Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2009 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 2010 çулхи январь çурриччен редакцин почта ещĕкне «Сувар» хаçата çырăннине ĕнентерекен квитанцисем пĕринчен-пĕри васкаса «вĕçсе» çитрĕç. Нумай та мар, сахал та мар саламлă çырусемпе пĕрле 202 ĕнентерӳ хучĕ килчĕ. Хаçат ĕçченĕсене, паллах, ку питĕ савăнтарчĕ. Эпир халăхпа.
Кĕтнĕ кун çитрĕ. Çак эрнере пĕр купа квитанцие комисси пуçтарса выляттартăмăр. Парне хуçисене, квитанцисене, Ваçлей пичче Дедушкина туртса кăларма ирĕк патăмăр.
Хĕрĕх пĕр парне хуçисем çаксем пулчĕç:
Чăвашсемпе çыхăннă тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесене вулакансем: Л.Анисимов (Çарăмсан районĕ, Ишлинка), З.Мензелина (Çарăмсан районĕ, Акрель), А.Сидорова (Тукай районĕ, Бетьки), В.Кузьмин (Аксу районĕ, Кивĕ Киремет), С.Иванова (Çĕнĕ Шуçăм районĕ, Чăваш Шупашкар), И.Хлебников (Çӳлту районĕ, Усады), В.Амунов (Элкел районĕ, Пурисел), О.Тимрякова (Пăва районĕ, Рункă), П.Калмыков (Çарăмсан районĕ, Йăвашкел), Н.Верхунов (Хусан хули), М.Никоноров (Çырчалли хули), М.Исмулина (Аксу районĕ, Çĕнĕ Аксу), Т.Коровина (Çырчалли хули), М.Краснов (Çĕпрел районĕ, Упи), З.Кондратьева (Пăва хули), О.Калюшева (Çĕпрел районĕ, Хулаçырми), Л.Андреева (Пăва районĕ, Тутиел), Н.Долгов (Çарăмсан районĕ, Йăвашкел). Хитре юрă-ташăллă дисксем Е.Герасимовăна (Аксу районĕ, Кивĕ Тимушкел), Е.Яковлевăна (Аксу районĕ, Емелькино), Н.Пахомовăна (Çĕпрел районĕ, Пăрăнтăк станцийĕ), Е.Афанасьева (Пăва районĕ, Элшел), М.Игнатьевăна (Çĕнĕ Шуçăм районĕ, Чăваш Шупашкар), Н.Тумаковăна (Нурлат районĕ, Ялавăр), Е.Ензаевăна (Камские Поляны), Е.Титовăна (Аксу районĕ, Кивĕ Ӳсел), Л.Кудрявцевăна (Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Йĕлмел), В.Носковăна (Çĕнĕ Шуçăм районĕ, Чăваш Шупашкар), Л.Мулеевăна (Пăва районĕ, Шемек), Г.Демидовăна (Павлă районĕ, Васькино-Туйраллă) лекрĕç. Икĕ çурта лартмалли питĕ хитре шантал В.Филипповăна (Элмет хули) тухрĕ. 100 сăнӳкерчĕк вырнаçакан фотоальбом хуçисем: А.Дмитриев (Чистай районĕ, Анат Кăтрата), Г.Алимасова (Çĕпрел районĕ, Матак), Р.Туктамышева (Элмет районĕ, Патраклă), Г.Садовников (Лениногорск хули), Л.Маркова (Çырчалли хули), В.Григорьев (Çырчалли хули), З.Стратонова (Çĕпрел районĕ, Чăваш Çĕпрел). Чейнике В.Титов (Аксу районĕ, Кивĕ Ӳсел) кĕтнĕ пулнă-тăр. Мобильлĕ телефон хуçи А.Синдюков (Çĕпрел районĕ, Чăваш Çĕпрел) пулчĕ. Чи чаплă парне вара – телевизор – Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни ялĕнче пурăнакан Лидия Угахинăна тухрĕ.
Парнесене çитес эрнерен редакцине килсе илме пултаратăр. Тавтапуç сире, хисеплĕ вулаканăмăрсем, çырăнаканăмăрсем тата уйрăмах вăхăта шеллемесĕр редакцине квитанцисем ярса паракансем. Малашне те çапла хаçатпа çыхăну тытасса шанатпăр.
 
: 1058, Хаçат: 7 (841)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: