Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Валерий ПОРТНОВ: «РАÇÇЕЙ САМОЛЕЧĔСЕМ ЮТ ÇĔРШЫВĂННИНЧЕН ПĔРРЕ ТЕ КАЯ МАР»
Лайăш районне кĕрекен Столбище таврашĕнче пурăнакансем тахçанах ĕнтĕ мăнаçлă тимĕр кайăксем тӳпене шавлăн вĕçсе хăпарнине хăнăхнă, кунта «Казань» халăхсен хушшинчи аэропорт вырнаçнă. Тем пысăкăш самолетсем пĕрин хыççăн тепри тӳпене çĕкленеççĕ, пассажирсене кирлĕ çĕре çитереççĕ. Мĕнле хитре ӳкерчĕк: самолет вĕçсе хăпармалли полоса çинчен çĕкленет те çӳлтен çӳле хăпарса пĕчĕкленсе пырать, унтан куçран çухалать. Çав тимĕр кайăксене тӳпене çĕклеме пултаракан çынсем – летчиксем – маншăн яланах паттăртан та паттăр, ыттисенчен пачах уйрăлса тăракан çынсем пулнă. Хам журналист пулнă май чăн-чăн летчикпа курса калаçас ĕмĕт тахçанах пулнă-ха манăн. Гражданла авиаци тата Аэрофлот кунĕ умĕн ĕмĕте пурнăçлама май килчĕ: 30 çул самолетпа вĕçекен опытлă летчикпа В.П.Портновпа тĕл пултăмăр. Опытлă пилот халĕ «Татарстан» авиакомпанин генеральнăй директорĕ. Валерий Павлович авиакомпанин ĕçĕ-хĕлне те самолетăн тытăмне пĕлнĕ пекех лайăх чухлать, çавăнпа та республика пуçлăхĕсем ăна çак пысăк должноçа шанса панă чух пĕрре те иккĕленмен.
Çавăн пысăкăш компание ертсе пыракан пуçлăхăн ĕç кунĕ ирхине тул çутăличченех пуçланать те нумай чухне çурçĕр çитеспе кăна вĕçленет. Тата вĕçме те пăрахман-ха Валерий Павлович: час-часах пĕр-пĕр рейса тухасси уншăн яланхи тивĕç. Кун пек ĕç кунĕпе вăй хураканăн пушă вăхăт сахалли каламасăрах паллă, апла пулин те пирĕнпе курса калаçма вăхăт тупрех пысăк компание ертсе пыракан чăваш. Пирĕн ыйтусем çине хаваспах хуравларĕ.
– Валерий Павлович, эсир çуралса ӳснĕ Çĕмĕртлĕ ялĕ пысăк хуласенчен аякра вырнаçнă, асфальтлă çул та халь те çитеймен-ха унта. Çавна пула «тĕттĕм ял» теме те пулать ăна. Паллах, ĕнтĕ эсир ача чух пысăк самолетсем куллен курман. Летчик пулас шухăш хăçан çуралнă сирĕн тата аçăрпа аннĕр эсир кам пулассине пĕлсен хирĕç пулмарĕç-и?
– Шкулта вĕреннĕ чухнех çакăн пирки шутланă ĕнтĕ, уççăн кăна калаçман. Тен, Пӳлерти аэропортран Хусана кукурузникпе вĕçнĕ чух çуралнă-тăр çав шухăш, тен... Пĕрре тата шкулта чăн-чăн летчикпа, хамăр шкултанах вĕренсе тухнă Александр Андреевпа тĕлпулу ирттернĕччĕ. Ун хыççăн шухăш тата та çирĕпленчĕ пуль. Эпĕ шкул пĕтернĕ чухне 15 çулта çеçчĕ: те килте никампа хăварма çуккипе, те хамăн пит вĕренес килнипе – аттепе анне мана пиллĕкрех шкула янă. Шкул хыççăн вĕренме кĕрес терĕм – çул çитменнипе илмерĕç. Тепĕр çул Бугурусланри вĕçев училищине кĕтĕм, анчах нумай вĕренеймерĕм: мотоциклпа çапăнса урана хуçнипе чылайччен сипленме тиврĕ. Паллах ĕнтĕ, эпĕ сипленсе çитессе никам та кĕтсе тăмарĕ, документсене каялла илтĕм. Унтан Инçет Хĕвел тухăçĕнче хĕсметре тăтăм. Салтакран таврăнсан вара Саратов облаçĕнчи вĕçев училищине вĕренме кĕтĕм. Аттепе анне хирĕç пĕр сăмах та каламарĕç.
– Вĕçев училищинче вĕреннине аса илер-ха: йывăр пулнă-тăр вĕренме?
– Йывăр марччĕ, вĕренес килсе вĕренсен хуть ăçта та йывăр мар, ман шутпа. Малтан теори, кайран практика: вĕренекенĕн тунсăхлама вăхăт çук унта. Виçĕ çулта пиртен летчиксем хатĕрлерĕç.
– Летчикăн ĕç кунĕ мĕнрен пуçланать? Летчик мĕн чухлĕ ĕçленине мĕнпе виçеççĕ тата хăçан пенсие тухма пултарать вăл?
– Летчикăн ĕç кунĕ медтĕрĕслев иртнинчен пуçланать. Тухтăрсем çирĕп тĕрĕслеççĕ. Самолетăн экипажĕнчи çынсен рейса тухиччен пĕр сехет маларах ĕç вырăнĕнче пулмалла. Летчик мĕн чухлĕ вĕçнине сехетпе шутлаççĕ. 6000 сехет вĕçсен вĕрентекенсене 25 çул ĕçлесен хушса тӳленĕ пек летчиксене те хушса тӳлеççĕ. Вĕçме вара сывлăх çирĕп пулсан хуть хăçанччен вĕçме юрать. Летчиксем вĕт медкомисси урлă çулталăкра темиçе хутчен тухаççĕ, ку енчен питĕ çирĕп.
– Кăштах «Татарстан» авиакомпани çинчен каласа парсамăр. ТР транспорт тата çул-йĕр министрĕ Геннадий Емельянов сире генеральнăй директора çирĕплетнĕ чух авиакомпанири лару-тăру йывăрри çинчен асăннăччĕ: пĕлтĕр тупăш 2008 çултипе танлаштарсан 40 процент таран чакнине, пĕтĕмĕшле çухату 142 миллион тенкĕ пулни çинчен каланăччĕ. Сирĕн шутпа çакă мĕнпе çыхăннă, лару-тăрăва лайăхлатма пулать-и?
– Пĕлтĕр кризис çулĕ пулни пуриншĕн те паллă. 2009 çулта пире кăна мар, пур авиакомпание те йывăр пулчĕ. Кашниех çухату тӳсрĕ. Компани Боинг-737 самолетсемшĕн лизинг тата таможня тӳлевĕсем çине уйăхсерен нумай укçа ярать. Ман шутпа тăрăшсан лару-тăрăва лайăхлатма пулатех, ĕç калăпăшне те ӳстересшĕн. Енчен те 2010 çулта ытларах пассажир турттарайсан ку – пурнăçа кĕмелли задача. Хамăр та хытă тăрăшатпăр, Тутарстан Республикин Правительстви те пур енлĕн пулăшать.
– Авиакомпанире пурĕ миçе çын ĕçлет? Летчиксем çителĕклĕ-и тата вĕсен вăтам çулĕ?
– 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне компанире пурĕ 820 çын шутланса тăрать. Летчиксем хальлĕхе çитеççĕ. Шел пулин те, çамрăксем çукрах, летчиксен вăтам ӳсĕмĕ – 45 çул.
– Авиапаркра пурĕ миçе самолет тата мĕнлисем?
– Пирĕн пурĕ пилĕк Боинг-737, икĕ Ту-154, виçĕ Як-42, виçĕ Ту-134.
– Компани юлашки çулсенче ют çĕршыв самолечĕсемпе ытларах усă курма пуçларĕ. Вĕсем вĕр çĕннисем мар. Кивĕ самолетпа вĕçнинче хăрушлăх çук-и тата вĕсем пирĕн çĕршывра тунисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?
– Самолета палăртнă сехет чухлĕ вĕçсен тĕрĕслесе, юсасах тăраççĕ. Ăна вĕçеве тухиччен кашни деталĕ таран çирĕп тĕрĕслеççĕ. Çавăнпа та кунта ним хăрушши те çук. Юхăнса çитнĕ самолета никам та вĕçеве кăлармасть. Боингсен хăвăртлăхĕ пысăкрах.
– Апла пулсан Америка самолечĕсем пирĕннисенчен аванрах?
– Манăн хамăр çĕршывра тунисене те пĕрре те хурлас килмест, вĕсем те шанчăклăх енчен ют çĕршыв самолечĕсенчен пĕрре те кая мар, пачах тепĕр майлă: статистика кăтартăвĕсем тăрăх ирттереççĕ те. Конструкторсем вĕсене çирĕп тăвас тесе нумай тăрăшнă. Пĕртен-пĕр проблема – экономлă марри. Çакă вара конструкцирен мар, двигательсенчен килет. Двигательсем тăвассипе пирĕн анăçринчен каярах юлса пыраççĕ. Сăмахран, Раççейре тăвакан самолет сехетре 4-6 тонна топливо тăкаклать пулсан, Боинг – 3,5 тонна.
– Эсир малтан хамăр çĕршыв самолечĕсемпе вĕçнĕ, каярах – Боингпа, Челленджерпа. Ту-154 çинче экипажра тăватă çын – командир, иккĕмĕш пилот, штурман тата бортинженер. Боинг çинче вара икĕ пилот çеç. Апла-тăк самолета тытса пырассинче те уйрăмлăхсем пур?
– Боингсене цифрăллă комплекспа тивĕçтернĕ, компьютер енчен те пуянрах вăл. Бортинженерпа штурман ĕçне техника пурнăçлать унта. Анчах Боингсем çинче пилотсен ытларах ĕçлеме тивет, кунта технологи те, психологи те пачах урăхла. Ту-154 çинче, тĕслĕхрен, летчик двигателе тĕрĕс мар ĕçлеттерчĕ-тĕк, ăна бортинженер çийĕнчех тӳрлетет, курс йĕркерен тухма тăрсан – штурман хăй ĕçне тăвать. Боинг çинче вара йăлтах икĕ пилот мĕнле килĕштерсе ĕçленинчен килет. Хуть мĕнле техникăра та компьютерпа ытларах усă курни пулăшать кăна, паллах, анчах унпа ĕçлеме пĕлмелле.
– Америка самолечĕсемпе вĕçме ăçта вĕреннĕ эсир? Ют çĕршывра пилотсене хатĕрлес система Раççейринчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
– Канадăна кайсах та, Берлинра, Санкт-Петербургра вĕрентĕм. Летчиксене хатĕрлесси тĕпрен уйрăлса тăрать. Хамăр самолетсемпе вĕçме пире вăрахчен, питĕ тĕплĕ вĕрентетчĕç, летчикăн самолетăн пур системине те пĕлмелле. Анăçри вĕрентĕвĕн принципĕ – кĕске вăхăтра тата пилот мĕн пĕлмеллине кăна вĕрентесси. Вĕçнĕ чух мĕн-тĕр пăтăрмах сиксе тухсан пирĕн летчик мĕн пулса иртнине ăнланать, лару-тăруран тухас тесе ăнланса шухăшлать. Ют çĕршыв летчикне вара пĕр шухăшламасăр инструкцие пăхăнма вĕрентеççĕ темелле: çапла пулсан çав-çав кнопкăна пусмалла... Анчах та вĕсене опыт пурри нумай пулăшать. Ман шутпа пирĕн çĕршыври летчиксене хатĕрлес система та нимпе те япăх мар.
– Авиакомпанире ĕçлекенсен хушшинче чăвашсем пур-и?
– Çапла, чăвашсем те сахалăн мар ĕçлеççĕ кунта.
– Валерий Павлович, паллă кинора летчиксем: «Первым делом самолеты, ну а девушки потом», – тесе юрлаççĕ. Эсир те малтан вĕренсе пĕтерсе вĕçме пуçланă, унтан çемье çавăрнă. Сирĕн мăшăрăр та чăваш. Ăçта паллашрăр унпа тата çемйĕр çинчен те кĕскен каласа парсамăр?
– Мăшăрăмпа, Галина Ильиничнăпа, эпир Хусантах паллашнă. Пĕррехинче Çĕмĕртле кайсан хамăр ял хĕрĕн амăшĕ ун валли мĕн-тĕр парса ячĕ манран. Вăл хĕр общежитире пурăнатчĕ. Çав япалана леçме кайсан паллашрăм та Пăва районĕнчи Тинкешре çуралса ӳснĕ Гальăпа. Вăл шăпах пирĕн ял хĕрĕпе пĕрле пурăнатчĕ, çамрăк медсестра. Халĕ те хăйĕн юратнă ĕçĕпе ĕçлет, Хусанти пĕр больницăра аслă медсестра пулса вăй хурать. Эпир икĕ ывăл çуратса ӳстертĕмĕр. Асли, Александр, Хусанти Туполев ячĕллĕ техника университетне пĕтерчĕ, халĕ ĕçлет. Кĕçĕнни, Андрей, ман çулпа кайрĕ, кăçал Ульяновскри вĕçев училищине пĕтерет.
– «Сувар» хаçата вулакансем хушшинче çамрăксем, арçын ачасем те нумай. Тен, çак йĕркесене вуласан камăн-тăр пуçĕнче летчик пулас шухăш çуралчĕ. Мĕн сĕннĕ пулăттăр вĕсене? Летчик пулас тесен мĕнрен хатĕрленме пуçламалла? Ăçта вĕрентеççĕ пулас летчиксене?
– Летчикăн чи малтан сывлăхĕ питĕ çирĕп пулмалла, апла-тăк спортпа туслашмаллах. Çан-çурăма пиçĕхтермелле. Самолетпа вĕçмешкĕн Ульяновскра, Бугурусланра, Красный Кутра, Санкт-Петербургра вĕрентеççĕ.
– Сирĕн пурнăçри девиз еплерех?
– Вăй-хал пур чух пĕр чарăнми ĕçлемелле, усăллă ĕç тумалла.
– Валерий Павлович, сире Тутарстанра пурăнакан пур чăваш ятĕнчен профессиллĕ уяв – Гражданла авиаци тата Аэрофлот кунĕ ячĕпе саламлатпăр. «Татарстан» авиакомпание нумай çул хушши ертсе пырса çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тума ăнăçу сунатпăр. Эсир тата сирĕн ĕçтешĕрсем тӳпене çĕклекен самолетсем яланах çĕр çине çемçен анса ларччăр!
Валерий Павлович ПОРТНОВ
1956 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче Алексеевски (халĕ Аксу) районне кĕрекен Çĕмĕртлĕ ялĕнче вĕрентекенсен – Павел Ивановичпа Елизавета Николаевна Портновсен – çемйинче çуралнă. 1972 çулта Емелькинăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Инçет Хĕвел тухăçĕнче салтакра пулнă. 1977-1980 çулсенче Саратов облаçне кĕрекен Красный Кут хулинчи гражданла авиацин вĕçев училищинче вĕреннĕ, «Гражданла авиацин самолечĕсене вĕçевре эксплуатацилесси» специальноçпа хĕрлĕ диплом илнĕ. Каярахпа Хусанти А.Туполев ячĕллĕ авиаци институтне (КАИ) пĕтернĕ, «Авиаци двигателĕсем» специальность илнĕ.
1980 çултанпа самолетсемпе вĕçет: Ан-2, Л-410, Як-42, Боинг-737, Челленджер... Малтан иккĕмĕш пилот, каярах командир пулса. 2008-2009 çулсенче Валерий Павлович «Татарстан» авиакомпанин генеральнăй директорĕн çумĕ тата вĕçев службин директорĕ пулса ĕçленĕ. 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчен – генеральнăй директор. В.П.Портнов ТР транспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ăна «Хусанăн 1000 çуллăхĕ» медальпе тата «Гражданла авиацие 85 çул» паллăпа наградăланă.
 
: 1206, Хаçат: 7 (841)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: