Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Людмила Ильина Аксу тăрăхĕнчи чи çамрăк почтальонкăсенчен пĕри. Çаврăнуллă чăваш пики хаçат-журнала Емелькинăпа Çĕмĕртлĕ ялĕсенчи вулакансем патне самантрах çитерет, пенси укçине валеçет. Ватти-вĕттипе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен çамрăк хĕре ял халăхĕ çеç мар, районти почта çыхăнăвĕн ертӳçисем те мухтаççĕ. Ара, вăл ку сферăра пач ĕçлесе курман çын мар-çке, нумай çул почтальонкăра тăрăшнă амăшне Вера Даниловнăна кĕçĕн класрах пулăшма тытăннă.
Халĕ ĕнтĕ хăй почтальонка. Паллах, ку ĕç пархатарлă пулсан та çамрăк хĕрĕн пысăк ĕмĕчĕ мар. Людмила та аслă пĕлӳ илме, профессипе ĕç тупма ĕмĕтленет. Пĕрремĕш ĕмĕчĕ пурнăçланнăпа пĕрех ĕнтĕ, вăл Самарти патшалăх университечĕн 5-мĕш курс студентки. Иккĕмĕш те пурнăçланасси иккĕленӳллĕ мар. Анчах шел, пулас социолог валли хăй профессийĕпе ялта ĕç çук, эппин, Людмилăн хуланалла кайма тиветех. Ку ĕнтĕ малашне, хальлĕхе вара Люда хăйĕн ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлать, ĕçрен пушансан диплом ĕçĕ çырать, паллах, çамрăкскер канма-савăнма та вăхăт тупать.
 
: 1355, Хаçат: 7 (841), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: