Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççейре ытти регионсемпе танлаштарсан Тутарстан информатизаци енĕпе патшалăх пулăшăвĕ кĕртессипе – «Электронное правительство» тата ытти виртуаллă çăмăллăхсем – пуринчен малтан ĕçлеме пуçланă. Тутарстанри 100 процентлă цифрăллă çыхăну сечĕ пĕтĕм çĕрте ĕçлет темелле. Анчах та республикăра пурăнакансенчен нумайăшĕ компьютерпа усă курма пĕлмест. Çавăнпа та ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов пуçарнипе халăха компьютерпа тата Интернетпа усă курма вĕрентмешкĕн Патшалăх программи хатĕрленĕ.
Çак программăна чи пĕрремĕшсенчен пĕри «Таттелеком» компани ырланă, ĕçлеме пуçланă. Республикăри кашни районти «Таттелеком» филиалĕнче компьютер класĕсем уçăлмалла. Унта кирек кам та тӳлевсĕр майпа компьютерпа усă курма вĕренме пултарать.
Пĕрремĕш класс – тĕслĕхлĕ проект – февралĕн 3-мĕшĕнче Тури Услон районĕн çыхăну уйрăмĕнче уçăлчĕ.
Почта начальникĕ Людмила Ибряйчева каланă тăрăх, почта уйрăмĕ çумĕнче регистраци палати вырнаçнă пулнă. Вĕсем урăх вырăна куçнă хыççăн пысăк пӳлĕм пушаннă, çавăнта компьютер класĕ тума шутланă. Унта хальлĕхе икĕ ушкăн вĕренет.
– Миçе çулти çынсем пĕлӳ илмешкĕн çӳреççĕ? – кăсăклантăм эпĕ вăтам çулти çынсем компьютерсем умĕнче ларнине курса.
– Тĕрли пур. Пĕр ушкăнра вунă çын. Вуннăшĕнчен пиллĕкĕшĕ пенсирисем, тата пиллĕкĕшĕ социаллă сферăра ĕçлекенскерсем. Сăмахран, акă виççĕшĕ ача сачĕн воспитателĕсем, – хуравлать Людмила Александровна кашнине ятран, хушаматран пĕлекенскер.
– Миçе сехет вĕренеççĕ вара?
– Кунне икĕ сехет уйăрнă.
– Çителĕклĕ-и? Е çынсем пушанайманнипе çавăн пек тунă-и?
– Çыннисем хаваспах темиçе сехет хушши компьютер умĕнче ларма хатĕр те, вĕрентекеннине программа тăрăх пурĕ çирĕм сехет çеç панă. Эпĕ вĕсене чармастăп, пӳлĕме уçса паратăп та, хăйсемех аппаланса лараççĕ. Тĕрĕссипе, вĕрентнине çирĕплетеççĕ. Маннине кӳршĕ-аршинчен ыйткалаççĕ.
– Вĕрентме йывăр мар-и? Уйрăмах пенсие тухнисем вĕреннине хăвăрт манни çинчен калаççĕ? – ыйтрăм эпĕ вĕрентекенрен.
– Вĕсем манма мар, кашни сăмаха «çăтса» пыраççĕ. Тĕлĕнмелле. Кунта ĕç çукран вăхăта ирттерме килнĕ çынсем мар вĕт, пĕлес, вĕренес тесе çӳреççĕ, – тет Камила Джульбекова вĕрентекен.
Камила Владимировна та почта уйрăмĕн ĕçлекенĕ иккен. Ăна малтан хăйне те «Таттелеком» вĕрентнĕ, унтан килĕшӳ туса халĕ халăха пĕлӳ парать.
– Хăçанччен вĕрентме май пур сирĕн çакăн пек майпа?
– Вĕренес текен çынсем пĕтиччен, – хуравларĕ «Таттелеком» УАО генеральнăй директорĕн çумĕ Владимир Вандюков. – Мĕн чухлĕ нумайрах çынна вĕрентетпĕр, çавăн чухлĕ нумайрах абонентсем пулаççĕ пирĕн компанин. Вĕсем компьютерпа усă курма кăна мар, Интернетпа çыхăнма та вĕренеççĕ.
Компьютерсем умĕнче ларакан вăтам çулхи çынсенчен чи куçа курăнаканни сухаллă-мăйăхлă арçынпа шурă çӳçлĕ хĕрарăм пулчĕç. Вĕсем патне пырса калаçмасăр чун чăтмарĕ.
Владимирпа Людмила Гурьяновсем пулчĕç кусем. Мăшăрсем. Володя пичче çитмĕл иккĕрен иртнĕ, связист пулса ĕçленĕскер компьютер мышкине унталла-кунталла хăвăрт та ăста кăна куçаркаласа ларать. Люда аппа та утмăл саккăрпа пыраканскер, клавиатура çинчен куçне илмесĕр тем пичетленĕ пек тăвать. Вăл та хăй вăхăтĕнче программист пулса ĕçленĕ.
– Вăй патăр сире, – тесе пырса тăтăм мăшăрсем умне. – Питĕ кăсăкланса ĕçлесе ларатăр эсир. Питĕ интереслĕ-и?
– Интереслĕ кăна-и, эпир тахçантанпах çак «машинăпа» усă курма вĕренес тетпĕр, – хуравлаççĕ Гурьяновсем.
– Килте компьютер пур-и вара?
– Пур. Ăна туянас тесе пенси укçине пуçтарса пытăмăр та Çĕнĕ çула хамăра парне турăмăр. Пĕр уйăх ĕçлемесĕр ларчĕ. Халĕ вара ун умĕнчен пăрăнмастпăр.
– Миçе кун вĕренетĕр-ха?
– Паян виççĕмĕш! Э, пире виç кунта та тем чухлĕ пĕлӳ параççĕ. Эпĕ «Одноклассники» сайта та кĕме пĕлетĕп ĕнтĕ, – тет савăнса Володя пичче.
– Мана сахалрах вăхăт юлать çав ун хыççăн. Халĕ вăл туртма та тăрсан-тăрсан çеç тухма пуçларĕ, – чăтаймарĕ кинеми те.
– Ăçтан пĕлтĕр-ха эсир кун пек майпа вĕренме пултарнине?
– Район хаçатĕнче пĕлтерӳ вуларăмăр та çав кунах вĕренме килесси çинчен пĕлтертĕмĕр.
– Эх, эсир пĕлетĕр-и, манăн ĕмĕтĕм халĕ пурнăçланать ĕнтĕ. Эпĕ Морзе азбукипе ĕçленĕ, манăн пĕтĕм хулара тенĕ пек юлташсем пур. Вĕсем çинчен халĕ ним мар пĕлме пултаратăп ĕнтĕ. Уйрăмах Америкăрине питĕ тупас килет.
Çапла, вĕренме нихăçан та кая мар. Ват çынсем каланă тăрăх, çамрăксенчен пĕрре те юлмалла мар. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çавăнпа та вăхăтпа пĕр тан утмалла.
Гурьяновсем.
Гурьяновсем.
 
: 1163, Хаçат: 7 (841)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: