Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Анатолий Хмыт (Ефимов) Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче 1964 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кивĕ Илтрекьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсанах тăван колхозра ĕçленĕ. Çар хĕсметне 1982-1984 çулсенче Афганистанра ирттернĕ. Пĕрре мар çапăçусене хутшăнма тивнĕ.
Демобилизаци хыççăн Анатолий Дмитриевич тӳрех Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1990 çулта диплом илсен икĕ çул Чăваш телевиденийĕнче ача-пăча передачисен редакторĕ пулса ĕçленĕ. Телевиденирен кайсан та Шупашкартах юлнă, 18№ вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, директорăн вĕрентӳпе воспитани енĕпе çумĕ пулса ĕçленĕ.
Паянхи кун А.Д.Ефимов Шупашкарти Мускав районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвне ертсе пырать, вĕрентӳ пособийĕсем кăларать, хăйĕн ĕçĕсене «Народная школа» журналта пичетлет. Анатолий Хмытăн пĕрремĕш хайлавĕ 1990 çулта «Тăван Атăл» журналта кун çути курнă. Унтанпа 20 çул иртнĕ, халĕ вăл ЧР Писательсен союзĕн членĕ, Писательсен союзĕсен халăхсен хушшинчи ассоциацийĕн членĕ.
Ку таранччен А.Хмытăн тăватă кĕнеке пичетленсе тухнă, вĕсенчен виççĕшĕ – «Вилĕмсĕр кăйкăр юрри», «Ан тăк куççуль, аннеçĕм» тата «Сар Иван» – Афганистанри вăрçă çинчен каласа параççĕ. И.Д.Данилов çинчен каласа паракан «Сар Иван» виçĕ чĕлхепе: чăвашла-вырăсла-тут арла пичетленнĕ.
Анатолий Дмитриевич музыка тĕнчине те çывăх. 2004 çулта Мускавра иртнĕ «Чăваш шăпчăкĕ» фестивалĕн гран-прине шăпах унăн «Каçар, анне…» юрри тивĕçнĕ.
Афганистанра пулнă çапăçусенче хастарлăх кăтартнăшăн Анатолий Ефимова СССР тата Афганистан медалĕсемпе наградăланă. 2003 çулта «ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята панă.
Анатолий Дмитриевич хĕрпе ывăл çитĕнтерет.
ПОЭТ
Поэт тесен,
Поэт ятне илмешкĕн
Пĕр юрату çинчен çеç çырнипе,
Чунра вăркан,
Чунри ăш-пил сипетшĕн
Чуна парса Турра пуç çапнипе
Çеç çырлахаймăн.
Çук.
Пурнăçлаймăн
Ун пек
Поэтăн тивлетне.
Поэт тесен,
Поэт ятне илмешкĕн
Эс шуçăмри çут сывлăм шевлине
Сыпа-сыпа
Сăмах тĕрри тĕртсессĕн,
Илсессĕн ун хăватлă сĕткенне
Çеç пултарайăн.
Ун пек çеç
Тупăн
Умри
Тивлетĕн çул-йĕрне.
Поэт тесен,
Поэт ятне илмешкĕн
Эс Çеçпĕл пек мăн юрă хăватне
Чунра хĕртсе
Чунран шăрантарсассăн,
Йĕс хĕлĕх пек çурсассăн тĕнчене
Çеç пултарайăн,
Ун чух
Çеç кĕрĕн
Утса поэзи анине…
Пиит килсен,
Поэт ятне илсессĕн.
Мăн Турăпа танлашăн çĕр çинче.
Сар кайăк пек
Ыр юрă ирĕлтерĕн
Çунат сарса çут шуçăм çийĕнче.
Чуна йăпатăн,
Хевте те парăн
Чăваш
Пулас яш-кĕрĕмне.
Пиит килсен
Эс музăпа туслашăн.
Поэт ятне те илĕн ун чухне…
ШУР ЮР
31.01.1984 çул. Афганистанри Тахар провинцинче
пуç хунă тусăмсене (1 взвод) халалласа
Ирпе тĕтре,
Каçпа – шур юр
Чарусăр çурĕ чĕремре.
Тĕнче хитре,
Вăл халь шап-шур…
Шур юр выртать пур кĕтесре.
Хал çук пăхма –
Çиет куçа
Ахах-мерченлĕ апăрша.
Чуна касса,
Ватса, çурса
Салатнă тейĕн ман ума.
Кĕрен çеçке –
Çунать мăн чул
Вут-çулăм тивнĕ юр çинче.
Шăпам кĕске…
Хĕп-хĕрлĕ юн
Юхать шевле ытамĕнче…
Асать тĕнче,
Кулать хĕн-хур
Вăлтса этемĕн кун-çулне.
Тусем çинче
Таптанчĕ юр,
Элчел юрларĕ юррине…
Чун читлĕхре.
Вăй-халăм çук
Тăмашкăн хирĕç илеме.
Тĕнче хитре!
Вăл халь шап-шур.
Шур юр чăмларĕ чĕреме…
 
: 1623, Хаçат: 7 (841), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: