Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АНАТ КАМА. Ĕçсĕррисен ыйтăвне кăçал та тĕп тимлĕхре тытма шантарать хула влаçĕ. Вăл ку ыйтура çамрăксене, уйрăмах тин кăна салтакран таврăнакан каччăсене пулăшма шутлать. Вĕсене хулара вăхăтлăха та пулин ĕçпе тивĕçтерме планлать.
ЕЛАБУГА. Вĕрентекен çулне район «Ку манăн шкул» телепроектпа пуçланă. Проектăн тĕп шухăшĕ – районăн паллă çыннисене тăван шкула вăхăтлăха тавăрасси. Вĕсем хăйсем вĕреннĕ шкула килсе учительсемпе тĕл пулаççĕ, вĕреннĕ чух йышăннă парта хушшине ларса шкулта пулнă чи кăсăклă самантсене аса илсе каласа параççĕ. Кашни кăларăм «Ку манăн шкул» сăмах çаврăнăшĕпе вĕçленет. Паллах, вĕсем шкула хăнана пушă алăпа килмĕç. Миçе выпускника проекта явăçтарнине кура директорсен рейтингне палăртĕç. Проектăн пĕрремĕш геройĕ (район администрацийĕн пуçлăхĕ Ильшат Гафуров) хăйĕн тăван шкулĕнче пулнине ӳкерме те ĕлкĕрнĕ.
ТЕЧЧĔ. Районăн демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли программине пурнăçа кĕртсе районта кĕçех çамрăк çемьесем хутшăнмалли клуб йĕркеленет. Çаплах социаллă хăрушлăхри çемьесене тимлĕх уйăрмалли ятарлă мероприятисем те ирттерĕç.
СПАС. Уйрăм хуçалăхсене çăмăллăх майпа ăратлă сысна амипе, сурăхсемпе тивĕçтермелли республика программипе пĕлтĕр виçĕ хуçалăх 34 сысна ами туяннă. Аса илтеретпĕр, ăратлă выльăх хакĕн çуррине республика бюджечĕ саплаштарать. Района субсиди (сысна амишĕн – 5 пин, сурăхшăн 3 пин тенкĕ) февраль уйăхĕнче çитмелле. Программăн тĕп условийĕ: выльăхсем ăратлă пулмалла, çитес вăхăтра çăвăрламалла е пăранламалла. Кашни хуçалăхăн 5 пуçран ытла выльăх туянма юрамасть. Республикăн çак программипе усă курса районти харпăр хуçалăхсем 400 пуç сурăх, 220 сысна ами туянма заявка панă.
САБА район сучĕ районти тĕп больницăн акушер-гинекологĕ пулнă 62-ри Луиза Габдуллина (хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура) енĕпе пуçарнă уголовнăй ĕçе пăхса тухма тытăннă. Следстви тухтăр йăнăшĕпе хĕр ача инвалид çуралнă тесе шутлать. Уголовнăй ĕçĕн материалĕсем тăрăх, 2008 çулта акушер-гинеколог Луиза Габдуллина ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăма ача çуратас процеса хăвăртлатакан препаратпа юн тымарĕнчен укол тума хушнă.
Шар курнă ене хӳтĕлекен юристсем пĕлтернĕ тăрăх, тухтăр хăй йăнăшне йышăнмасть. Больницăн тĕп врачĕ Л.Габдуллинăна пысăк квалификациллĕ, пултаруллă специалист тесе хаклать, акушер-гинекологăн ĕçне хурлама ертӳçĕсен сăлтав пулман имĕш, тивĕçлĕ ĕçшĕн ăна ТР Сывлăх сыхлав министерстви, Саба район администрацийĕ пĕрре мар Хисеп хучĕпе чысланă.
ХУСАН. Горбунов ячĕллĕ КАПОна çитес вăхăтра «Пĕрремĕш каналпа» кăтартĕç. Тĕп канал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăчĕн паттăрĕсемпе Тутарстан халăхĕ çинчен «От Казани до Берлина» документлă фильм ӳкернĕ. Фильмăн геройĕсем – интереслĕ шăпаллă вăрçă тата ĕç ветеранĕсем. Заводăн ветеранĕсен асаилĕвĕ те тивĕçлĕ вырăн йышăннă.
 
: 1121, Хаçат: 6 (840), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: