Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 4-6№№.)
– Эсĕ мĕн, ачусене çуратрăн та, чирлесен те юрать тетĕн-им, – тесе хучĕ пĕррехинче апат тунă вăхăтра.
– Пăянам, мĕншĕн ун пек хытă калатăн-ха? Ачасем манăн кăна мар вĕт-ха. Иванăн та. Санăн мăнукусем вĕсем, – терĕ Нина сассине хăпартмасăр.
Çак калаçуран Марье аппа шăртланса çӳреме тытăнчĕ. Кашни пĕчĕк сăлтавшăнах кинне айăплама пăхрĕ.
Кăштах çăмăл пулсанах Нина хĕрарăмсемпе ĕçе çӳрерĕ: чĕкĕнтĕр çумларĕ, кăларчĕ, килти ĕçсене те туса тăма тăрăшрĕ. Пăянамăшпе иккĕшĕн хушшинчи калаçусене Ивана каласа памарĕ вăл пурпĕрех.
Уçăлмалла тенĕ пек куккăшсем патне кайса килчĕ, сĕт леçсе пачĕ вĕсене, çăмăлтарах ĕçсем тума пулăшрĕ. Вĕсенченех вăл Иванăн пĕрремĕш арăмĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлчĕ. Сисет хĕрарăм, чунĕпе сисет пурнăçра малашлăх çути курăнманнине. Наталипе Мишша кăна çепĕç чĕлхисемпе чĕвĕлтетсе чунне уçаççĕ самаях чирлĕ хĕрарăмăнне. Вĕсемшĕн çеç пурăнать Нина тата Ивана юратать. Юратса качча кайнă вĕт-ха вăл ăна.
Тата пилĕк çул иртет çапла майпа. Нина больницăран та тухаймасть темелле. Натали пĕрремĕш класа каять, Мишша ултта кайрĕ ĕнтĕ.
Пĕррехинче Нина больницăран таврăнчĕ.
– Эпир сана вилнĕ-тĕр ĕнтĕ тесе пурăнатпăр. Пăхăр-ха, каллех сĕтĕрĕнсе килчĕ. Икĕ ача пăхса чун тухни çитмест, тата сана пăхса пурăнмалла! – терĕ Марье аппа кинĕ алăкран пырса кĕнĕ-кĕменех.
Нина пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Вăйĕ те çук калаçма, больницăран та çуранах утса çитнĕ вăл. Натали шкулта пулмалла, Мишша амăшне паллами те пулнă.
– Ывăлăм, эпĕ вĕт ку, аннӳ. Кил ман пата, чĕппĕм, – аллисене тăсса чĕнчĕ амăшĕ.
Мишша хăвăрт кăна асламăш патне чупса кайрĕ те ун çумне тĕршĕнчĕ.
– Эсĕ манăн анне мар, аппа. Акă манăн анне, – аллипе тăсса кăтартрĕ ача асламăшĕ çине.
Çапла каланине илтсен Нина хăйĕн чĕри татăлса аннăнах туйрĕ. Пуçĕ çаврăнса кайрĕ те урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Çакăн хыççăн Нинăна каллех больницăна леçрĕç…
Кăçал Мишша пĕрремĕш класа кайрĕ, пысăк ĕнтĕ. Натали те хăйĕн «амăшне» самаях пулăшакан пулчĕ. Асламăшне вĕсем иккĕшĕ те анне тесе чĕнеççĕ. Иван çавăнтах ĕçлет. Тасаланса, мăнтăрланса кайрĕ. Кӳршĕ ялта вăхăт ирттерме хĕрарăм та тупнă теççĕ. Нина патне больницăна та сайра-хутра çӳрерĕ. Нина больницăран тухсан Хурăнлăха таврăнмарĕ.
Пĕррехинче хĕллехи сивĕ кун Хурăнлăх ялĕнчи шкула палламан хĕрарăм пырса кĕчĕ. Учительсен пӳлĕмне кĕрсен кăна палласа илчĕç ăна – Нина иккен ку. Вăл ватăлса, ырханланса-типсе кайнă, çӳçĕ юр пек шуралнă мĕскĕн хĕрарăмăн.
– Каçарăр мана, тархасшăн, эпĕ ачасене курса каясшăн юлашки хут, – терĕ вăл чĕтрекен тутисемпе.
Шкул директорĕ ăна салтăнтарчĕ, вĕри чей ĕçтерчĕ, кăштах кансан Наталипе Мишша вĕренекен классене кайса амăшĕ килнине пĕлтерчĕ. Лешсем амăшĕ килнине илтсен хăвăрттăн чупса тухрĕç шкул коридорне. Анчах, вĕсен умĕнче пачах палламан «ватă» хĕрарăм тăнине курсан, хăранипе каялла тарса кĕчĕç.
Нина çавăнтах урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ:
– Хĕрĕм, ывăлăм… – теме çеç пултарчĕ вăл, çавăнтах ăна тытамак чирĕ тытса хутлатрĕ.
Ивана чĕнтерсе илсе Нинăна больницăна ăсатрĕç. Урăх вăл Хурăнлăха килсе кураймарĕ çакăн хыççăн.
Иванăн – хăйĕн пурнăç, çĕнĕ хĕрарăм. Вăл эрни-эрнипе килне те таврăнмарĕ, амăшĕпе ачисене те манса кайрĕ тейĕн. Нина çинчен асăнмарĕ те.
Марье аппа Наталипе Мишшана пăхса пурăнчĕ, калăн, унăн пурнăçĕнче нимĕнле хуйхă-суйхă та пулман. Хуçалăхĕ те çавах, выльăх-чĕрлĕхĕ. Ара, мĕнле усрамăн-ха çавăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал тата чăхă-чĕпĕ? Мĕн кирлине Иван машинапах тиесе килет. Кĕлечĕ-кĕлечĕпе тырă-пулă, çăнăх, кĕрпе-çарма, вутă-шанкă. Çĕр улмине колхозниксем лартса, çумласа, кăларса параççĕ. Пĕтĕм ял пулăшса пурăнать Михайловсене. «Тава тивĕçлĕ» бригадирăн амăшĕпе ачисене пулăшма кам хирĕçлесе тăтăр? «Алла алă çăвать» теççĕ.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Çул хыççăн çул улшăнчĕ. Натали кăçал саккăрмĕшне, Мишша улттăмĕшне куçрĕ. Çимĕк уявĕ кăçал кая юлса çитрĕ – çурхи ĕçсем вĕçленсен, çут çанталăк симĕс тĕс ăшне путсан.
Вун икĕ çул çитет паян Иванпа Нина пĕрлешнĕренпе, вун икĕ çул… Çак хушăра кам-тăр мĕн чухлĕ куççуль юхтарман пулĕ, кам-тăр мĕн чухлĕ мул пуçтарман. Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн шăпи. Кам-тăр çухатать, тепри тупать…
Хурăнлăха паян ир-ирех хурлăхлă хыпар илсе çитерчĕ пурнăç хумĕ. Нина вилсе кайнă иккен. Слакпуçран телефонпа шăнкăравласа пĕлтернĕ правление. Колхоз председателĕ Ивана чĕнтерсе илчĕ.
– Иван Михайлович, тархасшăн, каçарăр, эпĕ сире çав тери хурлăхлă хыпар пĕлтеретĕп: Нина вилнĕ… – терĕ.
Иван хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕ, лаша çине ларса килне кайрĕ.
Çемье апатра иккен: тин çеç кăмакаран кăларнă аш кукăлĕ çисе лараççĕ. Иван пырса кĕрсенех аллине çурĕ, васкамасăр, пуçне чиксе сĕтел хушшине ларчĕ.
– Анне, – терĕ вăл. – Нина вилсе кайнă. Пытарнă çĕре каймалла.
Марье аппа пĕр сăмах чĕнмесĕр ура çине тăчĕ те турăш çине пăхса хĕрес хучĕ.
– Эй, çӳлти Турă, илтрĕн иккен эс манăн сăмахсене, хăтартăн пире çав хĕрарăмран, – терĕ.
– Анне, мĕн калаçатăн эсĕ? Турăран хăра, ачасенчен те аван мар, – хушса хучĕ Иван.
– Мĕн аван марри пултăр, ачасенчен мĕн пытармалли пур. Вĕсем пурпĕрех чăн-чăн амăшĕн ăшшине туйса курман, – мăкăртатрĕ Марье аппа.
– Мĕнле пулсан та Нина вĕсен амăшĕ, пытарнă çĕре пирĕн каймаллах, – татса хучĕ Иван.
– Ниçта та ямастăп ачасене, эсĕ те кайнă ан пултăр! Пытарĕç-ха. Пирĕнсĕр пуçне те…
Калаçу çакăнпа вĕçленчĕ. Иван тарăхса çитнипе пӳртрен тухса кйрĕ.
Пĕтĕм Слакпуç халăхĕ пухăннă масар çине. Виçĕ сехет хушши Хурăнлăхран пытарма килекенсене кĕтрĕç çынсем. Кĕтсе илеймерĕç…
(Малалли пулать.)
 
: 1061, Хаçат: 7 (841), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: