Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Февралĕн 6-мĕшĕнче Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çурт-йĕр тăвакан «ТУС» ХАО генеральнăй директорĕн Н.Ф.Угасловăн призĕсемшĕн уçă кĕрешӳ турнирĕ иртрĕ. Унта 1992-2000 çулхи ачасем виçĕ виçе категорийĕнче хутшăнчĕç. Турнирта вăй виçнĕ 125 ача ку районти Аслă Аксу, Çĕнĕ Йĕлмел, Матак, Тутар Паснапуç, Кĕçĕн Чăнлă, Хулаçырми ялĕсенчен, Ульяновск облаçĕнчи Нагаткино, Улхаш, Ульяновск хулинчен, Чăваш Енри Çĕнĕ Шупашкар хулипе Елчĕк ялĕнчен килнĕ. Уява Çĕпрел муниципаллă район администрацийĕн пуçлăхĕ Т.Д.Нагуманов, унăн çумĕ А.В.Шадриков, çурт-йĕр тăвакан «ТУС» ХАО генеральнăй директорĕ Н.Ф.Угаслов, регионсем хушшинчи «Кĕрешӳ» федерацийĕн президенчĕ В.П.Васильев, «Аксар» студи директорĕ А.В.Иванов, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ В.П.Нагорнов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Хулаçырми каччи, темиçе хутчен çĕнтерӳçĕ пулнă Юрий Мугин, уяв ялавне çĕклерĕ.
«Сивĕ февраль уйăхĕнче иртекен кĕрешӳ турнирĕсене çулсерен хутшăнакан ачасен шучĕ ӳссе пыни савăнтарать, – терĕ Çĕпрел район администрацийĕн пуçлăхĕ Т.Д.Нагуманов. – Спортпа туслă ачасенчен кăна чăн-чăн çынсем ӳссе çитĕнеççĕ. Ачасем хавхаланса хутшăннине курса турнира йĕркелекенсене тав тăвас килет, чăн малтан, паллах, Н.Ф.Угаслова. Вăл тăван ялĕнче чăваш кĕрешӳ турнирĕ ирттерсе хăйне çуралнă кунĕпе парне тăвать». Вăл Николай Федоровича çуралнă кунĕпе саламларĕ, физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк хушăм тунăшăн, çамрăк ăрăва патриотла воспитани панăшăн тав çырăвĕ пачĕ. Çавăн пекех çырăва регионсем хушшинчи «Кĕрешӳ» федерацийĕн президенчĕ В.П.Васильев тивĕçлĕ пулчĕ. «Ăнăçуллă тытăçусем сунатăп, вăйлисем çĕнтерччĕр!» – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
«Паян пирĕн ялта – спорт уявĕ. Ачасем! Çĕр çинче пур япала та пĕчĕкрен тытăнать. Ялта ырă, сывлăхлă пурнăç йĕрки аталанса пынишĕн савăнатăп. Сиртен пурте спорт мастерĕсемпе чемпионсем пулмасан та паянхи кун эсир сывлăхлă ӳсни паха. Пирĕн шкул ячĕ район, республика, Раççей шайне тухса историе кĕрсе юласса шанатăп. Лайăх вĕренсен, спортпа туслă пулсан, аçăр-аннĕрсене итлесен сирĕн веçех ăнса пырĕ. Хăçан-тăр эпир те çаплах пуçланă», – терĕ Н.Ф.Угаслов.
Кĕрешӳ олимпиада системипе пычĕ (пĕрре выляса ярсан тухса ӳкет). Çав вăхăтрах урамра хоккей площадкинче Ульяновск облаçĕнчи Çĕнĕ Никулинăри аслă çулхи хоккеистсем хулаçырмисемпе вылярĕç. Урамра та, шкул спортзалĕнче те кĕрешӳ хĕрӳ пычĕ. Тренерĕсем хăйсен вĕренекенĕсене хавхалантарса пулăшса тăраççĕ. «Лайăх хăнăху илнĕ ача кĕрешӳре суранланмасть, вăл меллĕ ӳкме пĕлет, хирĕç кĕрешекенĕн хăтланăвĕсене туйса хусканусем тăвать», – каласа парать Матак шкул ачисен тренерĕ В.П.Мердеев эпĕ ачасем суранланасран сехĕрленсе ларнине курса. Чăваш Енри Елчĕк ялĕнчен вăй виçме килнĕ 17 йĕкĕт те çĕнтерес ĕмĕтпе çунатланнă. Г.В.Адюков тренер вĕрентсе каланă сĕнӳсене итлесе кавир çине тухаççĕ. Ачасен ăсталăхне тытăçу хаклать. Командăсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Аслă Аксу ял кĕрешӳçисем, иккĕмĕш – матаксем, виççĕмĕш – Çĕнĕ Йĕлмел ачисем йышăнчĕç. Регионсем хушшинче чăн нумай пьедестал çине хăпаракансем Тутарстан Республикин каччисем, иккĕмĕш вырăна – Чăваш Ен, виççĕмĕшне – Ульяновск облаçĕн ачисем илчĕç. Кавир хуçисем – Хулаçырми йĕкĕчĕсем А.Леонтьевпа Ю.Мугин – пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç; В.Жуков, С.Романов, Г.Храмов иккĕмĕшсем пулчĕç; Н.Гордеев, А.Большаков, А.Лакушев хăйсен виçисенче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Çĕнтерӳçĕсем Н.Ф.Угасловăн, Çĕпрел район администрацийĕн чаплă парнисене, кубокĕсемпе грамотисене тивĕçлĕ пулчĕç.
Виççĕмĕш çул Хулаçырми ялĕнче Н.Ф.Угасловăн призĕсемшĕн кĕрешӳ турнирĕ иртет. Çамрăксем çак ăмăртăва куç пек кĕтеççĕ, хатĕрленеççĕ. Çакă сывлăхлă пурнăç йĕркин пĕр пайĕ çеç-ха. Приз çĕнсе илесси хĕтĕртет пулсан та, чапа тухасси тĕп вырăнта мар. Спортпа çыхăннă ачасем йĕркесĕрлĕхпе туслă мар. Кĕрешӳре хирĕç кĕрешме тухакан юлташна сума суни, аренăра хăйне-хăй сăпайлă тыткалама пĕлни ачасен характерне ĕмĕрлĕхех туптаса хăварать.
Çак куна темиçе кун хатĕрленнĕ Хулаçырминчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул коллективĕн, пулăшу панă «Заря» агрофирмăн турнир ăнăçлă иртсе кайнинче тӳпи пысăк.
 
: 1091, Хаçат: 7 (841)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: