Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ кĕçнерникун Хусан Кремлĕнче «ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ» коммерцилле мар организацин Попечительсен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Канашăн председателĕ, ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев ирттерчĕ. Çавăн пекех ларăва ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин, республикăри министерствăсемпе муниципаллă йĕркеленӳсен ертӳçисем, Президент Аппарачĕн ĕçченĕсем, Министрсен Кабинечĕн, Патшалăх Канашĕн, пысăк предприятисемпе банксен ертӳçисем хутшăнчĕç. Тĕп ыйту – фондăн 2009 çулта пурнăçланă ĕçĕсене пăхса тухасси тата 2010 çул валли задачăсем лартасси.
Фондăн ĕç тăвакан директорĕ Талгат Абдуллин каланă тăрăх, социаллă ипотека программи ĕçлеме пуçланăранпа пурĕ 2,98 миллион тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, çынсем 44423 хваттер илнĕ. 2009 çулта 805 пин тăваткал метр çурт тунă, кăçал вара 753 пин тăваткал метр (11600 хваттер) хута яма палăртнă.
Минтимер Шарипович социаллă ипотека программине пысăк хак пачĕ, ун пек программа Раççейĕн урăх пĕр регионĕнче те çуккине каларĕ. Программа республикăри кашни çемьене хваттерлĕ тăвиччен ĕçлессе шантарчĕ. ТР Президенчĕ мартăн 26-мĕшĕнчен Патшалăх çурт-йĕр фончĕн Попечительсен Канашне Рустам Минниханова ертсе пыма сĕнчĕ.
Çав кунах ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствинче çак темăпах журналистсем валли пресс-конференци иртрĕ. Унта социаллă ипотека программинчи улшăнусемпе паллаштарчĕç. Февралĕн 3-мĕшĕнче ТР Министрсен Кабинечĕ «Республикăра патшалăх тĕревĕ парса çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе Министрсен Кабинечĕн хăш-пĕр постановленийĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 53№ Постановлени йышăннă. Унпа килĕшӳллĕн 2010 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен нормативран ытларах лаптăклă хваттер туянас тесен ытлашши метрсемшĕн 1,5 хут ытларах тӳлемелле пулать (халь 1,3 хут). 2009 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче тухнă Попечительсен Канашĕн Йышăнăвĕнче каланине те пăрахăçланă: халĕ социаллă ипотека программипе çурт-йĕр иличчен пурăннă хваттерĕн лаптăкне шута илмеççĕ. Тĕслĕхрен, виçĕ çынран тăракан çемье 14 тăваткал метрлă пӳлĕмре пурăнать тейĕпĕр. Пӳлĕм харпăрлăхра. Виçĕ çыннăн нормативĕ – 54 тăваткал метр (çын пуçне 18-шар метр). Постановленипе килĕшӳллĕн норматив çумне тата 20 процент чухлĕ лаптăк хушма юрать. Социаллă ипотека программипе çемьене 63 тăваткал метрлă хваттер лекнĕ тейĕпĕр. 54+20 процент (10,8 тăваткал метр) = 64,8. Халиччен çемьен, хăй пурăнакан пӳлĕме шута илнĕрен, çĕнĕ хваттерĕн 40 тăваткал метрĕшĕн çеç йӳнĕрех хакпа тӳлемеллеччĕ, 23-шĕшĕн – 1,3 хут хаклăрах хакпа. Çĕнĕ Постановленипе асăннă çемьене хваттер пĕтĕмпех йӳнĕрех хакпа лекет (халь Тутарстанра социаллă ипотекăпа парăнакан çурт-йĕрĕн пĕр тăваткал метрĕ 22000-23100 тенкĕпе танлашать).
Телее, 2009 çулхи мартăн 3-мĕшĕнчи Йышăну пурнăçланмарĕ. Тĕрĕссипе унăн саккунлă вăйĕ те пулман, ТР Министрсен Кабинечĕ çийĕнчех Постановлени йышăнман. Программăна хутшăнакансем тĕрлĕ инстанцисене, çав шутра ТР Президенчĕ патне те, çырусем çырнипе, хаçатсенче статьясем тухнипе, телевиденире передачăсем хатĕрленипе çак ыйтăва уçăмлатма май килнĕ. Ара, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенĕн ытлашши тӳлеме укçа ăçтан тупмалла? Унччен пурăннă лаптăксене шута илсе хисепленĕ тӳлевсене çĕнĕлле шутлама хушнă (перерасчет). Талгат Абдуллин каланă тăрăх, фондăн çынсене 170 миллион тенкĕ таран тавăрса памалла.
 
: 1126, Хаçат: 7 (841)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: