Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççейри кадетсен юхăмĕ яланах чыспа, паттăрлăхпа, хăюлăхпа, ырă кăмăллăхпа палăрса тăнă. Вĕсен чаплă историне Теччĕ хулинчи кадетсем те малалла тăсаççĕ. Присяга йышăнса вĕсем кадетсен çирĕплĕхне, хисепне, Тăван çĕршыв вĕсем çине шанма пултарнине çирĕплетсе тупа тăваççĕ. Кадетсен шкулĕн тĕллевĕ: интеллектуаллă, культурăллă, ӳт-пĕве, йĕрке-тирпее аталантарса вĕрентесси, пурнăçа хăнăхтарасси, çула çитмен ачасене Тăван çĕршывшăн хĕсметре тăма хатĕрлес ĕçре никĕс хурасси. Кунта ачасем иртен пуçласа каçчен вĕренӳре. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ илессисĕр пуçне практикăлла çар спорчĕн тĕсĕсемпе, хореографие, хорта юрлама, устав, этикăпа риторикăна, тытăçса кĕрешме тата, паллах, çар ĕçне вĕренеççĕ. Ютран килнĕ ачасем интернатра пурăнаççĕ. Вĕсен воспитателĕсем – çар ĕçĕн офицерĕсем. Хальхи вăхăтра кунта 147 кадет вĕренет. Пурĕ 7 класс.
Теччĕ хулинче кадетсем хутшăнмасăр пĕр пысăк мероприяти те иртмест. Февралĕн 16-мĕшĕнче уяв тумне тăхăннă кĕрнеклĕ ачасем Афган вăрçинче пулнă ентешĕсене халалланă уява хутшăнчĕç. «Кадетсем тĕрлĕ акцие, фестивале, парада, смотр-конкурса, çарпа патриотла ăмăртăва хутшăнаççĕ. Вĕсем Раççей шайĕнчи тата республикăри ăмăртусен çĕнтерӳçисем. Ку çитĕнӳсене çырса пĕтерме те çук. Пилĕк çул хушшинче шкул музейĕ кубоксемпе, тав çырăвĕсемпе тулнă», – каласа парать директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Р.Г.Афанасьева. Теччĕри кадетсене чăн лайăх вĕренекенсем пек Хусан, Мускав, Оренбург, Смоленск, Чулхула, Питĕр, Новороссийск, Пенза, Волгоград, Пермь, Анапа, Сочи хулисенче пĕлеççĕ. Ачасем малти вырăнсем йышăнса республикăна, хулана, хăйсен шкулне чапа кăлараççĕ. Çак çитĕнӳсемшĕн, паллах, ашшĕ-амăшĕсем те питĕ хĕпĕртеççĕ. Волгоград хулинче иккĕмĕш Пĕтĕм Раççейри слетра çĕнтернĕшĕн шкул ПАЗ автобуслă пулнă. Вĕрентекенсемпе сотрудниксен ĕç коллективĕ лайăх ĕçшĕн, вĕрентӳри çитĕнӳсемшĕн Р.Н.Миннихановăн Тав çырăвне пĕрре мар тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра кадетсен шкулне пĕтернĕ 12 каччă Питĕр хулинче Çурçĕр-Хĕвел анăç патшалăх служащийĕсене хатĕрлекен академинче, Тинĕс техника университетĕнче, Управлени, хальхи информаци технологийĕсен тата оптика институтĕнче пĕлӳ илеççĕ. Çакăн пек аслă шкулсенче вĕренме те кадетсем Раççей шайĕнчи слетсемпе фестивальсенче мала тухса тивĕçлĕ пулнă. Теччĕри кадетсен шкул-интернатĕнче вĕренекенсем Тутарстан Республикин чысне хӳтĕлесе Раççей шайĕнче ăмăртаççĕ. Çуллахи каникулта ачасен виçĕ çул ĕнтĕ парашютпа сикме хатĕрлекен профильлĕ лагерьте канма май пур. Çакăнта вĕсем виçшер хут парашютпа сиксе «Парашютист» удостоверенине илеççĕ.
«Хăвана та çамрăкла аваççĕ», – теççĕ. Кадетсен шкулĕнче çамрăклах дисциплинăна, йĕркене хăнăхса ӳсекен ачасем пурнăçра тĕл пулакан нимĕнле йывăрлăхра та хуçăлса ӳкес çук. Вĕренекенсем хушшинче хамăр халăх ачисем пуррипе питĕ хĕпĕртерĕм. Алеша Кузнецова, Володя Эккимеева, Кирилл Ефимова кунта дисциплинăпа йĕрке пулни питĕ килĕшет. Раççейри лайăх вĕренӳ заведенийĕсен шутне кĕрекен Теччĕри кадетсен шкулĕнче вĕренекенсене, вĕрентекенĕсене уяв ячĕпе саламласа малашне те пысăк çитĕнӳсем сунса пархатарлă ĕçшĕн тав тăватпăр.
 
: 1091, Хаçат: 8 (842)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: