Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

JAGUAR 75 ÇУЛТА
Уильям Лайонс 1922 çулта автомобильсем тăвакан компани хута янă. Малтанах унăн ячĕ Svallov Sidecars (SS) пулнă. SS автомобильсем, мотоколяскăсем кăларнă. 1935 çулта черетлĕ çĕнĕ машинăна кăларас умĕн Лайонс марка ятне улăштарма шут тытнă, хăвăрт асра юлакан, янравлă ят кирлĕ пулнă ăна. Реклама агенчĕсемпе канашланă хыççăн Jaguar ят парас тенĕ. Çапла вара конвейертан тухма хатĕрленнĕ SS 100 пĕрремĕш Jaguar пулса тухнă, анчах SS аббревиатура фашистсеннипе (СС) пĕр килсе тухнине асăрханă. Потребительсене çакăн пек пĕрпеклĕхпе хăратас мар тесе компани хăйĕн ятне те Jaguar çине улăштарнă.
Чăнах та Jaguar ят питĕ вырăнлă пулнă: автомобильсен çĕнĕ маркисем кушак пекех çаврăнăçуллă, илĕртӳллĕ, мăнаçлă, вăйлă курăннă. Ахальтен мар Лайонс пĕррехинче çапла каланă: «Этем тунă япаласенчен чи чĕрри – автомобиль». Çак сăмахсем кĕçех Jaguar философийĕ пулса тăнă.
75 çул хушшинче Jaguar кăларакан автомобильсенчен кашни тĕнчипе чапа тухнă теме пулать. Компани 1940-мĕш çулсен вĕçĕнчех спорт автомобилĕсем кăларма пуçланă. 1960-мĕш çулсенче тухнă Jaguar Е-Туре модель пек хитри вара унччен нимĕнле компанин те пулман. Унăн дизайнĕ кайран та тахçанччен çĕнĕ модельсен никĕсĕнче пулнă.
2008 çулта XF çĕнĕ седан кăларма пуçланине компани бренда та, модельсене те çĕнетме тытăннă тесе ăнланмалла. Мĕншĕн тесен çакăн хыççăнах 2009 çулта тата кабриолет конвейертан тухнă. Кăçал та, юбилей çулĕнче Jaguar çĕнĕ модель кăларма тытăнать: представитель класĕнчи седан XJ. Ку модель юбилей çулĕшĕн чăннипех те тивĕç – компани 75 çул кăларнă машинăсен чи лайăх енĕсене пĕрлештернĕ унра.
ХУРА ТИНĔС ÇИЙĔН ЯДЕРЛĂ ЩИТ КАРАÇÇĔ
Вашингтон Румыни территорине ракетăсем тытса илекен установкăсем вырнаçтарассине тунмасть. Шурă пӳрт çавăнтах палăртса хăварнă, ракетăсем Иран енчен килекен хăрушлăха сирес тĕллевпе «хуралта» тăрĕç. Американецсем ракетăсенчен хӳтĕлекен системăна Румыние тепĕр 5 çултан лартасшăн. АПШ патшалăх секретарĕн çумĕн Филип Кроулин сăмахĕсемпе, çак система пĕтĕм Европăна сыхласа тăмалла имĕш.
Анчах АПШ Румынипех çырлахса ларасшăн мар, ПРО вырнаçтарасси пирки ытти çĕршывсемпе те калаçаççĕ. Тĕслĕхрен, Польша хăйĕн территорийĕнче ракета объекчĕсем лартма иртнĕ кĕркуннех килĕшӳ панă. Американецсен ракета-перехватчикĕ сене лартма йышăнни пирки пĕлтернĕ чух Румыни президенчĕ Траян Бэсеску çак система Раççей еннелле «пăхса лармĕ» тесе шантарнă. ПРОн çĕр çинчи элеменчĕсене Европăри çĕршывсене вырнаçтарасси пирки тунă плансене улшăнусем кĕртесси пирки асăннăччĕ Барак Обама. Анчах кунта çак проекта чарасси пирки те, чакарасси пирки те сăмах пымасть пулас. Ăна аталантарассине вăхăтлăха (кризис иртиччен?), 2015 çулччен тăхтама йышăннă. Унччен Европа канăçне Хура тинĕс çыранĕсенче тăракан АПШ çар карапĕсем сыхлĕç.
 
: 2058, Хаçат: 7 (841), Категори: Тĕнче тавра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: