танлашнă чух Тутарстанра вăл 7,5 процент çеç пулчĕ. Регионри пĕтĕмĕшле продукцин калăпăшĕ (ВРП) 878 миллиард тенкĕпе танлашрĕ. Раççейре шалти пĕтĕмĕшле продукци (ВВП) 7,9 процента чакнă. Тутарстанри пысăк кăтартусем строительствăпа ял хуçалăх отраслĕсем лайăх ĕçленипе çыхăннă. Кризис пынă вăхăтра та строительство объекчĕсенче ĕç чарăнмарĕ. ТР экономика министрĕн сăмахĕсемпе, пĕлтĕр экономика тытăмĕ кăштах улшăнчĕ. Хаксене пула чĕр тавар отраслĕнче пĕтĕмĕшле продукци 22 процентран 19 процента анса ларчĕ, çав хушăрах суту-илӳ 1,5 процента, строительство 1,3 процента, транспортпа çыхăну 0,8 процент чухлĕ ӳснĕ. Экономика министерствине хатĕрлекен производствăпа çӳллĕ технологисен экономикăри танлаштаруллă йывăрăшĕ чакса пыни хумхантарать. Пĕтĕмĕшле Тутарстан промышленноçĕ 43 процентран 40 процента чакрĕ.
Марат Сафиуллин палăртнă тăрăх, экономика «ӳкме» пăрахнă, анчах аталану хальлĕхе майĕпен пырать-ха. Проблемăсем йышланнипе пĕрле конкуренци те вăйланнă. 2010 çул çăмăл пулмасси куçкĕрет.
 
: 1034, Хаçат: 8 (842), Категори: Экономика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: