Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

11 ДИПЛОМА ТИВĔÇНĔ
Тутарстан представителĕсем çак эрнере Мускавра иртнĕ «Призывники России-2010» Пĕтĕм Раççейри спартакиадăран 11 дипломпа таврăнчĕç. Ешĕлвар хулинчи 14№ лицей спортсменĕсем Федераци шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерме пултарни – пысăк çитĕнӳ. Пирĕн çамрăксем уйрăмах выртса кĕлеткене алăсен вăйĕпе çĕклессинче тата 60 метра чупассинче пысăк кăтартусем тунă.
СТИПЕНДИАТСЕМ ПРЕЗИДЕНТПА ТĔЛ ПУЛНĂ
Тунтикун, Студентсен кунĕнче, ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев Хусан Кремлĕнче Тутарстан Республикин ятарлă патшалăх стипендийĕн стипендиачĕсемпе, грантсен конкурсĕн çĕнтерӳçисемпе тĕл пулчĕ. Раççей Студентсен кунне республикăра официаллă майпа вуннăмĕш çул палăртни çинчен каланă май залра ларакан пур Татьянăсене те саламлама манмарĕ.
Минтимер Шарипович шучĕпе, пурнăç лайăхлантăр, çĕнелтĕр тесен чи малтан вĕрентӳ системине лайăхлатмалла. Кăçал Тутарстанра шăпах 2010 – 2015 çулсем валли йышăнакан вĕрентӳ системине аталантарассин программин хăтлавĕ иртмелле. Стипендиатсене Президент ăнăçу, çитĕнӳ сунчĕ. «Эсир ыттисемшĕн ырă тĕслĕх», – терĕ.
Сăмах май, 2009 çулăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе патшалăх стипендине илме Тутарстанра пурĕ 85 çын тивĕçлĕ пулнă. Вĕсенчен 20-шĕ аспирант, 45-шĕ аслă шкул студенчĕ тата çар училищин курсанчĕ, 10-шĕ ятарлă вăтам пĕлӳ паракан заведени студенчĕ, 10-шĕ пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракан заведенире вĕренет. Стипендиатсен йышĕпе кăçал Хусанти патшалăх технологи университечĕ малта – 9 стипендиат, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче ХПУпа Туполев ячĕллĕ ХПТУ – 8-шар, унтан Тутар патшалăх гуманитарипе педагогика университечĕпе Хусанти аслă çар команда училищи – 4-шар.
КАШНИ ÇАМРĂК ХĂЙНЕ КĂТАРТАЙТĂР
Çулталăк каялла, 2009 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче, республикăра талантлă çамрăксене тупса вĕсене пулăшакан «Кадровый резерв» проект хута кайрĕ. Ăна ТР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен обществăлла палатин Çамрăксен ресурс центрĕ тата Пултаруллă çамрăксен академийĕ ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви пулăшнипе пурнăçа кĕртеççĕ.
Проектăн директорĕ Тимур Бахтиаров каланă тăрăх, иртнĕ çула ача пурнăçĕн пирвайхи çулĕпе танлаштарас пулсан, вăл ӳсни, ура çине тăни, пĕрремĕш утăмсем тума пуçлани куçкĕрет. «2010 çулта эпир чупма пуçласшăн-ха», – тет вăл.
Проект хута кайсанах унта хутшăнас текенсен шучĕ 500 çынран та иртнĕ. Виçĕ куçăн тата куçăн мар тапхăр вĕçленнĕ çĕре проектра 19 çамрăк юлнă. Вĕсем ку хушăра Раççейпе Тутарстанăн патшалăх йĕркеленĕвĕн никĕсĕсене, конфликтологие, калаçас ăсталăха, социаллă проектирование вĕреннĕ, патшалăх тата ют чĕлхесене пĕлеслĕхе çирĕплетнĕ. Çывăх вăхăтра çамрăк лидерсем республикăри министерствăсенче «У руля» проект шайĕнче практика иртĕç. Вĕсенчен хăш-пĕрисем ТР çамрăксен правительствине те кĕме пултарĕç (ăна шăпах кăçал йĕркелеме планланă).
Тимур Бахтиаров каланă тăрăх, 2010 çулта проекта республикăри пур районпа хуларан та çамрăксене хутшăнтарма тăрăшасшăн. «Кашни çамрăках хăйне кăтартма пултартăр», – тет проект директорĕ.
 
: 1093, Хаçат: 5 (839), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: