Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Февралĕн 10-мĕшĕнче Хусан Кремлĕнче ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев Потребительсен прависене хӳтĕлессипе тата çын ырлăхĕшĕн сферăсенчи надзорăн федераллă службин ертӳçипе Геннадий Онищенкăпа тĕл пулчĕ. Ĕçлĕ тĕлпулура вĕсем халăха инфекци чирĕсенчен профилактика тунă вăхăтра, потребительсен прависене хӳтĕленĕ, рынокне аталантарнă чухне федераципе республика структурисем çак ĕçсене закона пăхăнса пурнăçланине пĕрле тĕрĕслесе пымалли пирки калаçрĕç. Минтимер Шаймиев 2013 çулта Çуллахи универсиада çĕршыври тата халăхсен хушшинчи стандартсемпе ирттĕр тесен Роспотребнадзор специалисчĕсем мĕн кирлине йăлт пурнăçласса шанса тăни пирки пĕлтерчĕ.
Тутарстан Республики 2010 çулта ракпа чирлисене лайăх медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин федераллă программине кĕнĕ. Кун пирки ТР Сывлăх сыхлав министерствин коллегийĕнче ведомство пуçлăхĕ Айрат Фаррахов пĕлтерчĕ. Коллеги ĕçне ТР Премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Равиль Муратов, Раççейĕн тĕп санитари тухтăрĕ Геннадий Онищенко хутшăнчĕç. Тĕллевлĕ программăн тĕп тĕллевĕ – нацин шыçă центрне тата ядерлă медицина центрне туса хурасси. Ку çул «Сывлăх» нацпроектпа Тутарстана пурĕ 1 миллиард тенкĕ куçарма палăртнă.
Ку эрнере Мускавра Тутарстан Республикипе Наукăпа техника сферинче пĕчĕк предприятисене аталанма пулăшассин фончĕ хушшинче килĕшӳ çирĕплетнĕ. «Идея» технопарк пĕлтернĕ тăрăх, килĕшӳ пĕрлехи программăсем хатĕрлесе вĕсене пурнăçлассипе çыхăннă. Тутарстанра пысăк промышленность предприятийĕсем валли наукăпа тĕпчев ĕçĕсем илсе пыракан пĕчĕк инноваци компанийĕсене республика экономикин тĕп никĕсĕпе – промышленность предприятийĕсемпе, банксемпе, финанспа инвестици организацийĕсемпе ĕçлеме килĕшӳ çирĕплетнĕ енсем пулăшса пырĕç.
Иран ислам республикипе Тутарстан чылай облаçсенчи хутшăнусене çирĕплетме шутланă. Кун пирки Минтимер Шаймиевпа Иранри культура революцийĕн аслă канашĕн членĕпе Хасан Рахимпур Азгади профессорпа тĕл пулнă хыççăн паллă пулчĕ. ТР Президенчĕн сăмахĕсемпе, ĕлĕкрех Иранпа пĕр хутшăну та пулман, халĕ тĕлпулусемпе калаçусем чи çӳллĕ шайра иртеççĕ, наука, культура, экономика сферисенче ĕçлĕ çыхăнусем çирĕпленсех пыраççĕ. Тутарстан Ирана «КамАЗ» автомобильсене пуçтарма явăçтарса вĕсен рынокне тухма, Иранра нефть тирпейлессин индустрине хутшăнма ĕмĕтленет.
Февралĕн 11-мĕшĕнче ТР Культура министерствинче республикăри Халăхсен ассамблейин отчетпа суйлав Конференцийĕ иртрĕ. Пухăва хутшăнакансем пĕрлешĕвĕн ертӳçи пулма çĕнĕрен Ф.Мухаметшина суйларĕç. Унăн çумĕсенчен пĕри – чăваш автономийĕн пуçлăхĕ К.Яковлев.
 
: 1128, Хаçат: 7 (841), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: