Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн конференц-залĕнче искусствоведени докторĕн Алексей Трофимовăн «Зороастризм: сăварпа пăлхар халăх культури» монографийĕн презентацийĕ иртрĕ.
Çак кĕнеке Камăпа Атăл тăрăхĕсенче пурăнакан сăвар-пăлхарсен исламчченхи тата чăвашсен христианствăчченхи тапхăрĕсенчи культура сийне илсе кăтартнă. Вĕсен тĕнĕ, чӳк вырăнĕсен архитектури, юпи-скульптурисем, ал-ĕç пултарулăхĕ тата тĕн пĕлĕвĕсене Иранри Парфян, Сасанид, Ахеменид империйĕсен вĕрентĕвĕсемпе, Евразири халăхсен искусствипе танлаштарнă. Авалхи палăксем тăрăх чăвашсен несĕлĕсем аталаннă цивилизацисен хушшинче пурăннине, культура енчен пуян япаласем никĕсленнине çирĕплетме пулать. Зороастризм вĕсен тĕнĕ пулнă. Издание историксем, искусствоведсем, культурологсем, религиоведсем валли кăларнă пулсан та, ăна ахаль çын та интересленсех вулать, мĕншĕн тесен монографин тексчĕ питĕ интереслĕ тата ăнланмалла.
Презентацире филологи наукисен докторĕ Юрий Артемьев рецензент сăмах каларĕ. Вăл Трофимов академик тĕрлĕ наукăсен тата дисциплинăсен чиккинче ĕçленине палăртрĕ. Артемьев сăмахĕсемпе, зороастризм, чăвашсен авалхи ĕненĕвĕ çинчен калаçнă чух вĕсене ăнланмасăр критиклеме юрамасть. Вăл тискер язычество мар.
Презентацие А.Трофимов 75 çул тултарнине халалланăччĕ. Юбиляра ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Галина Чернова саламларĕ. Вăл А.А.Трофимова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден пачĕ. Çак салам çумне ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова, ЧПГНИ (Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ) директорĕн çумĕ Валентина Харитонова, ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Ревель Федоров, Раççей Ӳнер академийĕн наука ĕçченĕ Елена Короткая, чăвашсен «Пăлхар» ентешлĕхĕн ертӳçи Николай Угаслов, Аксу районĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Александров, Марий Эл Художниксен союзĕн представителĕ Владимир Кудрявцев, ТР ЧНКА председателĕ Константин Яковлев тата ыттисем саламларĕç. Сăмах май, Трофимова саламлама Тутарстанран сумлă делегаци килнĕччĕ.
Юбиляр адресĕпе саламлă телеграммăсем çитнĕ. Вĕсене Раççей Искусствоведсен ассоциацийĕ, Раççей Ӳнер академийĕн президенчĕ Зураб Церетели, Болгарин Раççейри посолĕ янă.
Алексей Трофимов сăмахĕсемпе, вăл çак кĕнекене нумай çул хатĕрленĕ: «Эпĕ хамăр халăхăн авалхи пурлăх тата ăс-тăн культурине, унăн йăли-йĕркисене нумай çул тĕпчерĕм. Пурнăçра халăхсен тата вĕсен культурисен пĕр танлăхĕ патне ăнтăлмалла. Вĕсем пĕр тан пулсан кăна гармони тата тăнăçлăх пулать. Хирĕçӳсемпе вăрçăсем пулмаççĕ».
Çакăн çинчен пур вăхăтра пурăннă гуманистсем ĕмĕтленнĕ. Мĕнех, политиксем ăсчахсен сассине илтессе шанса тăрăпăр.
 
: 1334, Хаçат: 7 (841), Категори: Сетнер

Комментарисем:

atner (2010-02-15 21:54:06):
Ун кенекесем сайра тухассе,халах патне ситмессе.хасатра кенекери сыпаксене каларма пулать.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: