Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнĕ çул хыççăн йăлана кĕнĕ пекех çынсене хаксем, ÇКХ тӳлевĕсем ӳсни кĕтет. Кăçалхи бюджет дефицитлă пулнине кура кĕтмен «парнесем» ытларах та пулчĕç. Бюджета кĕрекен тупăш тăкаксенчен сахалрах пулни РФ Финанс министерствине куç хупса тенĕ пек çĕнĕ закон йышăнма хистерĕ. Мĕншĕн патшалăх пошлинисен калăпăшне ӳстерес мар? Çитменнине улшăнусем 2002 çултанпах пулман. Халăх яланах чăтнă, хальхинче те чĕнмĕ. Паллах, çĕнĕ улшăнусене РФ, ТР экономика министерствисем хирĕç тăма пăхрĕç, анчах тараса çинче Финанс министерствин сăмахĕ йывăртарах пулчĕ.
Патшалăх пошлинисен калăпăшĕ ӳсни пирки ТР экономика министрĕ Марат Сафиуллин журналистсемпе тĕл пулсан çапла каларĕ: «Финанс лару-тăрăвне «сыватнă» чухне пур тытăну та лайăх. Анчах çавах та пит пысăк улшăнусемех пулмаççĕ. Пошлинăсене кăштах ӳстернипех республика бюджетне 300 миллион тенкĕ кĕрет. Федераллă бюджета вара Тутарстанран ку майпа 700-800 миллион тенкĕ каять. Патшалăх пошлинисен калăпăшне ӳстерме Раççей Федерацийĕн Финанс министерстви йышăннă. Çак сферăра индексаци чăнах та 2002 çултанпа пулман. Патшалăх пошлинисен калăпăшне ӳстерни тĕрлĕ шайри бюджетсене пурĕ 30 миллиард тенкĕ тупăш кӳрет, унăн çурри федераллă бюджета çакланать. Иртнĕ çулта Тутарстан Республикинче тĕрлĕ тӳлевсемпе 450 миллион тенкĕ пуçтарăннă. 2010 çулта 590 миллион тенкĕ пухма палăртнă. Паллах, ку цифрăна питĕ асăрханса палăртнă, вăл йăлтах кризис хыççăнхи экономикăри лару-тăруран килет. Паллах, пошлинăсем ӳсни обществăра ĕçлĕх активлăхне чакарма пултарать. Çак задачăсене ТР Президенчĕн Минтимер Шаймиевăн Хушăвĕпе Правительствăн татса пама тӳр килет. Экономика ӳсĕмĕ пултăр тесен май килнĕ таран тарифсем ӳсессине чарса пымалла. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр пĕчĕк тата вăтам бизнесшăн налог ставкисене чакарни вĕсен ĕç активлăхне аванах ӳстерчĕ, ку вара хăйне май бюджета та хушма тупăш пачĕ».
Çĕршывра кризис – вăхăтлăх йывăрлăхсене ăнланмалла; кризис хыççăнхи лару-тăру йывăр – чăтмалла, экономикăна ура çине тăма пулăшмалла – халăх, пар укçа. Анчах хăçанччен халăха вăл хăй мĕнпе пурăннине ыйтса пĕлмесĕр ĕне сунă пек сума пулать-ши? Раççей гражданинĕ пулнипе мăнаçланас килет, патшалăх пирĕн интерессене хӳтĕлет тесе мухтанас килет – çыншăн ку норма пулмалли япала. Анчах халăхăн пурнăç шайĕ чухăнлăх чиккинче тăни тарăхтарать. Раççей гражданĕсен ытларах пайĕ вăтам шая та çитеймест вĕт. Тарифсемпе пошлинăсене ӳстерме шутланă-тăк, апла ĕç укçин ставкисене те ӳстермелле. Вăтам ĕç укçи илекен те паянхи хаксемпе аран-аран вĕçрен-вĕçе çитерсе пырать. Урăхла мĕнле пултăр-ха, енчен те пирĕн законсем пулса çитмен-тĕк, вĕсем вăя кĕнĕ хыççăн тин çитменлĕхсем яр уççăн курăнаççĕ. Çапла ĕçлеççĕ пирĕн депутатсем. Пĕррехинче ведомствăсен хушшинчи пĕр коллегире пĕр депутат каланине ĕмĕрлĕхех аса илсе юлтăм. Лартнă ыйтупа пакăлтатнă хыççăн вăл юлашкинчен: «Эпĕ манман-ха мана депутата халăх суйласа лартнине», – тесе хучĕ аллине çӳлелле кăтартуллăн çĕклесе. Манма та пултаратăп тениех пулчĕ ку.
Вăт çапла. Хальхинче те акă бюджет дефицитне хупламашкăн çĕнĕ закон шутласа кăларчĕç. Раççей гражданĕсен виççĕмĕш пайĕ ĕç укçи пурăнмалли минимум чухлĕ кăна илни ним те мар.
2010 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев «Патшалăх пошлинисен тӳлевĕ ӳсни çинчен» Раççей Федерацийĕн законĕ РФ Налог кодексне улшăнусем илсе кĕни çине алă пусрĕ. Унпа килĕшӳллĕн 200 яхăн патшалăх пошлини ӳснĕ. Тĕслĕхрен, техтĕрĕслев талонĕ 30 тенкĕрен 300 тенке çитнĕ, техпаспортшăн вара малашне 100 тенкĕ вырăнне 500 тенкĕ кăларса пама тивет. Автомобиле регистрацилесе патшалăх номерĕсем илме 1500 тенкĕ тӳлемелле пулать, ĕлĕк 400 тенкĕ параттăмăр. Ют çĕршыв паспортне илессишĕн 400 тенкĕ тӳленĕ-тĕк, халĕ 1000 тенкĕ пама тивет. Юридически сăпат йĕркелесе яма 4000 тенкĕ, харпăр сăпатшăн 800 тенкĕ тăкакланмалла пулать. Çавăн пекех судсене тавăç парас хаксем те улшăнаççĕ. Куçман пурлăха регистрацилесси ахаль çынсемшĕн 500 тенкĕрен 1000 тенке, организацисемшĕн 7500 тенкĕрен 15000 тенке çитнĕ. Пĕрлехи харпăрлăхра çĕр пайне регистрацилесси кăна улшăнмасăр юлнă – 50 тенкĕ. Раççей Федерацийĕн, регионсенчи патшалăх влаçĕн органĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем вара патшалăх пошлинисене тӳлессинчен хăтăлаççĕ.
 
: 1233, Хаçат: 7 (841), Категори: Экономика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: