Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧИСТАЙ. Культурăна аталантарас енĕпе 2009 çулта иртнĕ республика конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна Чистай районĕ çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш – Анат Кама, виççĕмĕш вырăна Саба районĕсем тухнă. Куçакан вымпела тата 150 пин тенкĕлĕх сертификата чистайсене ТР Премьер-министрĕн çумĕ З.Валеева ТР Культура министерствин коллегийĕнче панă.
ÇЫРЧАЛЛИ. Ветерансен госпитальне Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне тĕпрен юсаса пĕтерме 100 миллион тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 70 миллионĕпе çурта реконструкцилĕç, ытти 30-шĕпе медоборудованипе сĕтел-пукан туянĕç.Укçа çывăх вăхăтра çитмелле. Юсав хыççăн госпитальте икĕ вырăнлă, хăтлă, çав шутра коляскăпа çӳрекен инвалидсемшĕн те меллĕ палатăсем пулĕç. Госпитале Çĕнтерӳ кунне ĕлкĕртес тĕллевпе строительсем виçĕ сменăпа ĕçлеме тытăнаççĕ.
АНАТ КАМА. Аслă Афанасово ялĕнчи Культура çуртĕнче районти ял çамрăкĕсен I форумĕ иртнĕ. Пысăк мероприятие кунта ирттерни пĕр ахаль мар, мĕншĕн тесен юлашки çулсенче шăпах çак ялăн çамрăкĕсем общество пурнăçне хастар хутшăнни палăрать. Тĕслĕхрен, иртнĕ çулталăкра вĕсем питĕ нумай мероприяти йĕркеленисĕр пуçне вырăнти ял хутлăхĕсен хушшинче иртнĕ «Сывлăх» спартакиадăн кĕмĕл призерĕ пулнă, ялти боксерсем республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă.
Çамрăксен форумне пĕтĕмлетнĕ май, ăна йĕркелекенсем кун пек тĕлпулусем çамрăксене çеç мар, аслисене те кирлине, çамрăк ăрупа аслă ăру йывăрлăхсене пĕрле татса пама пултарнине каланă.
ЕЛАБУГĂРА «Студентсем – ачасене» акцие пĕтĕмлетнĕ. Икĕ уйăха тăсăлнă акци вăхăтĕнче судентсем ача сачĕсене юсанă. Обществăлла ĕçсем валли уйăрнă укçана çакăн пек майпа перекетлĕн тăкаклама район ертӳçи И.Гафуров сĕннĕ-мĕн. Акцие пурĕ 150 ытла студент хутшăнса 20 ача садне юсанă. Юсав ĕçĕсен графикне учрежденисен ĕç режимне пăхса хатĕрленипе воспитанипе вĕренӳ процесĕ пĕр куна та чарăнман.
МЕНДЕЛЕЕВСК. Патшалăх ĕç инспекцийĕн инспекторĕсем «Л.Е.Карпов ячĕллĕ химзавод» УАОна тĕрĕсленĕ хушăра ĕç законодательствине пăснă тĕслĕхсене асăрханă. Тĕслĕхрен, предприятире харпăр хӳтлĕх хатĕрĕсемпе усă курмалли правилăсем çинчен инструктаж ирттермен, ĕçлекенсенчен хăшĕ-пĕри медицина тĕрĕслевĕ иртмен тата ытти те. Çапла майпа должноçри 11 çынна административлă явап тыттарнă, пурĕ 12500 тенкĕ штраф тӳлеттернĕ.
ТЕЧЧĔ районĕн обществăлла канашĕ общество пурнăçĕн чи çивĕч ыйтăвĕсене çĕклет: хула пасарĕнче суту-илӳ тăвасси, медицина пулăшăвне лайăхлатасси, транспортпа тивĕçтересси, çамрăксемпе ĕçлесси тата ытти те. Пĕлтĕр 8 уйăхра канаш ултă лару ирттерсе районăн социаллă экономика аталанăвĕн чи çивĕч ыйтăвĕсене халăхпа сӳтсе явнă. Унăн кăçалхи тĕллевĕ – халăха тивĕçтерекен услугăсен пахалăхне, экологие лайăхлатасси, ĕç укçине ӳстересси, наркоманипе алкоголизма чакарасси тата ытти те.
 
: 1064, Хаçат: 7 (841), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: