Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерӳ пирĕн халăха питĕ йывăрпа лекнĕ. Халĕ те-ха пин-пин çыннăн шăпи çинчен нимĕн те паллă мар. Паянхи кун та вăрçăра пуç хунă салтаксене ăçта пытарнине шыраса тупас ĕçсем пĕр саманта та чарăнмаççĕ. Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсене ĕмĕрех асра тытмалла тăвас тата «Никам та манăçман, ниме те манман» лозунга пурнăçа кĕртсе пырас тесе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Указсемпе Хушусем кăларнă.
2006 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче кăларнă 37№ «Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ чух пуç хунисене ĕмĕр асра тытмалла тăвас ыйтусем» Указпа килĕшӳллĕн РФ Оборона министерстви «Мемориал» Пĕтĕмлетнĕ даннăйсен банкне йĕркеленĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ е хыпарсăр çухалнă хӳтĕлевçĕсем çинчен информаци пухнă. Проектăн тĕп тĕллевĕ – миллион-миллион çынна хăйсен 1941 – 1945 çулсенчи вăрçăра вилнĕ е хыпарсăр çухалнă тăванĕсен шăпи çинчен тĕрĕссине пĕлме, тен, вĕсене ăçта пытарнине пĕлме те, пулăшасси.
РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Тылĕ калăпăш, технологи тата вăхăт енчен тĕнчере урăх ниçта та çук информаципе справка системи йĕркеленĕ. Пĕтĕмлетнĕ даннăйсен банкĕнчи сведенисене РФ Оборона министерствин Тĕп архивĕнче тата РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Çарпа мемориал центрĕнче упранакан официаллă документсенчен илнĕ. Документсен хушшинче ытларах çар чаçĕсем салтаксем хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен донесенисем, вилĕм хучĕсем (похоронка), госпитальсемпе медсанбатсен докуменчĕсем, тыткăна лекнисен трофей карточкисем, совет салтакĕсемпе офицерĕсене пытарнă вырăнсен паспорчĕсем...
Пĕтĕмлетнĕ даннăйсен банкĕ урлă вăрçăра вилнĕ е çухалнă çыннăн званийĕ, вăл тăнă часть (дивизи, полк...), хăçан вилни-çухални, ăçта пытарни çинчен те (паллах, çак информаци базăра пулсан) пĕлме пулать. Кунсăр пуçне салтак пирки вăрçă вăхăтĕнчех çырнă чăн документсен копийĕсене те курма пулать Интернетра. Тата çакна та каласа хăвармалла: даннăйсен банкĕнчи информацие темиçе кунра пĕрре çĕнетсех тăраççĕ.
1941 – 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Тутарстанран та нумай çын хутшăннă. Нумайăшĕ ĕмĕрлĕхех тăван килтен аякри çĕрсенче çĕршыва тăшмансенчен хӳтĕлесе пуçĕсене хунă, унтах выртса юлнă. Шел те, паянхи çамрăк ăру çеç мар, вăрçăра пуç хунисен мăшăрĕсем те, ачисем те вĕсем çинчен нимĕнех те пĕлменни тĕл пулать. Халь ыйтса пĕлĕттĕмĕр – анчах кая юлнă, ыйтмалли çынсенчен нумайăшĕ çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Çавăнпа та «Мемориал» Пĕтĕмлетнĕ даннăйсен банкĕ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнман тăванăмăрсем çинчен пĕлмелли пĕртен-пĕр çăлкуç.
Эпĕ, тĕслĕхрен, хамăн кукаçей çинчен анне каласа панă тăрăх кăна пĕлеттĕм: 1941 çулта вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех илсе кайнă, 1942 çулта вăл хыпарсăр çухални çинчен кукамай çыру илнĕ. Тата кукаçей вăрçăра кĕçĕн командир пулнине, Мускав патĕнчи çапăçусене хутшăннине пĕлеттĕм. Çӳлерех асăннă даннăйсен банкĕ урлă кукаçей çинчен самай пĕлтĕм: вăл хăш дивизире, полкра, армире çапăçнине, взвод командирĕ пулнине, вăл Волоколамск тăрăхĕнчи ялсен çывăхĕнче вилнине, ăна ăçта пытарнине...
«Сувар» хаçат та Аслă Çĕнтерӳ 65 çул тултарнă май хăйĕн вулаканĕсене вăрçăран таврăнман тăванĕсем çинчен ытларах пĕлме пулăшасшăн. «Мемориал» Пĕтĕмлетнĕ даннăйсен банкĕн Интернетри адресне пĕлтеретпĕр: www.obd-memorial.ru . Камăн Интернетпа çыхăнма май çук, редакцие çыру ярăр, çырупа пĕрле конверта «Сувара» 2010 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли çырăннин квитанцийĕн копине те хума ан манăр. Шыракан тăванăр пирки информацие çапларах тĕслĕхпе çырмалла:
Иванов Иван Иванович, 1910 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Пӳлер (халĕ Аксу) районĕнчи Çĕньялта çуралнă, вăрçа Пӳлер районĕн çар комиссариачĕ урлă 1941 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче тухса кайнă. Малалла ун çинчен хăвăр мĕн пĕлнине кĕскен çырăр: хăçан, ăçта вилнĕ е çухалнă, хăш тăрăхра çапăçнă, званийĕ еплерех пулнă тата ытти те. Çавăн пекех шыраттаракан çыншăн эсир кам пулнине (хĕрĕ-ывăлĕ, мăнукĕ, йăмăкĕ-шăллĕ тата ытти те) палăртма ан манăр. Çырăва уçăмлă почеркпа, ят-хушаматсене туллин çырмалла. Шыракан çын çинчен тупнă информацие хаçатра пичетлесе пĕлтеретпĕр. Асăрхаттару: «Сувара» 2010 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли çырăннине çирĕплетекен квитанци копийĕсĕр çырусем çине хурав памастпăр.
 
: 989, Хаçат: 6 (840)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: