Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Услă Лукаш ялĕнче пурăнакан Матвей Семенович Соловьевпа эпир ялти Асăну палăкĕ патĕнче тĕл пултăмăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн иртнĕ паттăр çулĕсене аса илтĕмĕр.
Матвей Семенович 1923 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Хуракассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан тепĕр кунах, 1942 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче çара илнĕ.
Çав вăхăтра унăн ашшĕ Семен Алексеевич Шупашкар-Хусан çула асфальт сарнă çĕрте маçтăр пулса ĕçленĕ. Ку çул пирĕн çаршăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, çавăнпа ашшĕне бронь панă.
Канаш станцийĕнчен призывниксене Ярославльти пехота училищине илсе кайнă. Анчах Матвей Соловьева медкомисси иртмен тесе Мускавăн запасра тăракан 139-мĕш зенитпа артиллери полкне ăсатнă.
Чернышевский казармисенче вĕсене дальномерщика вĕрентнĕ. Çак курссем хыççăн Соловьева ефрейтор званийĕ парса Мускав çывăхĕнчи Химки хулинче тăракан 200-мĕш особăй зенитпа артиллери батальонне палăртнă. Кĕçех вăл курсант-пулеметчик пулса тăрать. Çав çулах августра Матвей Семеновича 119-мĕш стрелковăй батальона куçарнă.
Химки хыççăн вĕсене Астрахане ăсатнă. Унтан вара пĕчĕк пăрахутсемпе Махачкалана лартса янă. Вырăна çитсен тусем урлă Грознăя çул тытнă. Терек патне çитсен чарăнса тăнă, шыв урлă каçман. Тем вăхăтран салтаксене эшелонсем çине тиенĕ те каялла Махачкалана илсе кайнă. Унтан вара Баку-Тбилиси тата Сухуми. Сочинех çитмелле пулнă, анчах унта çити чукун çул сарман-ха. Çавăнпа 120 километра çуран утма тивнĕ. Лазаревская текен станци çывăхĕнче каçхине тусем хушшинче окопсем, траншейăсем чавнă. Апла пулин те кунтан кĕçех тапранса çула тухнă. Хальхинче Туапсепе Çурçĕр Кавказа янă, унтан каллех çуран…
Кирлĕ çĕре çитсен кун çутинче пытаннă, тĕттĕмленсен каллех окопсем чавнă. Вăл вырăнсем туллă-сăртлă, тӳрем вырăнти пек чавма çăмăл пулман. Салтаксен аллинче вара кĕреçе те, лум та кувалтă. Урăх нимĕн те пулман. Шуçăм килеспе сăртсем тăрринчен шакалсемпе кашкăрсем çырмана шыв ĕçме аннă.
«Нимĕçсен разведчикĕсем пире асăрханă, нумай та вăхăт иртмерĕ – пирĕн çине бомба тăкма пуçларĕç. Пирĕн кирлĕ чухлĕ автотранспорт та çукчĕ, çавăнпах хаяр çапăçусенче пирĕннисен йышлăн аманатчĕç, асапланса вилетчĕç», – каласа парать Матвей пичче.
Çакăн пек кунсенчен пĕринче, 1942 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче Матвей Семенович та йывăр аманнă. Бомба пăрахнă хыççăн снаряд ванчăкĕ сылтăм ал тупанне лекнĕ, икĕ пӳрнине татса кайнă тата тепри хуçăлнă. Çакăнпа пĕрлех тата вăйлă контузи пулнă. 1943 çулхи декабрьчченех Сочири, Ереванри, Бакупа Андижанри 1533-мĕш номерлĕ госпитальсенче сипленнĕ вăл. 1943 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче М.С.Соловьев ефрейтор комисси иртнĕ, вун икĕ кунран тăван килĕн урати урлă ура ярса пуснă. Пĕтĕмпе те 17 тенкĕпе çула тухнă салтак, вунă кун ытла тăсăлнă çул çине 10 тенкĕ парса пĕр пашалу илсе çинĕ те çавăнпа çитнĕ…
Матвей Семеновичăн ашшĕне Семен Алексеевича 1944 çулхи февраль пуçламăшĕнче вăрçа илсе кайнă. Тăван çĕршыва хӳтĕлесе Витебск патĕнче пуç хунă вăл.
Матвей Семеновичăн ялта чăн-чăн мирлĕ пурнăç пуçланнă: 1944-1945 çулсенче тăван колхозра бригадирта ĕçленĕ. Валентина Якимовнăпа çемье çавăрнă, 1946 çулта экстерн майĕпе Çĕрпӳри педучилищĕрен вĕренсе тухнă, вăтам шкулсенче военрук пулса ĕçленĕ.
1949 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен районти çар комиссариатĕнче ĕçленĕ, анчах çур çултан чирлесе ӳкнĕ. Сывалсан Урхас Кушкăри вăтам шкула физкультура учителĕ пулма вырнаçнă. Çакăн хыççăн Хуракассинче кĕçĕн классене те вĕрентнĕ.
1974 çулта вара пĕлĕвне ӳстерме тĕв тытнă – Шупашкарти педагогика институтне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ, 1979 çулта (56-ра!) алла диплом илнĕ. Тĕрĕссипе, Матвей Семенович 1978 çултанпах тивĕçлĕ канура, апла пулин те ĕçсĕр лармасть ветеран. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх те, кайăк-кĕшĕк те тытать. Аслă вăрçăра пуç хунă ентешĕсене халалланă Çĕнтерӳ паркне пăхса тăрать, çĕнĕрен те çĕнĕ йывăçсем лартать. Аслă Çĕнтерӳ 60 çул тултарнă тĕле кунта 40 йывăç лартнă, халĕ вара 250 йывăç ӳсет. Паллах, паркăн лаптăкĕ те ӳссех пырать, 0,8 гектара çитнĕ. Çуркуннеччен Хуракасси ял хутлăхĕнчен парк лаптăкне ӳстерме ирĕк илесшĕн. Аслă Çĕнтерӳ 65 çул тултарнă тĕле парка тĕпрен тирпей-илем кĕртесшĕн. Выльăх-чĕрлĕх кĕрсе кайса йывăçсене кăшласран Матвей Семенович карта тытасшăн, хăй перекетлесе пынисенчен юписене те, сеткине те туяннă ĕнтĕ, ĕçне те хăех пурнăçлĕ.
Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă вăхăтра М.С.Соловьева Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденĕпе тата 10 медальпе наградăланă.
1978 çулта ăна «Ĕç ветеранĕ» ят панă. Матвей Семеновича РСФСР Çутĕç министерствин, çутĕçĕн профсоюз ĕçченĕсен, РСФСР Аслă шкулĕн тата наука учрежденийĕсен Хисеп грамотисемпе наградăланă. Çĕнтерӳ паркне уçнăшăн Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ грамота панă.
Мăшăрĕпе Валентина Якимовнăпа Матвей Семенович пилĕк ача çуратса ӳстернĕ. Халĕ вĕсен 10 мăнук, 5 кĕçĕн мăнук.
 
: 1056, Хаçат: 7 (841)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: