Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Январь вĕçĕнче РФ промышленность тата суту-илӳ министрĕ Виктор Христенко Патшалăх Думинче министерство ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Ун сăмахĕпе, хăш-пĕр отрасльсенче хальлĕхе питĕ йывăр лару-тăру. Çапах та вĕсем кăçалтан палăрмаллах çĕкленме пултараççĕ. Çитес çур çулта сертификаци хыççăн хамăр çĕршыври авиапром çĕнĕлĕхĕсем коммерциллĕ суту-илӳ пуçланмалла. Сăмах Sukhoi Supetjet 100 самолет çинчен пырать. Кунсăр пуçне тата кăçал кĕркуннесенче автопром та «пуçне çĕклĕ». Кризиса пула машина илекенсен шучĕ самаях чакнипе вĕсем шар курнă.
Автопром
Пĕлтĕр кризиса пула пĕтĕм тĕнчипе машина сутассин шучĕ чакнă, Раççее вара тата та хытăрах лекнĕ темелле. Кăтартусем тăрăх, 2009 çулта çĕнĕ машина сутасси икĕ хут чакнă. Министр сăмахĕпе, машинăсене патшалăх сутăн илмен пулсан е кредитпа туянма май пулман пулсан, ĕç-хĕл тата та йывăртарах пулатчĕ.
Çаплах ун шухăшĕпе, 2015 çулта çăмăл машина сутасси самаях ӳсĕ, 3,2-3,5 миллион машина таранччен сутăнĕ.
Çакăн пек тĕллевсем лартмашкăн власть тахçанах шутласа хунă. 2020 çула çитиччен агропром аталанăвĕн программине февралĕн 25-мĕшĕнче иртекен Правительство ларăвĕнче икĕ альянс пирки сӳтсе явмалла-мĕн. Вĕсенчен пĕрисем – Renault-Nissan тата «АвтоВАЗ». Иккĕмĕш альянс пирки хальлĕхе министр пĕлтересшĕн пулмарĕ-ха.
Промышленноçпа суту-илӳ министерствинче халиччен виçĕ компани – Hyundai-Kia, General Motors (GM) тата Fiat çинчен çеç сăмах хускаткаланă.
Сăмахран, Fiat Sollers компанипе пĕрлешме пултарать, GM – «ГАЗпа», Hyundai-Kia «Ижавтопа», «Автотормпа», «Тагазпа» е пуринпе те.
Киввине илеççĕ!
Отрасле пулăшасси пирки каласан, Виктор Христенко кивĕ машинăсене ĕçе ямалли программа çинчен те аса илтерчĕ. Тĕслĕхлĕ проекта кăçалхи мартăн 8-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 1-мĕшĕччен ĕçлесе пăхма палăртса хунă. Правительство ун валли 11 миллиард тенкĕ укçа уйăрнă.
Влаçрисен планĕ тăрăх, кашни çын хăйĕн вунă çултан аслă кивĕ машинине ĕçе яма парса çĕнĕ машина туяннă чухне 50 пин чухлĕ йӳнерех илме пултарать. Çĕнĕ машина, паллах, хамăр çĕршывра пуçтарса кăларни пулмалла.
Çак программăна 400 автомобиль дилерĕсем тата 50 яхăн кивĕ машинăсене ĕçе яракансем пурнăçласа пымалла.
Министр сăмахĕпе, программăпа ĕçлекен дилерсене Промышленноçпа суту-илӳ министерстви мар, машина туса кăларакан компанисем суйлаççĕ. Вĕсемех пĕтĕм ĕçшĕн явап тытаççĕ.
Суту-илӳ çĕкленмелле
– Пĕтĕмĕшле илсен, Раççейре кризиса пула суту-илӳ питĕ начар пырать-ха. 2009 çулта суту-илӳ çаврăнăшĕ 5 процента çити чакнă, вак суту-илӳ тупăшлăхĕ те 2009 çулхи тăхăр уйăхра 2,6 процент çеç пулчĕ, – терĕ Виктор Христенко.
2010 çулта пĕлтĕрхипе танлаштарсан майĕпен пулсан та, тупăшлăх ӳсессе кĕтет министр. Çаплах вăл февральтен Раççейре суту-илӳ çинчен закон вăй илесси пирки те аса илтерчĕ. Çавăнпа та малашне Промышленноçпа суту-илӳ министерстви суту-илӳ ĕçĕ-хĕлĕ закона пăхăнса ĕçленине, çитменлĕхсене пăхса, сăнаса тăрасси çинчен каларĕ.
– Суту-илӳ çинчен закон тухни патшалăха тавар хакне йĕркелесе пыма ирĕк парать, – тесе вĕçлерĕ министр.
 
: 1064, Хаçат: 7 (841)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: